Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ хыпар та сарӑлнӑ курӑнать.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Юрӑ — халӑхӑн пысӑк пуянлӑхӗ, сӑмахлӑхӑн чи вӑйлӑ аталаннӑ, анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ.
Ку эрнене Ф. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӑпӑр // О.В.Семенова. http://www.niskas-morgau.edu21.cap.ru/?t ... ews=309300
Ҫак вырӑн ҫинчен нумай халап сарӑлнӑ халӑхра.
Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06
Тутарстанра анлӑ сарӑлнӑ Сингапурти вӗренӳ методики вӗренекенсене шухӑшлама тата тӗрлӗ кӑсӑклӑ ыйтусене татса пама вӗрентет.
Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675
Каярахпа вӗсем республикипех сарӑлнӑ.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ҫакӑн сӑлтавӗсене ректор халӑхра анлӑ сарӑлнӑ йӑнӑш темиҫе шухӑшра курать.Причину этого ректор видит в нескольких распространенных ошибочных мнениях.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Кунта та халӗ уй-хирти пуянлӑха пухса кӗртес ӗҫсем анлӑн сарӑлнӑ.
Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21
Ҫумкурӑк 5-15 см тӑршшӗ, хурхух ҫулҫисем 15 см диаметра сарӑлнӑ вӑхӑтра пӗрӗхме ӗлкӗрмелле.
Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Чир вӑйлӑ сарӑлнӑ пулсан ҫав анаран вӑрлӑх хӑвармасан лайӑхрах.
Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Анасен вӗҫӗнче вырнаҫнӑ мунчасем, нӳхрепсем сарӑлнӑ шыв тыткӑнне ҫакланаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Петюк ҫӑки сарӑлнӑ, пирӗн ҫине ҫӳлтен мӑнаҫлӑн пӑхса ларать.
Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Вӗсем ҫав ҫулсенче районта анлӑ сарӑлнӑ туберкулезпа, ҫӗпӗр язвипе, юн чирӗпе /лейкозпа/ кӗрешсе пысӑк ӗҫсем туса ирттерчӗҫ.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ӑна вулаканпа паллаштарма кирлӗ мар — Чӑвашра кӑна мар, Раҫҫейре те, чикӗ леш енче те унӑн ячӗ анлӑ сарӑлнӑ.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Вӗсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ, официаллӑ мар ислам йӑли-йӗркипе пӗрешкелех пулнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
«Ҫӗршывӑн промышленноҫ комплексӗн пысӑк пайӗ пирӗн округра вырнаҫнӑ, ҫапла майпа 2,5 млрд тонна каяш пухӑнать. Вӗсен 27% ҫеҫ сиенсӗрлетме тата тепӗр хут усӑ курма май килет. Чи анлӑ сарӑлнӑ меслет — хытӑ каяша ятарлӑ полигонра мар, свалкӑра чавса чикеҫҫӗ. Вӗсем вара ҫӗре, сывлӑша, шыва варалаҫҫӗ», — тенӗ Михаил Бабич ку ӗҫре субъектсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинче чарӑнса тӑнӑ май.
Информаци тӗлӗшӗнчен хӳтӗленме // Алина ТИМОФЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Ҫамрӑк баронпа Геккеренӑн гомосексуаллӑхӗ пирки таврана сас-хура сарӑлнӑ.Распространились слухи о гомосексуальности молодого барона и Геккерена.
Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Хӑйӗн вӑйӗ сахаллине туйрӗ-ши вӑл — чӑвашра анлӑ сарӑлнӑ литература хайлавӗсене тӗкӗнмерӗ.
Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Тӗлӗнмелле те, ҫав вӑхӑтра сарӑлнӑ чылай юхӑм пек пӗтсе ларман вӑл.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
8 ҫул тӑршшӗнче кинофорум кино ӳкерекенсен, режиссерсемпе актерсен хушшинче анлӑ сарӑлнӑ, унта пин-пин куракан пулнӑ.
Шупашкарта - Пӗтӗм тӗнчери IХ кинофестиваль // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20
В.Герасимов, И.Протасов, И.Лукиянов фермер хуҫалӑхӗсенче те ҫурхи ӗҫсем сарӑлнӑ.Также на фермерских хозяйствах В.Герасимова, И.Протасова, И.Лукиянова начались посевные.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№