Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫавсем патне пытӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ чӳрече ҫывӑхнерех пытӑм та Капитолинӑна куртӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ, хама тӳрккесле килпетсӗррӗн те айӑплӑн туйса, — кунашкал туйӑм вӑл яланах чирлӗ ҫын таврашӗнче чух пулать, — чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ пусса, кравать патне асӑрхануллӑн пытӑм.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Темиҫе минут ним чӗнмесӗр пытӑм эпӗ унпа юнашар.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кашни кунах хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ тӗлӗнсе пытӑм эпӗ: Олеся — вӑрман хушшинче ӳснӗ, вулама та пӗлмен ҫак хӗрупраҫ — пурнӑҫӑн нумай-нумай самантӗнче сисӗмлӗ сӑпайлӑхпа та хӑйне уйрӑм, виҫеллӗ пахматлӑхпа (ҫуралассах ҫапла ҫуралнӑ вӑл) палӑрса тӑрать.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юсанасса хам тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа юсанса пытӑм.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ҫаплине ҫапла та-ха, анчах контрактра кӑтартнӑ срокӗ иртрӗ; эпӗ ҫак вӑхӑтчен яланах кашни уйӑхшӑн уйрӑм тӳлесе пытӑм… хӑш вӑхӑтран тӳлеме пуҫланине астумастӑп.— Да, только срок контракту вышел; я все это время платил помесячно… не помню только, с которых пор.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ вырӑнтан тӑтӑм, стена ҫинчен пӑшала илтӗм те унпа Евпсихий Африканович патне пытӑм.Я поднялся с места, снял со стены ружье и подошел с ним к Евпсихию Африкановичу.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ ҫывӑхарах пытӑм та урайӗнче ларакан карчӑка курах кайрӑм.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Катя каллех ҫывӑрса кайрӗ, эпӗ шӑппӑн ҫеҫ тумлантӑм та кухньӑна пытӑм, вӑл унта чей ӗҫетчӗ, ҫаруранччӗ хӑй, таса кӗпе вӗҫҫӗнччӗ, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ те йӗпеччӗ-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку ӗнтӗ Энск хулинче, чӑнах та, тӗлӗнмелле пейзаж, хулан ҫырма енчи пайӗнче вут тухнӑ пулас, терӗм эпӗ хӗрсене, вӗсем ӗненсех ӗненчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫул тӑрӑх хам Энскра ҫуралнӑ, кунта эпӗ кашни чула паллатӑп тесе мухтанса пытӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫитсен иккӗмӗш куннех хама хушнӑ ҫӗре пытӑм та мана Верховнӑй Судӑн следователӗ патне чӗнчӗҫ…На второй день приезда я доложил, что явился, и был немедленно приглашён к следователю…
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак чӑкӑлтӑшла ӗҫ ытла кичемччӗ ӗнтӗ, ҫула майӑнах-ха ҫав ӗҫпе ывӑнтаракан кӑткӑс атмосферӑна кӗмелле пулать тесе ҫӗткеленсе пытӑм — унсӑр пулсан отпускӑм ытла аван иртнӗ пулӗччӗ.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ виҫӗм кун тӑватӑ ҫӗр илсе пытӑм, вӑл мана ҫирӗм пилӗк пусран ытла тӳлесшӗн мар.— Я позавчера принес четыре сотни, а она мне больше как по двадцать пять не хочет платить.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Протокол ҫинчи пек ҫырса пытӑм та алӑ пустартӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
…Ӗнтӗ пурин ҫинчен те темиҫе хут калаҫнӑччӗ пулӗ, капитанӑн юлашки ҫырӑвӗсене те икӗ хут алла тытнӑччӗ — эп вӗсене доктора кӑтартас тесе Полярнӑя илсе пытӑм, экспедицийӗн ытти материалӗсене полкра хӑварнӑччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам утнӑ май, ненец пек, мӗн курни ҫинчен шухӑшласа пытӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урнӑ пек, чунӑмра хӑрушӑ савӑнӑҫ вӗресе тӑнӑ майла еккӗм кайнӑ чух, ҫав минутсене тӗртсе васкатса пытӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
…Кашт маларах кунта конвой килсеччӗ, ют ҫӗршывран килнӗ пӑрахутсене епле пушатаҫҫӗ-ха тесе эпӗ Б. портне курма пытӑм.…Накануне пришёл конвой, и я поехал в порт Б. посмотреть, как разгружают иностранные суда.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951