Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

манса (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне, ку почтальон мар пулӗ, ку Федька пулӗ, вӑл ман пата кирлӗ тетрадьне манса хӑварнӑ, тен, ҫул ҫинче астуса илчӗ пуль.

Это, мам, наверное, не почтальон, а Федька, он у меня нужную тетрадку забыл, да, должно быть, по дороге спохватился.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Урайне пӑхрӑм та, Федька манса хӑварнӑ тетрадьне курах кайрӑм.

Взглянув на пол, я увидел оброненную и позабытую Федькой тетрадку.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ан та кала, эсӗ те карма ҫӑвар, ялан сысна ҫури пек ҫухӑрнипе пӗр минут та канӑҫ памастӑнччӗ, турӑ ан хуштӑр, пӗр ҫухӑра пуҫласан, ҫӗрӗпе ҫӑвар хупмастӑнччӗ, вара сан пирки пӗтӗм ҫут тӗнче ҫинчен те, хама-хам та манса каяттӑм.

Тоже… такой был деточка, что и не приведи бог… горластый, крикастый, ни минуты покоя не давал. Как начнешь орать целую ночь подряд, так тут, бывало, про белый свет и про себя позабудешь.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— О, атте, эпӗ пӗтӗмпех лайӑх пӗлетӗп, — Элли тутине пӑчӑртарӗ, ӑмӑрланчӗ, пӑшалне хул пуҫҫинчен тӗршӗнтерчӗ, пӗр урине малалла вӑрӑммӑн пусрӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен килсе ҫулӑхнӑ шике пула тӗле мӗнле тупмаллине манса кайрӗ, вара, пускӑч айккинчен пӳрнипе перӗнсе, куҫне хӗссе лартрӗ.

— О папа, я отлично все знаю, — Элли, сжав губы, нахмурясь и приложив к плечу ружьецо, отставила широко ногу вперед, но от внезапного страха забыла все уроки, как берется прицел, и, нажимая пальцем мимо курка, стала жмуриться.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ун пирки пӗр вӑхӑт пурте манса кайрӗҫ тейӗн.

Некоторое время, казалось, все забыли о нем.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант пытармасӑр: «Эпӗ ҫак кунсенчи пек нихӑҫан та телейлӗ пулман», — тесшӗнччӗ, анчах вӗҫсе килекен утӑмсене илтрӗ те — алӑк еннелле ҫаврӑнма хӑяймасӑр мӗн каласшӑнне манса кайрӗ.

Давенант хотел прямо сказать: «Я никогда не был счастлив так, как все эти дни», — но услышал подлетающие шаги и, не посмев обернуться к двери, забыл, что хотел выразить.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл Мелипе кӗтесре уйрӑлчӗ, хӗр ӑна мӗн каланине ӑнланмарӗ, тата ун пирки тӳрех манса кайрӗ.

Он расстался с Мели на углу, не понимая, что она ему говорит, и тотчас забыв о ней.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫил хӑвансем ашшӗне калама манса каяҫҫӗ.

Ветрогонки-то забудут сказать отцу.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эпӗ мӗн каланине яланах асра тытатӑп, — хирӗҫлерӗм эпӗ, — эсир вара манса кайнӑ.

— Я помню всегда, что говорю, — возразил я, — а вы забыли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Зитор ун пуҫӗ патне пӗшкӗнчӗ, темӗн тума пикенчӗ — Зитор тӳрленсе тӑнӑ тӗле Тилли Кассан патне янӑ ҫыру пирки яланлӑхах манса кайрӗ.

Зитор наклонился над ним и стал что-то делать, а когда выпрямился, Тилли успел забыть о письме к Зитору навсегда.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Анчах эпӗ вӑл пурри пирки хам та манса кайрӑм ахӑр.

Но я, кажется, сам позабыл о его присутствии.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Ывӑннине манса вилӗм вӑййин хӑрушӑ курӑмӗпе тулнӑскер — Ганэль куҫӗсене хӑрушла тӗтӗм пӗлӗчӗсенчен куҫармасть; акӑ унран сылтӑмарах Фиас карабинӗ хуравларӗ.

Забыв об усталости, поглощенный жутким созерцанием смертельной игры, он устремил взор к расползающимся зловещим дымкам; тотчас же справа от него ответил карабин Фиаса.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

— Эсӗ манса кайрӑн: апла тусан пире условие пӑхса уйӑраҫҫӗ: сана килне ӑсатаҫҫӗ, манӑн вара сӑрӑ пилюля ҫиме тивет.

— Ты забыл, что в таком случае нас, по условию, разделят; тебя увезут, а я должен буду съесть серую пилюлю.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Вӑл ҫухавине тӳмелеме, галстук ҫыхма манса кайнӑ-мӗн.

Он отвык застегивать воротник, завязывать галстук.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

— Шӳтлеместӗр тӗк… — Стильтон сӗнӗвӗнчен ҫав тери тӗлӗннине пытараймасӑр хуравларӗ Ив, — хамӑн ятӑма манса каймашкӑн эпӗ те хирӗҫ мар.

— Если вы не шутите, — отвечал Ив, страшно изумленный предложением, — то я согласен забыть даже собственное имя.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

— Вӑл тата мӗн каларӗ — манса кайрӑм.

— Что еще он сказал, — я забыл.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Анчах пач кӗтмен ҫӗртен куҫӗ умне вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк тухса тӑчӗ — укҫине ӑҫта хунине манса кайрӗ; ӑна халӗ те ҫав сыпӑках кансӗрлет, акӑ тинех унӑн йӑлана кӗнӗ урӑм-сурӑмне телеграмма тексчӗ сирсе ывӑтрӗ.

Но он забыл, куда сунул ее, некстати задумавшись перед тем о тридцать второй главе; об этой же главе думал он и теперь, пока текст телеграммы не разорвал привычные чары.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Вӑл читлӗх алӑкне хупма манса кайрӗ.

Он забыл запереть дверь клетки.

II. Хуралҫӑ йӑнӑшӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

— Укҫа манса ан хӑвар.

— Возьми деньги.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Кунта килнӗ чух сана мӗн калассине пӗтӗмпех манса кайрӑм.

Я забыл все, что хотел сказать тебе, идя сюда.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней