Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайран михӗ ҫӑварне вӑйлӑ кӑна туртса ҫыхрӗ, ӑна кӗлет алӑкӗн урати ҫине лартса таянтарчӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пукан лартса ҫутмалла… — мӑкӑртатрӗ хӗрарӑм.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пирӗн, ав, пысӑк пухусем ирттерме те, халӑха спектакльсем лартса пама та этем йӗркеллӗ вырӑн ҫук.
Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑна Петр Петрович лартса кайни ҫинчен пӗлтерсен, Сергей кравать ҫинче ахлаткаласа выртакан Тилӗ ҫӗлӗкӗ патне пырса: — Намӑссӑр! Сахал пулчӗ-ха сана, кӗҫҫе пит! — терӗ те ӑна, чӗн чӑпӑрккипе туртса илсе, ҫирӗп утӑмсемпе пӳртрен тухрӗ.
Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ана апат ҫиме малти пӳрте те кӗртмеҫҫӗ, ӗҫме-ҫиме те кайри пӳрте кӑна лартса панӑ.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Асту, сана эпӗ хӑнана мар, лаша асӑрхаса тӑма, аннӳпе иксӗмӗре лартса ҫӳреме илсе каятӑп. Йысну мӗнле ҫын иккенне пӗлетӗп. Хӑвна ху тытма пӗлнӗ пултӑр!» тенӗччӗ ӑна ашшӗ ҫула тухас умӗн.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарье, хӑйпе юнашар Сергее лартса, тепӗр куннех Елчӗке ҫитнӗ, тӳрех кантур ҫуртне кӗнӗ, хӑй мӗн нушапа килнине пӗлтернӗ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑйпе пӗрле пӗчӗк Сергее лартса, Пӑвари хуҫасем патне кайнӑ, вӗсенчен тавар туянса киле илсе килнӗ, хӑех пушатнӑ, хӑех суту тунӑ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юланут ҫинчен пӑхсан, ҫав кӗтӳсем Сахара ешӗл тинӗс ҫийӗн тӗлсӗр-йӗрсӗр ҫуртсем лартса тухнӑ ерипен шӑвӑнакан утравсем пек курӑнаҫҫӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ӗҫер, — терӗ Шаккур, кӗтмен хӑни умне чей тултарнӑ курка лартса.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пирӗн ял валли мечӗт лартса парсан, сана тутарсем ҫӗр ҫинчи аллах вырӑнне хурӗҫ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑвӑра та хам лавпа лартса каҫаратӑп.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗр мунча пӳртекӳнче лампа ҫутрӗ, сӗтел пекки ҫине ҫӑкӑр касса хучӗ, стакансем лартса пачӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аслӑ Паласӑн сулахай ҫыранӗ те, Тутар Яшми те вара ҫап-ҫара пекех: тутарсем йывӑҫ лартса ҫитӗнтерме юратсах каймаҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шӑпах та вӗсен малтанхи задачисем шутне кӗпере хуралласси, Союзран килекен колоннӑсене кӗтсе илесси, грузсене кӑткӑс минӑсем лартса тултарнӑ сӑрт-ту ҫулӗсемпе турттарма пулӑшасси кӗнӗ.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Темиҫе шап-шур пурак лартса тухрӗҫ вӗсем хӑйсен тавра ҫерем ҫине.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вара ялти ятлӑ ҫынсем хӑйсен умне лартса панӑ сӑрана тутанса пӑхмасӑрах пӳртрен кӗпӗрленсе тухса кайрӗҫ.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хурансен айккине вӑрӑм сӗтелсем лартса тухнӑ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сана асӑнса эпир вил тӑпри ҫине салам юпи лартса хӑвартӑмӑр.
4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.