Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак шкулта 33 ҫул ӗҫленӗ Н.Курзаева учительница каланӑ тӑрӑх, хӑшӗ Сиктӗрмери шкула куҫнӑ, хӑшӗ ӗҫсӗр юлнӑ.
Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Медицина уншӑн — чун суйлавӗ, несӗлсенчен чунпа-юнпа куҫнӑ туртӑм.
Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пултарулӑхӗ мӑнукне куҫнӑ ахӑр.
Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Хырӑма ҫемҫе хусканусемпе сехет йӗппи куҫнӑ май сӑтӑрни усӑллӑ.
Газ пухӑнсан ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
Ун хыҫҫӑн кӗрхи тулӑ уйне куҫнӑ.
Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Музӑкӑна ҫав тери кӑмӑллани те мана унранах куҫнӑ.
«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Еленӑн тӗрӗҫӗ алли кӑҫатта та куҫнӑ.
Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Пирӗн республикӑна федераллӑ бюджетран 22,3 миллион тенкӗ куҫнӑ, республика бюджечӗн софинансированийӗ 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Ҫу чӑваш (вырӑспа тутар тӗнӗсене куҫман чӑваш) тӗнӗнче мӑсӑльмансенчен куҫнӑ сӑмах е йӑла йышлӑ пулнине Н.И. Ашмарин хӑйӗн чылай ӗҫӗнче палӑртнӑ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Эпӗ пилӗк-ултӑ ҫулта чухне ҫемье Ҫӗнӗ Шупашкара куҫнӑ.Когда мне было лет пять-шесть семья переехала в Новочебоксарск.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
1989 ҫулта ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ вулавӑш Андриян Николаев космонавт ячӗпе хисепленет.Библиотека, переселившаяся в 1989 году в новое здание, носит имя космонавта Андрияна Николаева.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Ҫурҫӗр енчи залсене пӑхатӑп, хӗвел куҫнӑ майӑн, анчах мӗн-ха ку?
Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
1967 ҫулта ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗ, республика рекорчӗсене 50 /!/ хут ытла ҫӗнетнӗ Р.Камалетдинов хӑйӗн ҫемйипе Патӑрьел районӗнчен Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ӳкерес ӑсталӑх унран куҫнӑ.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
ЧР бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗне шута илсен пӗрлештернӗ бюджета 100069,4 пин тенкӗ куҫнӑ, ҫулталӑкри план 373893,6 пин тенкӗпе танлашать.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Ашшӗ-аслашшӗн хастарлӑхӗ ачине те куҫнӑ.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Шкул хупӑннӑ хыҫҫӑн вара ҫыравҫӑн кун ҫути курма ӗлкӗреймен сӑвви-калавӗ-очеркӗ хулари таврапӗлӳ музейне куҫнӑ.
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
Тӑван халӑхшӑн ырӑ ӗҫсем тӑвас туртӑм ачисене те куҫнӑ.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
24. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Манӑн сӑмаха итлекен, Мана Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, вӑл сута пымасть — вӑл ӗнтӗ вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпир тӑванӑмӑрсене юрататпӑр, ҫавӑнпа эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ — ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑратпӑр; тӑванне юратман ҫын вилӗм аллинче тӑрать.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.