Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пур енчен те курӑнакан, заклепкӑсемпе ретӗн-ретӗн йӑлтӑртатакан, ҫӑмарта евӗрлӗ аппарат сарай варринче, кӑштах сӗвекрех цемент тӳремре ларать.
Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Каҫхи ҫутӑра ырри те усаллӑн, усалли те ыррӑн курӑнакан та… — шанчӑк хӗлхемне вӗлкӗштересле сӑпайлӑн хуравларӗ хӗр.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вак куҫӗ — витӗр курӑнакан кӗленче-пӑр, ҫӳл-ҫӳхе ҫурхах.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Атӑлпа Ока пӗрлешсе тем пысӑкӑш кӳлӗ пек пулса кайнӑ; инҫетре, лапсӑркка сӑрт ҫинче хула уша-чӑлан курӑнса ларать, хӑй пӗтӗмпех хурантарах курӑнакан садсем ӑшне пытаннӑ, анчах йывӑҫ папакӗсем кӳпчесе ларнипе садсем ҫуртсене тата чиркӳсене симӗсрех тӗслӗ ӑшӑ кӗрӗк тӑхӑнтарса пыраҫҫӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӳречисем пӗчӗккӗ, тӑваткалскерсем, кивелнипе йӑрӑмлан курӑнакан кантӑкӗсем хӗллехи кунсенче сапаланчӑк, начар ҫутта мастерскоя аран ҫеҫ кӗртеҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Таса та витӗр курӑнакан сывлӑшра тӑри хура пӑнчӑ пек ҫакӑнса тӑрса таттисӗр янӑранӑ.В чистом, прозрачном воздухе черной точкой висел жаворонок и беспрестанно звенел.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Упӑшкин пуҫӗ ҫинчи бокс та, унӑн тӑваткал-тӑваткал ковбойки те, ковбойки айӗнчен курӑнакан хуралса кайнӑ кӗпи те, пурте унӑн арӑмӗн сӑн-сӑпачӗпе ҫав тери килӗшӳллӗччӗ ҫав.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ҫав кӗнекесен хаосӗ мана пурӑнӑҫ чӑнах та мӗнлине курса тӑма кансӗрлеместчӗ, манӑн чӗрӗ ҫынсене ӑнланас килнине сӳрсе пымастчӗ, пит нумай ерекен пылчӑкран, пурӑнӑҫри наркӑмӑш йышши усал япаласенчен мана вӑл витӗр курӑнакан, анчах ним те витсе ҫитмелле мар пӗлӗтпе хупласа таратчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Халӗ ӗнтӗ, Атӑл леш еннелле инҫетелле пӑхнӑ чух, унта пушӑ вырӑн ҫуккине пӗлсе тӑраттӑм, ӗлӗк Атӑл леш еннелле пӑхаттӑм та темле ӑраснах кичем пулса каятчӗ: хура саплӑксем пек курӑнакан вӗтлӗх ӑшӗнче ҫарансем лаптакӑн выртаҫҫӗ, ҫарансем пуҫӗнче шӑллӑ хура вӑрман стена, ҫарансем тӗлӗнче сивӗ те тӗксӗм кӑвак пӗлӗт.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Витӗрех курӑнакан сывлӑшӗ ҫӗре питӗ аслӑлатса ӑна тем пысӑкӑш пек кӑтартать.Прозрачный воздух показывает землю огромной, бесконечно расширяя её.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хырсен вуллисем хушшине сывлӑшра витӗр курӑнакан пит пысӑк ҫын кӗлеткисем тухса тӑраҫҫӗ те, симӗс ҫӑра туратсем хушшинелле кайса ҫухалаҫҫӗ, симӗс туратсем витӗр кӗмӗл тӗслӗ кӑвак пӗлӗт курӑнать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑрмана тата шалалла, кӑваккӑн курӑнакан тӗттӗм ҫӗрелле кӗрсе каятпӑр.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗттӗмленсе ҫитсен, Людмила кӗнеке тытса тӑракан, шурӑн курӑнакан аллине аялалла ячӗ те: — Лайӑх вӗт? Куратӑн ӗнтӗ… — терӗ.Когда стало темно, Людмила, опустив побелевшую руку с книгой, спросила: — Хорошо ведь? Вот видишь…
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗттӗм хупласа илнипе тӗпсӗрӗн курӑнакан ҫӗрлехи пӗлӗт уйӑхпа ҫӑлтӑрсене ӗмӗрлӗхех пытарса хунӑ пек туйӑнать.Ночное небо, бездонно углублённое тьмой, словно навсегда спрятало месяц и звёзды.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Куҫӗсем унӑн — кӑвак, ним кулмасӑр пӑхаҫҫӗ, вӗсен лӑпкӑн курӑнакан куҫӗсенче кӑвак вут ҫунса тӑрать, шӗвӗр сӑмсаллӑ типшӗм питне ҫутатса ярать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуралса кайнӑ кивӗ ҫулҫӑ айӗнчен курӑнакан ҫара вырӑнсенче тӑпра кӑвакарнӑ пек пулнӑ, ӑна пӑхсан, пӗр ҫӗрте ларакан шыв ҫине шапа пӑтти сӑрса илнӗ пек туйӑнать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Урисенчен юн юхать; вӑл, йӗмӗ витӗр сӑрхӑнса тухса, шуҫӑм ҫутинче вараланчӑк сӑрӑ тӗслӗ курӑнакан юр ҫине тумлать.Из перебитых ног хлынула кровь, заливая брюки и стекая на грязно-серый в этот предутренний час снег.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн ылттӑн ҫути Марысьӑн вилнӗ пек курӑнакан пичӗ ҫине ӳкрӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Матрос, шухӑша кайса, пӑрахут аяккине ҫапса лартнӑ пысӑк йӗс пӑта ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан пуҫне ҫӗклерӗ те хӗр ҫине, унӑн йӗтӗн пек ҫутӑ ҫӳҫӗ ҫине пӑхрӗ; ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ ҫинче аран курӑнакан ырӑ кулӑ палӑрчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫиленнӗ пек курӑнакан хӑмӑр тӗксӗм тинӗсе, карап еннелле кусса килекен шыв тӑвӗсемпе тӗпсӗр айлӑмсене курсан, вӗсем каллех хӑйсене ҫак вӗресе тӑракан авӑртан пӗр турӑ ҫеҫ хӑтарма пултарӗ тесе шухӑшларӗҫ; чӑнах та, этем вӑйӗ хӑтараймӗ те ҫав.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.