Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайӑксем (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухнехи тискер кайӑксем тахҫанах ҫук ӗнтӗ, анчах тайга ҫав-ҫавах ларать.

Этих зверей давным-давно нет, а тайга все такая же.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кунта истори пуҫланичченхи, ҫӗр ҫинчи пысӑк тискер кайӑксем сулланкаласа ҫӳренӗ чухнехи вӑхӑт палӑрать.

Есть в этом что-то от доисторических времен, когда по земле бродили гигантские звери.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йывӑҫ тӑррисем пӗр-пӗринпе ҫыхланса хӗвеле хупласа лартаҫҫӗ, аялта вара тӗттӗм те пӑчӑ, пӗр чӗрӗ япала та: кайӑксем те, чечексем те, ҫӗр ҫинче шыв тумламӗ те ҫук!

Кроны деревьев сплелись и заслоняют солнце, внизу — мрак, духота и все мертво: ни птиц, ни цветов, ни капли воды в почве!

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кайӑксем вӗҫнине, сывлӑш юхӑмӗсене тата сывлӑшра чи малтан вӗҫекенсен опычӗсене вӗреннӗ вӑхӑтра, Райтсем велосипедсемпе ӗҫлеме те пӑрахман.

Во время этого увлечения изучением полета птиц, воздушных течений и первых опытов воздухоплавания братья Райт продолжали свое велосипедное дело.

8. Двигателпе вӗҫесси // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Гречкин Алексей хыҫҫӑн утрӗ, вӗсем хыҫҫӑн вара вӗтӗр-шакӑр ачасем, хур кайӑксем пек, умлӑн-хыҫлӑн пычӗҫ.

Гречкин шел за Алексеем, за ним гуськом шествовала детская шеренга.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Кӑмӑллӑ вӗҫен кайӑксем, — куҫне хӗссе илчӗ пӳрт хуҫи, — турӑ чунӗсем.

— Приятные птички, — прищурился он, — дух божий!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Капла пире шуррисем, чӑнах та вӗҫен кайӑксем тесе, пере-пере ан пӑрахчӑр.

Как бы нас белые на самом деле не приняли за птицу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Лилиенталь вӗҫес ӗҫре кайӑксем пек тума тӑрӑшнӑ.

Лилиенталь более, чем кто-либо другой, пытался подражать полету птиц.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Хӑрушлӑхсенчен хӑратӑн пулсан, хӳме ҫине улӑхса лар та, кайӑксем вӗҫнине сӑнаса лар, анчах машинӑсемпе вӗҫме вӗренес тесен, машина ӑшне кӗрсе ларса, ун ҫинче вӗҫсе пӑхсах сӑнаса вӗрен.

Если вы ищете наибольшей безопасности, — садитесь на изгородь и наблюдайте за полетом птиц; если же вы действительно хотите изучить полет машины, — влезайте в машину и на практике пробуйте летать.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Чӑн та, кайӑксем сывлӑшра тытӑнса тӑрас тӗлӗшрен хӑйсен мелӗсем пуррине вӗсем пӗлнӗ, анчах мелӗ ҫинчен кӑшт ҫеҫ сисме пултарнӑ.

Они видели, что у птиц есть свои тайны равновесия, но что это за тайны, они едва догадывались.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пур кайӑксем те пӗр пекех тӑваҫҫӗ — вӗсем сывлӑшӑн ҫӳлелле юхакан юхӑмӗсене тупса, вӗсен тӗлӗнче тытӑнса тӑраҫҫӗ.

Все они делают одно и то же — балансируют, сохраняя равновесие, на поднимающихся струях воздуха.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пӗр чупмасӑр ҫӗртен хӑпса кайма пултаракан кайӑксем питех те сахал.

Лишь очень немногие из птиц могут подниматься в воздух без разбега.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Тата питрех кайӑксем сывлӑш юххисемпе усӑ курма мӗнле майсем тунине те астунӑ вӗсем.

И особенно внимательно приглядывались к тем способам, какими птицы пользуются этими течениями.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Ӑшӑ кунсенче, уйра кайӑксем вӗҫнине сӑнаса выртнӑ чухне, вӗсем ҫил мӗнле вӗрнине те астуса выртнӑ.

В теплые летние вечера, когда братья лежали в поле, глядя на птиц, они учились подмечать каждый едва заметный порыв ветра.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

«Ҫав икӗ ача, яланах велосипед мастерскойӗнче пуҫа ҫӗклемесӗр ӗҫлекенскерсем, кайӑк вӗҫнине илтсенех ӗҫе пӑрахса, чӳречесем патне пырса, кайӑксем мӗнле вӗҫнине пӑхнине курсан, кулӑшла пек туйӑнатчӗ.

«Смешно было смотреть, как эти двое юношей, упорно работающие целыми днями над велосипедами в своей мастерской, вдруг подходили к окну и смотрели на пролетавших птиц.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пиччӗшӗпе шӑлнӗ ку ӗҫ ҫинчен пур ҫӗнӗрен тухакан кӗнекесене тупса илме тӑрӑшнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем кайӑксем вӗҫнине сӑнама та пӑрахман.

Братья старались доставать все вновь выходящие книги по этому вопросу и из месяца в месяц продолжали наблюдать за полетом птиц.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Кайӑксем вӗҫнине вӗренсе пынӑ майӑн Райтсен чӗри пушшех хавхаланнӑ, вӗсем сывлӑшра тытӑнса тӑрассин мелне тупасшӑн тата питрех тӑрӑшнӑ.

По мере изучения полета птиц энтузиазм братьев Райт и желание постигнуть искусство сохранять равновесие в воздухе все возрастали.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Кайӑксем мӗнле вӗҫни ҫинчен, вӗсем сывлӑш юхӑмӗсемпе мӗнле усӑ курни, е кӗрешни ҫинчен пысӑк кӗнекех ҫырма пулӗччӗ».

О том, как летает птица, как она пользуется струями движущегося воздуха и борется с ними, можно бы было написать большую книгу.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

«Кайӑксем вӗҫнине сӑнакан ҫынна вӗсем ахальрен ҫеҫ ҫуначӗсемпе сулланӑ пек туйӑнать.

«Человеку, смотрящему на полет птицы, кажется, что она просто машет крыльями.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Темиҫе уйӑх хушши вӗсем сехечӗ сехечӗпе кайӑксем мӗнле вӗҫнине сӑнаса ирттернӗ.

В течение многих месяцев братья целыми часами изучали полет птиц.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней