Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унпа юнашар ларакан Ежов ҫӗр ҫинче упаленнӗ, Фомана чавсисемпе тӗрткеленӗ, пуҫне сулкаласа, хӑйне хӑй темскер мӑкӑртатнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем, пурте тенӗ пекех, ӗҫлӗн, тимлен тинкерсе калаҫса ларнӑ, вӗсен калаҫӑвӗнче темӗнле хӑйне уйрӑм сӑмахсем йӑлтӑра-йӑлтӑра кайнӑ.Почти все они вели деловой, серьезный разговор, в речах их сверкали какие-то особенные слова.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома, айккинерех кайса, шӗшкӗ тӗми айне выртнӑ, компанире хӑйне юттӑн туйса, пурин ҫине те сӑнаса пӑхнӑ, ҫав вӑхӑтрах Ежов та, юри тенӗ пекех, ун патӗнчен пӑрӑнса, ун ҫинелле сахал пӑхнине туйнӑ вӑл.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уншӑн пулсан, хӑйне чӑрмавлакан вӑхӑта кирек кампа ирттерсен те пурпӗрех пулнӑ.Ему было безразлично, с кем проводить время, тяготившее его.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен темӗнле хӑйне уйрӑм килти калаҫусем, килти сӑмахсем, хӑтланӑшсем пулнӑ, ҫаксем пурте, — кил тулашне тухсанах, этемӗн ахаль чухнехипе ылмашӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Фома, унӑн сӑмахӗнчи пӗҫертӳллӗ хӗлхемсемпе ҫулӑмланса, харпӑр хӑйне сиен кӳресрен хӑранипе кӑна пурнӑҫа сарма тӑрӑшман ҫынсене епле тӳнтерме, ӳпӗнтерме пуҫласси ҫинчен шухӑша кайсан, Ежов ӑна ҫавӑнтах вӑтаран ҫапса татнӑ:
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн пек чух вара Фомана — ҫак этемӗн хӑйне юратни, хӑйӗнче тӗреклӗн лараканни, хӑйне ертсе пыраканни нимӗн чухлӗ те ҫук пек туйӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, час-часах сӑмахне хӗрӳллӗн пуҫласа, вӑл ҫав хӗрӳлӗхпех хӑйне хӑй хирӗҫленӗ, хӑйне хӑй хупланӑ е мӗнле те пулин кулӑшла хӑтланчӑкпа пӗтерсе хунӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, хӑйӗн ҫине ҫакӑн пек пӑхнине пурнӑҫра пӗрремӗш хут тӗл пулса, ӑшӗнчи шухӑшӗсене юлташ умӗнче хӑюллӑн ирӗккӗн шӑрантарса панӑ, сӑмах пирки те чакалансах тӑман, унсӑрӑнах хӑйне ӑнланасса пӗлнӗ, мӗншӗн тесен, унӑн умӗнче ӑна ӑнланас текен ҫын пулнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома калаҫнине Ежов тимлӗн итленӗ, вӑл юлташӗн кашни сӑмахне виҫсе шайлаштарнӑ пек пулнӑ, ҫакна пула, Фома хӑйне кӑмӑллӑн туйнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома ҫинчен ҫырнӑ заметка сулӑ ҫинче пулнӑ кутежран пуҫланнӑ, ӑна вуланӑ чух Фома хӑш-пӗр сӑмахсем хӑйне вӑрӑмтуна пек сӑха-сӑха илнине туя пуҫланӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
О! пӗлетӗн-и эс? — мӗн чухлӗ этем хӑйне хӑй хак хурса ҫитереймен пирки пӗтет, чахотка та этеме ун чухлӗ ҫимест.О! ты знаешь? — от недостатка самооценки гибнет больше людей, чем от чахотки.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Коньякпа авантарахчӗ… — тенӗ Фома, хӑйне панӑ типӗ те вӗри алла чӑмӑртаса тата пӗчӗк ҫыннӑн питне тинкерсе…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан вӑл хӑйне чикӗсӗр сарлака та хумшавлӑ ҫырмапа ишсе пынӑ пек туйнӑ, вара, урисем ҫинче енчен-енне сулӑнкаласа тӑрса, сехӗрленсе кайса кӑшкӑрма пуҫланӑ:
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах хӑйне пурнӑҫӑн судьи пек тыткалать — хӑюлӑх пур!А изображает собою судью даже надо всей жизнью — одарен смелостью!
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑш чух, куҫкӗски патне пырса тӑрса, вӑл хӑйӗн куҫӗсем тавра ункӑланнӑ тулли те таса питне чылайччен сӑнанӑ, вӑл вара хӑйне хӑй шеллесе кайнӑ: пурнӑҫ, ун патӗнчен иртсе, ӑна айӑккине пӑрса хӑварать иккен, тесе куляннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Любовь, пӑлханупа тата кӳренӳпе шурӑхса кайнӑскер, ашшӗ умӗнче хӑйне айваннӑн, хӳтлевсӗррӗн туйса, унӑн пӑшӑлтатӑвне тинкернӗ, чӗри ун чӗтревлӗн сикнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кашнийӗшӗн — харпӑр хӑйне чун… кам та кам хӑйӗн чунне юратмасть, ҫавсене анчах пӗр калӑппа чутлама пулать…У каждого — душа своя… только тех, кто души своей не любит, можно обтесать под одну мерку…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ыйткалаканӑн та хӑйне кура мӑнаҫлӑхӗ пур, вӑл та ыттисен умӗнче мӗнпе те пулсан мухтанать…Даже нищий свою гордость имеет и пред другими чем-нибудь всегда хвастается…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӗр енчен ашшӗ хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем панӑшӑн кӑмӑллӑ та пулнӑ, тепӗр енчен, ашшӗ куҫӗнчен ӳкес мар тесе, вӑл ответлеме хӑраса тӑнӑ.