Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку — хӗрӗн чӑннипех те пулмалли хумханӑвӗ; вӑл хӑйӗн ҫак утӑмӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗхне тӗтреллӗн туять, малашри нумай-нумай ҫул ҫывӑхлӑхӗн вӑрттӑнлӑхне чӗрипе чупса кӗрес йӳтӗмне хӑйӗнче те, хӑй суйласа илнӗ ҫынра та чи лайӑх туйӑмсен васкавлӑ авӑклӑхӗ патне ӑнтӑлать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Консуэло хӑйӗн юратӑвӗ пирки чӑнласах, чун-чӗререн каласшӑн, унтан вара ӑна, Георга, хӑйӗншӗн шанчӑклӑ та чӑн-чӑн тус пулса тӑмашкӑн сӑмах партарасшӑн.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Консуэло Ван-Конета мар, урӑххине суйласа илнӗ тӗк — вӑл, ахӑртнех, хӑйӗн чӗрине чечек ҫыххине тӑсса панӑн ҫӑмӑллӑн сӗнекен хӗрӗн пурнӑҫӗпе шӑпине хӳтӗлеме сӑмах татиччен-килӗшиччен тӗплӗ шухӑшласа пӑхатчех тата хӑйне малтанхи ҫылӑхӗсемшӗн ҫурри чухлӗ каҫарнӑн туятчех.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сногден мӗн тума шухӑшлани пирки каламарӗ, Ван-Конет вара ванна кӗрсе тасалма тата хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ патне пуҫтарӑнма кайрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Турӑҫӑм! — калаҫма пуҫларӗ Сногден мӗнле кайнӑ ҫавӑн пекех татӑклӑн хӑйӗн пуканӗ патне таврӑнса тата ҫав тери ӗшеннӗн вырнаҫса.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Иккӗленӳсӗр: Гравелот тете — чаплӑран та чаплӑ перӳҫӗ, — калаҫма пуҫларӗ Сногден; вӑл чылай вӑхӑт шухӑшласа ларчӗ тата хӑйӗн планӗн вак-тӗвекне туллин палӑртса хучӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ун чухне вара Консуэло Хуарец — театрла хӑйӗн нацине тивӗҫлӗ хӑюлӑхпа, ҫав Гравелот пульли мана вӗлерессе кӗтет, унтан вара тӑраниччен ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрет те мӑнастире каять е наркӑмӑшланать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ван-Конет шофера хула ҫумӗнчи тавернӑра чарӑнма хушрӗ, Сногдена пуҫӗпе сӗлтсе хӑйӗн хыҫҫӑн пыма сӗнчӗ, Вейспа сыв пуллашрӗ, усал пӑтӑрмах ҫинчен шарламалла мар тесе унран та ыйтрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫулӑн пысӑк пайне Ван-Конет чӗнмесӗр ирттерчӗ; вӑл халӗ унӑн намӑсӗн кӳнтеленӗсем пулнӑшӑн хӑйӗн ҫулташӗсене кураймасть, анчах ӑнӗ ӑна лару-тӑру ыйтнине парӑнма хистет.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хуҫан хивре тыткаларӑшӗпе, хӑйӗн сӗмсӗрлӗхӗпе тата хирӗҫӗве сивлеккӗн амалантаракан Лаурӑпа, — тинтерех ҫеҫ ӑна вӑл иртӗнсех кайнӑ джентльменла ылтӑн сӗнӳпе тӑрантарнӑччӗ, — Ван-Конет тилӗрӗве кӗрсе ӳкрӗ те чарӑнаймасть.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сӗтел хушшинчен тухса хӗрне ҫавӑтса кӑларасшӑнччӗ, анчах Марта хӑйӗн аллине ашшӗн аллинчен вӗҫертрӗ те йӗрсе ячӗ.Встав из-за стола, он хотел увести дочь, но она вырвала из его руки свою руку и заплакала.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант ун ҫине шухӑшлӑн пӑхнӑ май касса ешчӗкӗнчен хӑйӗн вӑрӑм кӗпҫеллӗ револьверне туртса кӑларчӗ те ҫав самантрах тӗллерӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ван-Конет ыйтӑва хӑлхи хӗррине ирттерсе ярасшӑнччӗ, анчах Мартӑн кӗрен питне асӑрхарӗ те хӑйӗн тӗлсӗр-аскӑн туйӑмне йӳле ячӗ — хӑйӗн фантазине пырса тивекен хӗрӗн чӗрӗлӗхне сӑмахпа та пулин перӗнес терӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Айккинчен! — евитлерӗ Сногден сунарҫӑ хӑйӗн револьверне кӗсйине чикнӗ вӑхӑтра.— Мимо! — заявил Сногден, в то время как охотник прятал свой револьвер в карман.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав ирхине Ван-Конет хӑйӗн компанийӗпе руднике кайнӑччӗ.В это утро Ван-Конет со своей компанией возвращался из поездки на рудники.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑпартланупа чӑркӑшлӑхӑн ҫакнашкал хутшӑнӑвне курса Гравелот ҫемҫен кулчӗ те шанӑҫпа хушса хучӗ: кӗпӗрнаттӑр ывӑлӗ хӑйӗн арӑмӗн чаплӑ енӗсене вӑл унпа, упӑшкипе, тата йытӑпа пӗрле уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн тивӗҫлипе хаклаятех.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Ҫапла, ку ҫамрӑк хупахҫӑ — тӗлӗнмеллерех этем, вӑл, ахӑртнех, вӗреннӗ ҫын, хӑйӗн иртнӗлӗхне пытарать».
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах ҫапларах ӑнсӑртлӑх килсе лекет те ҫынна — тӗппипе пырса тӗкӗнет — инстинкт-и вӑл е ӑнлануллӑ пуҫламӑшех-и, — унтан пурнӑҫӑн пӗлтерӗшлӗ улшӑнӑвӗсем пулса иртме пуҫлаҫҫӗ е тарӑн йӗр юлать, ку вара каярахпа хӑйӗн пирки пӗлтерет-пӗлтеретех.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ирхине вара хӑйӗн чухӑн хуҫалӑхне кӑтартрӗ — пушӑ стенасем кӑна…А утром показал убогое хозяйство свое — почти что пустые стены.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Гравелот хӑйӗн ирхи апатне хӑна сӗтелӗ ҫине килсе пама ыйтрӗ.