Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулӗ (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«6. Муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштарма паракан дотацисен калӑпӑшне черетлӗ финанс ҫулӗ тата планпа пӑхнӑ тапхӑр валли палӑртнӑ чухне муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштармалли шутласа палӑртакан критери пӗлтерӗшне Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетнӗ критери шайӗнчен пӗчӗкрех шайра палӑртма, ҫавӑн пекех муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштарма кашни муниципаллӑ район (хула округӗн) бюджетне черетлӗ финанс ҫулӗнче тата планпа пӑхнӑ тапхӑрӑн пӗрремӗш ҫулӗ валли уйӑрса паракан дотацин виҫине, ҫак статьян 4-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн дотацине пӗтӗмпех (унӑн пӗр пайне) физически сӑпатсен тупӑшӗсенчен илекен налукран муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджечӗсене куҫарса памалли хушма нормативсемпе улӑштарассине шута илсе, Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджетӗнче черетлӗ финанс ҫулӗ тата планпа пӑхнӑ тапхӑрӑн пӗрремӗш ҫулӗ тата тивӗҫлӗн иккӗмӗш ҫул валли ҫирӗплетнӗ дотацин виҫинчен пӗчӗкрех шайра палӑртма юрамасть, ҫак тӗслӗхсенчен пӗринсӗр пуҫне:

«6. При определении объема дотаций на выравнивание бюджетной обеспеченности муниципальных районов (городских округов) на очередной финансовый год и плановый период не допускается снижение значения критерия выравнивания расчетной бюджетной обеспеченности муниципальных районов (городских округов) по сравнению со значением критерия, установленным законом Чувашской Республики о республиканском бюджете Чувашской Республики на текущий финансовый год и плановый период, а также размера дотации на выравнивание бюджетной обеспеченности муниципальных районов (городских округов) бюджету каждого муниципального района (городского округа) на очередной финансовый год и первый год планового периода по сравнению с размером дотации на выравнивание бюджетной обеспеченности муниципальных районов (городских округов), утвержденным соответственно на первый год планового периода и второй год планового периода в республиканском бюджете Чувашской Республики на текущий финансовый год и плановый период, с учетом замены дотации (части дотации) дополнительными нормативами отчислений в бюджеты муниципальных районов (городских округов) от налога на доходы физических лиц в соответствии с пунктом 4 настоящей статьи, за исключением одного из следующих случаев:

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

Ҫуркунне тӗлне Иштерек юлашки укҫине пуҫтарса пасартан лаша илсе килчӗ, Ахтупай вара ҫуна ҫулӗ пӑсӑличчен кашни кун пӗрене турттарчӗ.

Помоги переводом

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай Юмансартан тухнӑ чухне ҫуна ҫулӗ йӑлтах пӑсӑлнӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шуйскипе Лупин-Горбатый пушӑ мар пулнӑран (вӗсем митрополита кӗтсе илме Кӑрмӑш ҫулӗ ҫине кайнӑччӗ), мӑрсасенчен ыйтса тӗпчеме Шигалей пычӗ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуна ҫулӗ ӳксен Мускава Астраханьтен Хусейн хан элчисем килсе ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак вӑрман ҫулӗ ҫинче темиҫе ҫамрӑк йӗкӗт — вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасем — пӗр пек хура тур учӗсене вылятса килни курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗвел ана пуҫласан Пысӑк суту-илӳ ҫулӗ ҫинче тусан ҫӳлелле ҫӗкленни курӑнчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнпа вӗсем, хула ҫулӗ Пысӑк суту-илӳ ҫулӗ ҫине тухнӑ вырӑнта, тӗл пулма килӗшнӗччӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Нимӗн те чарса тӑраймарӗ мана, ухмаха, тӑрпалтая, хамӑн асап ҫулӗ ҫине тухма (Шупашкара килме).

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Клеймори «1935 г.» тесе кӑтартни ял кирпӗч заводне пуҫланин ҫулӗ, терӗ манпа пӗрле вӗреннӗ колхоз ветеранӗ, вӑтӑр ҫул шофёрта ӗҫленӗскер.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Эльгеев ӑна Шупашкара куҫма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен хӑй вырӑнне урӑх врач тупса пама шантарчӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сан хӑвӑн та хусах ҫулӗ мар — мӑшӑрланмалли вӑхӑт…

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйри санатори ҫулӗ ҫине тухсан (Катя амӑшӗпе пӗрле ҫакӑнта пурӑнать), Эльгеев мӗн пулса иртнине пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл ӑна туймарӗ: хурӑн ҫулӗ ҫине тухрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫулӗ халь пуриншӗн те уҫӑ — ма вӗренес мар, — терӗ Эльгеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пире Чӗнерпе Эплес ҫулӗ ҫине тухма хушрӗҫ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫулӗ вӑрӑм, шӑнтӑр та пулӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Аслӑ ҫул лайӑхрах та — ҫулӗ таврарах…

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫулӗ тикӗс маррине пӑхмасть — пултарнӑ таран малаллах юртать.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каҫкӳлӗм Ахтупай Ятламаса ирӗксӗртен тенӗ пек Криуш ҫулӗ ҫинчи вӑрмана илсе кайрӗ — вӗсем Урасметпа ун тарҫисем таврӑннине сыхларӗҫ.

Помоги переводом

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней