Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнпа (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑла каякан ӗҫ шырасси унӑн ҫакӑнпа пӗтрӗ.

Так закончились его поиски любимого дела.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кам сана йалӑхичченех итлеттернӗ… ҫакӑнпа санӑн мӗн ӗҫ пур-ха?

А кто тебя заставлял наслушиваться… и какое тебе до всего этого дело?

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан калаҫу ӗҫкунӗсем ҫине куҫрӗ, бухгалтерине те, правленине те тиврӗ, вара икӗ хӗрарӑмӗ те ҫакӑнпа килӗшрӗҫ: правлени секретарӗ Антон Антонович Бородулин Хворостянкин умӗнче ҫеҫ ырӑ пулма тӑрӑшать, бригадӑсенче, фермӑсенче ӗҫкунӗсене шута илессинче йӗркесӗрлӗхсем пурри ӑна сахал пӑшӑрхантарать.

Затем разговор перешел к трудодням, коснулся бухгалтерии, самого правления, и обе женщины сошлись на том, что Антон Антонович Бородулин как секретарь правления старается угодить только Хворостянкину, а то, что и в бригадах и на фермах с учетом трудодней непорядок, его мало беспокоит.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн умра пит кӑткӑс задачӑсем тӑраҫҫӗ, вӗсене татса парасси эпир хамӑр активӑн ӗҫлес-кӗрешес кӑмӑл-туйӑмне, ҫакӑнпа пӗрлех тата колхозниксен ҫав кӑмӑл-туйӑмне епле ҫӗклеме пултарнинчен килет.

Перед нами стоят очень сложные задачи, и решение их будет зависеть от того, как мы сумеем поднять боевой дух у нашего актива, а с ним — вызвать этот же боевой дух у всех колхозников.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех тата хамӑр колхоз ҫинчен те калаҫӑпӑр…

Вместе с тем поговорим и о нашем колхозе…

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Самойлов, ҫакӑнпа усӑ курса, Андрей Васильевич ҫывӑхнерех пычӗ, ӑна табак турттарчӗ, вара сайра уссине алтупанӗпе сӑтӑрса, шӑппӑнрах ҫапла ыйтрӗ:

Воспользовавшись этим, Самойлов подошел ближе к Андрею Васильевичу, дал ему закурить и, потирая ладонью редкие усы, тихо спросил::

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хыҫран хӑвалакансен шавӗ лӑпланнӑ, ҫакӑнпа усӑ курса аманнисен суранӗсене васкаса ҫыхса лартнӑ.

Шум погони приутих, раненым наскоро сделали перевязки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Нимӗҫсен тылӗнчи тӑваттӑмӗш кун, каҫпала, разведчиксем пӗр-пӗччен ларакан сарай патне пырса тухнӑ, Травкин ҫынсене пӗрер сехет кантарма тата, ҫакӑнпа усӑ курса, радио урлӑ «Ҫӗрпе» ҫыхӑнма шут тытнӑ.

К вечеру четвертого дня пребывания в немецком тылу разведчики набрели на одинокий сарай, Травкин решил дать людям часок отдохнуть, а кстати связаться по радио с Землей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Унӑн ҫамрӑк чӗринче ашшӗне вӗлерекенсене чунтан курайманни, ҫакӑнпа пӗрлех тата ҫул йӗрлекенсем, индеецсем тата чӑрсӑр ҫулҫӳрекенсем ҫинчен калакан романтикӑллӑ историсемпе интересленни капланса тӑнӑ.

Его юная душа странно совмещала в себе реальную ненависть к убийцам отца с романтическими историями о следопытах, индейцах и дерзких путешественниках.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Каяс умӗн вӑл фонарӗпе вӑрман лаптӑкне ҫутатса илнӗ, ҫакӑнпа усӑ курса, Травкин кӑшт ҫӗкленсе пӑхнӑ та, йывӑҫсем хушшинче нимӗҫсем сахалтараххӑн курӑнакан вырӑнпа ҫул суйласа илме ӗлкӗрнӗ.

Уходя, он осветил фонариком кусок леса, и Травкин, приподнявшись, успел выбрать путь среди деревьев, где немцев, кажется, было меньше.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫакӑнпа калаҫу вӗҫленсе ларнӑ.

На этом разговор кончился.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Нимӗҫсем ҫакӑнпа усӑ курса, унӑн алли айӗнчен шӑвӑнса тухнӑ та, хыпалансах хӗвеланӑҫ еннелле тарнӑ.

И, воспользовавшись этим, немцы вышли из-под удара и поспешно убрались на запад.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ыйтӑр-ха унран, килӗшет-и вӑл ҫакӑнпа?

Спросите у нее: согласна-ли она с этим?

VI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫакна эпӗ йӗрке тирпейлӗхӗ тесе шутланӑ ҫеҫ те мар, ҫакӑнпа эпӗ мухтаннӑ та.

И это-то я считал не только нравственным, но я гордился этим.

III // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Ҫапла, анчах хӗрарӑм та этемех, вӑл та, арҫын пекех, туйма пултарать, ҫакӑнпа эсир килӗшетӗрех ӗнтӗ.

— Да, но я думаю, вы согласитесь, что женщина — человек, и имеет чувства, как и мужчина.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Господин ытти ҫынсенчен кунсӑр пуҫне ҫакӑнпа та уйрӑлса тӑрать: хушшӑн-хушшӑн вӑл хӑй кӑкӑрӗнчен ӳсӗрнӗ чухнехи пек е кулма пуҫланӑ тата кулса пӗтернӗ чухнехи пек сасӑсем кӑларать.

Особенность этого господина состояла еще в том, что он изредка издавал странные звуки, похожие на откашливанье или на начатый и оборванный смех.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫакӑнпа пӗрлех тата ӑна кирлӗ мар ҫӗртенех сӑсӑл парӗ ҫинче ларни, курӑк шывӗ ӗҫни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

К тому же ему так осточертело лежать без нужды с припарками и пить снадобья!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тен вӑл ҫакӑнпа пулса иртрӗ: тимӗр пичке, хӑмаран ҫапкаласа тунӑ ҫурт тата кивӗрех витре вырӑнне халӗ ҫул хӗррине урапаллӑ виҫӗ ҫурт туса лартнӑ, вӗсене кашнине йывӑҫ пусма тӑрӑх кӗмелле.

Может быть, это произошло оттого, что вместо железной бочки, балаганчика и старенького ведра выстроились у дороги три домика на колесах и в каждый из них ведет, деревянная лесенка?

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ халех каятӑп, эсӗ юл, юлташсене пуху хатӗрлеме пулӑш, ҫакӑнпа пӗрлех Татьяна Николаевнӑна ҫирӗплетме бюро валли материал ҫырса хатӗрле.

Я сейчас уеду, а ты оставайся, помоги товарищам подготовить собрание, будем рекомендовать Татьяну Николаевну на пост секретаря партбюро.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Манӑн сӑмах ҫакӑнпа пӗтрӗ!

Вот и вся моя речь!

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней