Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарӑннӑ (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрчӑк чарӑннӑ, анчах нумайлӑха мар, кӑшт тӑхтанӑ та каллех чӑрлатма тытӑннӑ, вара мӗн ирчченех чӑрлатнӑ, ирхине чарӑннӑ, — автанран хӑранӑ пулмалла, лешӗ, пысӑкскер, тӑпрас ҫине улӑхса тӑнӑ та тӗттӗм сирӗлсех ҫитеймен ирхи ҫутӑра ҫунат ҫапса карланкин пӗтӗм вӑйӗпе авӑтса янӑ.

Сверчок умолк, но ненадолго, подождал малость, а потом опять зазвонил и звонил уж до самого утра, утром замолчал — наверное, испугался петуха, который взлетел на завалинку, жестко замахал крыльями, встряхнулся, огромный в сумеречном рассвете, и заголосил во всю мочь.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Малтан пӗр-ик хут йӗри-тавра чупса ҫаврӑннӑ, пӗтӗмпех тивӗҫлипе, хуҫалла пӑхса хак панӑ, унтан каллех куҫа курӑнман ҫип тӑрӑх аяккалла чупса кайнӑ та чарӑннӑ.

А обежал раз и два вокруг, оглядел всю как должно, по-хозяйски опять отбежал по невидимой нити в сторонку и замер там.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Унтан ҫав темскерӗ йӑпӑртатма чарӑннӑ.

Потом это ползанье прекратилось.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫак ӗҫ вӑрҫӑ чарӑннӑ ҫул пулса иртнӗччӗ.

Случилось все это в последний год войны.

Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫак ӗмӗт пурнӑҫланайман, анчах уншӑн пит татӑлсах кулянма кирлӗ пулман: вӑрҫӑ чарӑннӑ.

Мечте этой не суждено было осуществиться, но скорбеть по такому поводу особенно не приходилось: кончилась война.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Полк командирӗ «илемлӗ» сӑмахсемпе вӑрҫма чарӑннӑ хыҫҫӑн каланӑ сӑмахсем уншӑн ятлаҫнинчен темиҫе хут йывӑртарах пулчӗҫ.

То, что он услышал в конце живописной речи командира полка, было пострашнее ругани:

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

3. Ҫакӑнта тапма чарӑннӑ унӑн, вӑтӑр ҫичӗ ҫул пӗр-пӗччен ларса тертленнӗ ҫыннӑн, тӑлӑх чӗри, ҫакӑнтан куҫса кайнӑ унӑн ывӑнса ҫитнӗ чунӗ леш тӗнчери канлӗхе.

3. Здесь разбилось одинокое сердце и усталый дух отошел на покой после тридцати семи лет одиночного заключения.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗр-ик ҫеккунтран эпир хытӑ тӳплеттерсе ҫапнӑ сасӑ илтрӗмӗр, йытӑ татах пӗр-ик хут хӑлхана ҫурасла ҫухӑрса илчӗ те шӑпӑрт пулчӗ — пӳлӗм те шӑпланчӗ, пастор хӑйӗн сӑмахне хӑш тӗлте чарӑннӑ, ҫавӑнтан малалла тӑсрӗ.

Секунды через две мы услышали сильный удар, собака оглушительно взвыла еще раз или два, и все стихло — наступила мертвая тишина, и пастор продолжал свою торжественную речь с того самого места, на котором остановился.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗркун чарӑннӑ хулара эпир пурте ҫӗнӗ тум туяннӑччӗ; король вӗр-ҫӗнӗ тум тӑхӑнчӗ, мана та тумланма хушрӗ.

Все мы купили новое платье там, где останавливались прошлый раз; и теперь король сам оделся во все новое и мне тоже велел одеться.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кӑнтӑр тӗлӗнче те тӗксӗммӗн, хаяррӑн курӑнакан Царихцино замокӗн ишӗлчӗкӗ патне экипажсем ҫитсе чарӑннӑ вӑхӑтра хӗвел ҫӳле хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ.

Солнце уже высоко стояло на безоблачной лазури, когда экипажи подкатили к развалинам Царицынского замка, мрачным и грозным даже в полдень.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Апла пулсан та, кулянни ӑна Гогенштауфенсен Историне алла илсе, шӑпах ӗнер чарӑннӑ вырӑнтан пуҫласа вулама кансӗрлемерӗ.

Эта грусть не помешала ему, однако, взяться за «Историю Гогенштауфенов» и начать читать ее с самой той страницы, на которой он остановился накануне.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӗсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ та вут патӗнче аппаланаҫҫӗ.

Они хлопотали у костра, разбивая лагерь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен малтан кунта пӗр ҫирӗм туземец ҫавнашкал кимӗпех килсе чарӑннӑ.

Там уже находилось человек двадцать туземцев, также приплывших на пироге.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫумӑр каҫах чарӑннӑ.

Дождь прекратился ещё ночью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗр шлюпка, офицерсемпе салтаксен пысӑк отрядне тиесе, ял патне пырса чарӑннӑ.

Шлюпка с большим отрядом офицеров и солдат подъехала к деревне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шлюпка тапранса кайса ҫыран хӗрринелле ишнӗ, вара, телейсӗр Марионӑн вельбочӗ кӑкарӑнса тӑракан ҫӗре ҫитсен, чарӑннӑ.

Шлюпка отчалила, поплыла к берегу и пристала в том месте, где ещё стоял на привязи вельбот несчастного Мариона.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗскӗн Марионӑн вельбочӗ ял ҫумӗнчи ҫыранӑн хӗррине ирпе ҫичӗ сехетре ҫитсе чарӑннӑ.

Вельбот несчастного Мариона причалил к берегу возле деревни в семь часов утра.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл, «Гаус» бригӑн капитанӗ, Англинчен тухнӑскер, 1828 ҫулта Хӗвелтухӑҫ сӑмсахӑн ҫыранӗсем патне пырса чарӑннӑ та, Энараро ҫулпуҫ сутӑнчӑклӑ хӑтланнине пула, чут ҫеҫ пуҫне ҫухатман.

капитан английского брига «Гаус», приставший к берегам Восточного мыса в 1828 году, чуть не погиб от предательства вождя Энараро.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аппарат чарӑннӑ хушӑра телеграфист секундӑн вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ «ЛЕНИН» тесе ҫырни ҫине пӑхса тӑчӗ.

Аппарат отстукивал паузу, и телеграфист на одну десятую секунды остановился взглядом на выписанном им слове: «ЛЕНИН».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫӗр каҫмалли вырӑна ҫитсе чарӑннӑ чухне вӗсем пурте ывӑннӑ.

К месту ночлега все прибыли уставшими.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней