Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсен (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
32. Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ, 33. шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ, 34. ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ, 35. ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.

32. И было добычи, оставшейся от захваченного, что захватили бывшие на войне: мелкого скота шестьсот семьдесят пять тысяч, 33. крупного скота семьдесят две тысячи, 34. ослов шестьдесят одна тысяча, 35. людей, женщин, которые не знали мужеского ложа, всех душ тридцать две тысячи.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Авраампа Сарра ватӑлса ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ.

11. Авраам же и Сарра были стары и в летах преклонных, и обыкновенное у женщин у Сарры прекратилось.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫу уйӑхӗн 29-31-мӗшӗсенче Шупашкарта перинаталь пулӑшӑвӗн тата хӗрарӑмсен ача ҫуратассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пухӑнать, ҫӗршыври акушерствӑпа гинекологин ертсе пыракан специалисчӗсем перинаталь тапхӑрӗнчи чир-чӗре профилактикӑлас тата вилӗме сирес пирки канашлӗҫ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Канашлу пуҫланас умӗн Николай Миллин хӗрарӑмсен районти фестивалӗнче мала тухнӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗн, район администрацийӗн, Курнавӑш ял тӑрӑхӗн командисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене парса чысларӗ.

До начала совещания Николай Миллин чествовал Благодарственными письмом главы районной администрации победителей районного фестиваля женщин команды Яльчикского сельского поселения, районной администрации, Курнаушского сельского поселения.

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн вара районти Культурӑпа кану центрӗнче ҫак марафона чаплӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Помоги переводом

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Хальхинче вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленипе амӑшӗсем, аппӑшӗсемпе йӑмӑкӗсем, хӗр-туссем волейбол турнирӗ ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗрарӑмсен союзӗн Шупашкарти уйрӑмӗн ертӳҫи Ирина Клементьева хӑйсен тӗпренчӗкӗсене тата ют ачасене чунран юратакан амӑшӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмсен хастарлӑхне, ҫаврӑнӑҫулӑхне, ӑнтӑлӑвне ырларӗ вӑл.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫапла республикӑра, тӗрлӗ районта мӗн пулса иртнине хӗрарӑмсен кӑларӑмӗ урлӑ пӗлсе тӑратпӑр.

Помоги переводом

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Куракансен ячӗпе вырӑнти артистсене хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е.Петрова ӑшӑ сӑмахсемпе тав турӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн ӑсталӑхӗ кунран кун пуянланса пынине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ача кӗтекен хӗрарӑмсен уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, гриппа чирленӗ хыҫҫӑн гинеколог патне каймаллах.

Помоги переводом

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ Ҫавалкас тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн нумайлӑха асра юлмалла иртрӗ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е.Михайлова культурӑпа спорт фестивальне ирттерме пулӑшнӑ тренерсене, спонсорсене - «Ритуальные услуги» ООО, «Интермедсервис» ООО, «Спутник-1» ООО, «Стойэнергосервис» ООО ертӳҫисене, «Россельхозбанк» акционер обществин хушма офисӗн Елчӗкри уйрӑмӗн управляющине, «Промсервис» НПО АХОн, Елчӗкри техникӑпа инвентаризаци бюровӗн ертӳҫине, «Прогресс» АХО дирекцине, А.Воробьев адвокат кантурне, «Наско» УАО ертӳҫине, Елчӗкри ҫӑкӑр завочӗн дирекцине, Чӑвашстатӑн Елчӗкри пайне, «ЭлектроНикс» салона, В.Изратов уйрӑм предпринимателе чун-чӗререн тав тӑвать.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Канат туртасси хӗрарӑмсен ӗҫӗ мар пек туйӑнать пулин те ҫак ӑмӑртӑва пӑхса тӑма пит килӗшет куракансене.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Культурӑпа спорт фестивальне районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е. Михайлова уҫрӗ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ районти вунтӑваттӑмӗш культурӑпа спорт фестивальне хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те них-ҫанхинчен йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа районта тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫавӑн пекех унта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗн Ыркӑмӑллӑх фончӗн попечительство канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова тата Чӑваш Енри ашшӗсен Канашӗн Председателӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Конкурса хутшӑннӑ хӗрарӑмсене «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗ» республикӑри обществӑлла организаци Председателӗ Ольга Зайцева саламланӑ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней