Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малаллине Бенкендорф хӑй ӑшӗнче ҫеҫ каланӑ, анчах вӑл палла пулнӑ: эп пулмасан сана тахҫанах пӗтермелле…

— Остальное Бенкендорф проговаривал уже только глубоко-глубоко в душе: — тебя бы давно прикончили…»

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Качча пачӗҫ ирӗксӗр — Ятӑм ҫӗрчӗ тахҫанах.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Халӑх кӗтет тахҫанах Анат хапха патӗнче.

Помоги переводом

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗт ҫӑлтӑрсем тахҫанах Пӗлӗт айне хупланчӗҫ.

Помоги переводом

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тахҫанах Хӗвел арман хыҫне пытаннӑ.

Помоги переводом

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вара Зейнаб хӑйне мӗнле хаваслӑн тытнинчен, вӑл мӗнле хавхаланса юмахланинчен Левентей хӗр ку тӗлпулӑва тахҫанах кӗтнине туйса илчӗ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара вӑл Укахви тахҫанах каланӑ сӑмахсене аса илчӗ те хӑй тӗллӗн кулса ячӗ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Камышин, кунта ҫынсем пур чухне ҫиҫсе тӑракан пит-куҫпа, тепӗр чухне пуҫа пӗксе хурлӑхлӑн килнине курма тахҫанах хӑнӑхнӑскер, Левентейӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнине ҫийӗнчех чухласа илчӗ, ҫавӑнпа унпала нумайччен калаҫрӗ, Левентей калас пеккине каласан та, Атӑлкӑссинче мӗн пулса иртнине ӑнланса ҫитеймен пек, ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тахҫанах, — терӗ Фатима, — хӑй варт ҫеҫ ҫаврӑнчӗ те пушӑ витресене йӑтса шыв ӑсма чупрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала, арӑмӗ хайне ачисем умӗнче хӑтӑрма юратнине тахҫанах вӗренсе ҫитнӗскер, сухал айӗн кулса ҫеҫ илчӗ.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр хӗрарӑм, Марине вырӑнӗнче пулсан, тахҫанах хӑйӗн хуйхи айне пулса ватӑлса каймалла, ачасене усрама йывӑр тесе, унта-кунта пулӑшу ыйтса ҫеҫ ҫӳремелле.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем ӗнтӗ тусӗсене тахҫанах ҫухатнӑ, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, ура айне кӑвар хунӑ пек, ташласа, пӗтӗм чӗререн хумханса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сисетӗп-ха та, пӗрер эрне канас терӗм, — ку уншӑн тахҫанах паллӑ пулнине систернӗ пек тавӑрчӗ Галимджан.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тахҫанах сана илсе килмелле пулнӑ иккен.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс ку тулӑшӑн мана кӳрайманнине тахҫанах пӗлетӗп.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Бионтизацине тахҫанах тӗрӗслесе пӑхнӑ, ӑна ытти районсенче те туса ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана мӗн хавхалантармалли — эсӗ ӗнтӗ кашни пучахра миҫе пӗрчӗ пулмаллине те тахҫанах шутласа хуна.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сире валли участок тахҫанах хатӗрлесе хунӑ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Тавах, тусӑм. Эп ача кӑна мар ӗнтӗ, мана кун пек ӗҫ те хушма юрать. Кӑна эпӗ тахҫанах кӗтнӗччӗ», — теҫҫӗ унӑн хӑюллӑ куҫӗсем.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Электростанци тӑвас шухӑш вӑл ҫенӗ шухӑш мар, ку ыйтӑва эпир халӑхпа тахҫанах сӳтсе явнӑ, пирӗн виҫӗ ялпа йышӑннӑ решени те пур.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней