Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах пире унран нимрен ытла ӑнланулӑх ҫукки пистерет, унпа хӑй ӑнланман япаласем ҫинчен калаҫу тапратсан, вӑл ялан тенӗ пекех хӑйне евӗрлӗ ӑшӑ кӑмӑлпа тимлӗн итлет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, хӑй ҫине ҫавнашкал пӑхни мӗн тери аван мар пулассине малтанах курса тӑрсан та, унран хӑтӑлма вӑл нимӗн те тумарӗ; унӑн пӗрне ҫупӑрламаллаччӗ, тепӗрне парне памаллаччӗ, мӑкӑртатмасӑр ҫӳремеллеччӗ, ҫаксене тума ҫӑмӑллӑнах пултаратчӗ, мӗншӗн тесен ҫуралассах вӑл тиркешми ырӑ кӑмӑлпа ҫуралнӑ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн килти хӗрарӑмсем — Авдотья Васильевна, Любочка тата Катенька — ытти хӗрарӑмсем пекех пулнине, ыттисенчен пӗртте начар маррине ӗненес пулсан тата Дубков, Катенькӑпа Авдотья Васильевна каҫ-каҫ кула-кула мӗн калаҫнине аса илес пулсан, эпӗ татах та сахалтарах тӗлӗннӗ пулӑттӑм; Дубков мӗн пирки те пулин чӑкӑлташма пуҫласан, яланах тенӗ пек хӗрсе кайса: «Au banquet de la vie, infortuné convive…» текен сӑвва е «Демон» сыпӑкӗсене калатчӗ, вӗсем темиҫе сехет хушши тӑтӑшшӑн савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа пули-пулми сӑмахсем палкатчӗҫ.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ытла та мӑнкӑмӑллӑ; чылаях ӑслӑ пулсан та, хӑйне мухтанине кӑмӑллать, хӑйпе тӗлӗнтерме питӗ юратать, кирек хӑҫан та малти вырӑна тухасшӑн, таса чунлӑ Любовь Сергеевна вӑра кӑмӑлӗпе ун майлӑ ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫакна пытармасть те, ӑна йӑпӑлтатать, анчах чееленсе мар, тӳрӗ кӑмӑлпа.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах атте кӳме кӳлме хушать, хӑйӗн олив тӗслӗ модӑллӑ халатне тӑхӑнать; тӑкӑнмасӑр юлнӑ ҫӳҫне тураса якатать, алтутри ҫине духи сапать те, хӑй ӗҫе чӑн-чӑн улпутла татса панине ӗненнӗрен, унтан та ытларах лайӑх хӗрарӑма курасса шаннӑран, чи хавас кӑмӑлпа кӳршӗсем патне тухса каять.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Служба питӗ лайӑх пынӑран часах хӑйне пурӑнмаллӑх ҫӑкӑр тупӑнасса кӗтнӗ пулин те, Петр Васильевич мӗнпур пеккине йӑлтах пӑрахать, вырӑнтан тухать те, амӑшне сума сунӑран ӑна ватлӑх кунсенче лӑплантарасси хӑйӗн пӗрремӗш тивӗҫӗ тесе шутласа (ҫакӑн ҫинчен вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче амӑшне тӳрӗ кӑмӑлпа ҫырнӑ), яла таврӑнать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ман шутпа, варринчен пуҫласа итлеме кичем пулмалла сире, monsieur Nicolas, — терӗ мана Софья Ивановна ырӑ кӑмӑлпа, хӑйӗнле сывласа тата хӑй ҫӗлекен кӗпен татӑкӗсене ҫавӑрса хурса.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темиҫе ҫуртра пулнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама хам шанакан пулнӑччӗ ӗнтӗ, князь ҫурчӗ патне те самаях лӑпкӑ кӑмӑлпа ҫывхараттӑм, сасартӑк хам унӑн пурлӑхне йышӑнса юласси ҫинчен Корнакова княгиня каланӑ сӑмахсем аса килчӗҫ; кунсӑр пуҫне эпӗ крыльца умӗнче икӗ экипаж куртӑм та именсе кайрӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана ӑшӑ кӑмӑлпа тӑванла йышӑнчӗ, хӑй ҫывӑхне лартрӗ те пирӗн пӗтӗм ҫемье ҫинчен интересленсе ыйта-ыйта пӗлчӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ лакее мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтересшӗнччӗ, хам пачах айӑплӑ маррине ӑнлантарса парасшӑнччӗ, анчах тем пирки ку шухӑша пӑрахӑҫларӑм та чи салхуллӑ кӑмӑлпа каллех хамӑрӑн пӳлӗме таврӑнтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубков панӑ пируса чӗртсе ярасшӑн пулса, эпӗ ҫакнашкал ырӑ кӑмӑлпа мӑн пӳлӗме тухрӑм.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кивӗ пурнӑҫ йӗрки, пӳлӗмсем те, сӗтел-пукан та, тӑлпӑвӑм та халичченхи пекех юлни (мана хамӑн ӑш-чикӗм улшӑннӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа таврари япаласене те улӑштарассӑм килчӗ) кӑмӑла каймарӗ тата хытӑ тӗлӗнтерчӗ пулин те, — ҫакна пӑхмасӑр, эпӗ савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа ҫӳрерӗм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ытла та лӑпкӑ; йӑл-йӑл кулса, вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа итлетӗп, хисепе хурса квас пама ыйтатӑп, эпӗ апат ҫинӗ чух каланӑ сӑмахсене Сен-Жером тӳрлетнипе килӗшрӗм, вӑл каланӑ тӑрӑх, je puis, чем je peux тенинчен илемлерех.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпир сирӗнпе мӗншӗн ҫакнашкал туслашнине пӗлетӗр-и, — терӗ вӑл, эпӗ тунмасӑр каласа панине хирӗҫ ӑшӑ кӑмӑлпа ӑслӑн пӑхса ответленӗ май, — мӗншӗн эпӗ сире хам ытларах паллакан пӗлӗшсенчен, вӗсемпе пӗрлехи нумайрах пулин те, вӑйлӑрах юрататӑп?
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӗр сехет хыҫҫӑн тепри хӑварнӑ асаилӳсен йӗрӗпе каймастӑп, хам каласа ҫитнӗ вӑхӑт хыҫҫӑнхи тата ман кӑмӑлпа туртӑмсем мӗнле ҫулпа каяссине татӑклӑн та усӑллӑ татса пама пулӑшнӑ пӗр тӗлӗнмелле ҫынпа ҫывӑхланичченхи чи паллӑ асаилӳсем ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илетӗп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл айван ӑслӑ марччӗ, чылаях вӗреннӗскерччӗ тата пире вӗрентсе ӳстерессине тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыратчӗ, анчах хӑйсен енчен килнӗ ытти ҫынсем пекех, вырӑс кӑмӑлӗпе килӗшми ҫӑмӑлттайла хӑйне хӑй юратнипе, мӑнкӑмӑллӑхпа, чӑрсӑрлӑхпа тата хӑй ҫине ытлашширех шаннипе уйрӑлса тӑратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Мими ҫырса кӑтартма ҫук ҫирӗп кӑмӑлпа пурне те пӑрӑнса тӑма хушрӗ, пысӑк утӑмсемпе хӑюллӑн утса, сапаласа тӑкнӑ етре патне пычӗ те, кӗтмен ҫӗртен ҫурӑлса сирпӗнес хӑрушлӑхран хӑрамасӑр, етрене урисемпе таптама тытӑнчӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя шӑп ҫав вӑхӑтра пуҫне ҫӗклерӗ те; ӑшӑ кӑмӑлпа кӑштах тӑрӑхлараххӑн кулса, ман ҫине хӑюллӑн пӑхрӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗм шухӑш-кӑмӑл ун ҫинчехчӗ, тӗлӗкре те, ҫывӑрман чухне те ӑна аса илетӗп: ҫывӑрма выртуҫӑн ӑна тӗлӗкре курасчӗ тесе шутлатӑп; куҫа хупсан, эпӗ ӑна хам, умра куратӑп, ҫав куҫа курӑнакан мӗлке ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса савӑнатӑп.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиня ӑна хирӗҫ ним те шарламарӗ, анчах: ҫавнашкал тӗлӗнмелле кивӗ шухӑшсемшӗн хам хытӑ хисеплекен ҫын пулнӑран каҫаратӑп, тенӗ евӗр ӑшӑ кӑмӑлпа кулса илчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.