Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырӑсла сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑсла (тĕпĕ: вырӑсла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ухмах эсӗ, ухмах! — терӗ вӑл вырӑсла, кӑшкӑрсах.

— Дурак ты, дурак! — сказал он по-русски громко.

Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫав вӑхӑтра Олег украинла та вырӑсла сӑвӑсем нумай ҫыратчӗ.

В то время Олег много писал стихов по-украински и по-русски.

Комсомолец // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Асанне мана: ку вырӑсла мар, кунта украинла калаҫаҫҫӗ, терӗ.

Бабушка сказала, что это не по-русски и что здесь говорят по-украински.

Мулкачсем туса кӑтартни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ, вӑл вырӑсла калаҫмасть пуль тесеччӗ, анчах вӑл вырӑслах калаҫать иккен.

Я думал, что не по-русски, а это она по-русски.

Тоня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫавӑнпа вӗсен (чӑваш чӗпписенех) чӑтма ҫук вырӑсла акценчӗ интернет уҫлӑхне (ӑнланса мар, зубрит туса вӗреннӗ сӑвӑ-юрӑсенче) сарӑлать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

— Унӑн пурӗ те пӗр тӑваттӑ кӑна, — пӗлтерет кукамӑшӗ: — вырӑсла ҫырнипе.

— У неё всего одна четвёрка, — сообщает бабушка: — русский письменный.

Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Пӗрре: вырӑсла ҫырнӑшӑн.

Одна: русский письменный.

Маруся юлташӗсемпе пӗрле праҫнике хатӗрленет // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вырӑсла калаҫни, поведени, юрӑ.

— Русский устный, поведение, пение.

Маруся юлташӗсемпе пӗрле праҫнике хатӗрленет // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Эсӗ ӳснӗ ҫын пек ӗнтӗ, — сасартӑк вырӑсла каларӗ хайхи ырхан инке.

— Как будто ты уже взрослый, — сказала женщина по-русски.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл аллисене хире-хирӗҫ ҫапса илчӗ те темле вырӑсла мар чӗлхепе хӑвӑрт калама тытӑнчӗ.

Она что-то залопотала не по-русски.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кокс кӑмакисен хуҫи пулас — кукша пуҫлӑ, хура ҫемҫе уссиллӗ тата пысӑк хырӑмлӑ ҫын, вырӑсла пӗтӗмпе те виҫӗ сӑмах кӑна: «лей», «шкоро» тата «своличь» тенине ҫеҫ пӗлекенскер, Васька ҫине тек-текех кӑшкӑрать.

Мастер коксовых печей, бельгиец, маленький, лысый человечек с большим животом, знавший по-русски только три слова: «лей», «с богом» и «своличь», все время покрикивал на Ваську:

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ӑна «Детиздат» кӗскетсе кӑларнӑ вырӑсла кӗнекерен куҫарнӑ.

Помоги переводом

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Лось вырӑсла пӑшӑлтатрӗ.

Лось прошептал по-русски.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Э-э… хӗр ача, санӑн качча тухмалла!.. — терӗ Гусев вырӑсла.

— Тебе, девка, совсем замуж пора, — сказал ей Гусев по-русски.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Сирӗн Марс ҫинче хӗрарӑмсем мӗншӗн темле кӑвакрах? — ыйтрӗ Гусев вырӑсла.

— Почему у вас на Марсии бабы какие-то синие? — сказал ей Гусев по-русски.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Сӗрӗм, сӗрӗм кунта сирӗн, сӗрӗм! — терӗ вӗсене вырӑсла Гуев.

— Чад у вас, чад, чад, — сказал им Гусев по-русски.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Алексей Иванович, ятлаҫма чарӑнӑр, вӑл вырӑсла ӑнланмасть.

— Алексей Иванович, перестаньте ругаться, он не понимает по-русски.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӳрт карнисӗсенчен, вырӑсла хапха тӑрринчен пӑт-пӑт-пӑт тумла тумлать, ҫуркунне сасси вӑл.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вырӑсла кӗнекесене вулама лайӑхчӗ, вӗсенче яланах темскер хам пӗлнӗ, хуйхӑллӑ япала сисӗнсе тӑратчӗ, страницӑсем хушшинче аслӑ типӗри чан сасси чарӑнса ларса пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ, — кӗнекине уҫсанах, вӑл хуллен янтӑрама пуҫлатчӗ.

Хорошо было читать русские книги, в них всегда чувствовалось нечто знакомое и печальное, как будто среди страниц скрыто замер великопостный звон, — едва откроешь книгу, он уже звучит тихонько.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Юлашкинчен акӑлчан аран-аран вырӑсла калаҫма тытӑнчӗ:

В конце концов англичанин залепетал по-русски:

36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней