Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хисеплӗ ватӑсене Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски округӗн депутачӗ Александр Тихонов ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере килӗшӳ, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче кун ҫути курнӑ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

1957 ҫулта Аслӑ Ҫӗрпӳел каччипе Порфирий Алексеевич Сапожниковпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Анастасия Максимовна Сапожникова апрелӗн 19-мӗшӗнче 95 ҫул тултарчӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсем ҫавра ҫулӗсене паллӑ турӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

«Фольклор» номинацире вӑтам ушкӑнра округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи «Тевет» фольклор ансамблӗ палӑрнӑ, 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ // Л.Петрова. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Малтанах аслӑ тата шкула кайма хатӗрленекенсен ушкӑнӗсенчи ачасем И.Я. Яковлевӑн биографийӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ачасем халӑха Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра тӑшмана парӑнтарма мӗн тери йывӑр пулнине ташӑ чӗлхи урлӑ кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%97/

Кадетсен Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ пуҫарнӑ Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ округсем хушшинчи «Вальс Победы» балӗ кӑҫал 3-мӗш хут иртнӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%97/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса пынӑ май округри ӗҫ коллективӗсенче, шкулсенче, культура учрежденийӗсенче уяв умӗнхи мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Кашни хуҫалӑхранах Аслӑ Ҫӗнтерӗве фронтра е тылра туптакан пулнӑ.

Помоги переводом

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ҫапӑҫу хирӗсенче юн тӑкнӑ фронтовиксем пирӗн хушӑра пулмасан та пирӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кӳнӗ мӗн пур асапа, мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫ хунӑ ҫынсене нихӑҫан та манса каймалла мар.

Помоги переводом

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа вӑхӑт ҫулсеренех аякка кайса пырать.

Помоги переводом

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

«Вилӗмсӗр полк» акци - пирӗн асаттесене, мӑн асаттесене, асаннесене, мӑн асаннесене тата нимӗҫсен фашистла захватчикӗсене хирӗҫ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ мӗнпур ҫынна асра тытни.

Помоги переводом

Пишпӳлекри "Улыбка" ача сачӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... nn-3755506

Асӑннӑ акцие воспитанниксен ҫемйисене гражданлӑхпа патриотизм воспитанийӗ парас енӗпе пысӑк тӳпе хывма, хӑмӑр ҫӗршывшӑн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннишӗн мӑнаҫланма, ҫемьери воин-фронтовиксем ҫинчен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче халӑхӑн мухтавлӑ паттӑрла ӗҫӗсене асра тытма янӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекри "Улыбка" ача сачӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... nn-3755506

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Колхоз производствинче палӑрнӑшӑн Порфирий Константиновича «1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра паттӑр ӗҫленӗшӗн» медальпе, ҫавӑн пекех 1985 ҫулта паттӑрлӑхшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тата ҫирӗплӗхшӗн Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи совет халӑхӗшӗн йывӑр тӗрӗслев пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней