Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Исав хӑйӗн ашшӗ, Исаак, ханаан хӗрӗсене килӗштерменнине те курнӑ; 9. вара вӑл Измаил патне кайнӑ та ытти арӑмӗсемсӗр пуҫне тата Махалафӑна — Авраам ывӑлӗн Измаилӑн хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ.

8. И увидел Исав, что дочери Ханаанские не угодны Исааку, отцу его; 9. и пошел Исав к Измаилу и взял себе жену Махалафу, дочь Измаила, сына Авраамова, сестру Наваиофову, сверх других жен своих.

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗхӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ.

41. И возненавидел Исав Иакова за благословение, которым благословил его отец его; и сказал Исав в сердце своем: приближаются дни плача по отце моем, и я убью Иакова, брата моего.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Исаак, ашшӗ, ӑна хуравласа каланӑ: акӑ эсӗ ҫӗр тулӑхӗнчен, тӳпе сывлӑмӗнчен аякра пурӑнӑн; 40. хӗҫӳ мӗн тупать, ҫавӑнпа пурӑнӑн, хӑвӑн тӑванна пӑхӑнса тӑрӑн; вӑхӑт ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ тӑрса, унӑн пусмӑрне ӗнсӳ ҫинчен сирсе ывӑтӑн, тенӗ.

39. И отвечал Исаак, отец его, и сказал ему: вот, от тука земли будет обитание твое и от росы небесной свыше; 40. и ты будешь жить мечом твоим и будешь служить брату твоему; будет же время, когда воспротивишься и свергнешь иго его с выи твоей.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Исаак вара, ашшӗ, ӑна: кам эсӗ? тенӗ.

32. Исаак же, отец его, сказал ему: кто ты?

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Вӑл та апат пӗҫернӗ те, хӑйӗн ашшӗ патне илсе кӗрсе, ашшӗне каланӑ: тӑрсам, аттем, ывӑлун кайӑкне ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ.

31. Приготовил и он кушанье, и принес отцу своему, и сказал отцу своему: встань, отец мой, и поешь дичи сына твоего, чтобы благословила меня душа твоя.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӑл ашшӗ патне пырса ӑна чуптунӑ.

27. Он подошел и поцеловал его.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Исаак, ашшӗ, ӑна каланӑ: [ман патӑма] кил-ха, чупту мана, ывӑлӑм, тенӗ.

26. Исаак, отец его, сказал ему: подойди [ко мне], поцелуй меня, сын мой.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӑл ашшӗ патне кӗнӗ те: аттем! тенӗ.

18. Он вошел к отцу своему и сказал: отец мой!

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӑл кайнӑ та, тытса килсе, амӑшне панӑ; амӑшӗ вара унӑн ашшӗ юратакан апатне пӗҫерсе хунӑ.

14. Он пошел, и взял, и принес матери своей; и мать его сделала кушанье, какое любил отец его.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Унӑн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне ашшӗн чурисем алтнӑ пусӑсене пӗтӗмпех филистимсем ишсе, тӑпра ярса хупласа лартнӑ.

15. И все колодези, которые выкопали рабы отца его при жизни отца его Авраама, Филистимляне завалили и засыпали землею.

Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авраам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ: 21. малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил, 22. Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, тенӗ; 23. Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ.

20. После сих происшествий Аврааму возвестили, сказав: вот, и Милка родила Нахору, брату твоему, сынов: 21. Уца, первенца его, Вуза, брата сему, Кемуила, отца Арамова, 22. Кеседа, Хазо, Пилдаша, Идлафа и Вафуила; 23. от Вафуила родилась Ревекка.

Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл халичченех аммонсен ашшӗ шутланать.

Он отец Аммонитян доныне.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл халичченех моавсен ашшӗ шутланать.

Он отец Моавитян доныне.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Аран хӑйӗн ашшӗ Фарра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ ҫӗрте, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнче, вилнӗ.

28. И умер Аран при Фарре, отце своем, в земле рождения своего, в Уре Халдейском.

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Симӑн та ачисем пулнӑ, Сим вӑл — Еверӑн мӗнпур ывӑлӗн ашшӗ, Иафетӑн аслӑ пиччӗшӗ.

21. Были дети и у Сима, отца всех сынов Еверовых, старшего брата Иафетова.

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хам вара Ханаанӑн ашшӗ пулнӑ.

Хам же был отец Ханаана.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Унӑн шӑллӗн ячӗ Иувал: вӑл пӗтӗм кӗслеҫӗсен, шӑхлич калакансен ашшӗ пулнӑ.

21. Имя брату его Иувал: он был отец всех играющих на гуслях и свирели.

Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑнакансенӗн ашшӗ пулнӑ.

20. Ада родила Иавала: он был отец живущих в шатрах со стадами.

Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Валерий Петрович пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ шкулта истори предметне вӗрентнӗ.

Помоги переводом

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ашшӗ вӑрҫа хутшӑннӑ, пӗр ҫапӑҫура ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.

Помоги переводом

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней