Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сире (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фома хӑй ҫакӑн пек тухса каймалла маррине ӑнланнӑ, вара, именсе кайса, шӑппӑн, анчах нимӗн ӳкӗнмесӗр: — Тен, эпӗ сире кӳрентертӗм пулӗ, — каҫарӑр! — тенӗ.

Фома понял, что нельзя ему так уйти, смутился и тихо, но без раскаяния проговорил: — Может, я обидное что сказал — простите!

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сире турӑ пирӗшти илемне панӑ, анчах чӗрӗр ӑҫта?

Красоту вам бог дал ангельскую, а сердце где у вас?

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ну, ҫултан аташнӑ, тейӗпӗр сире… вара, хӑвӑр аташнӑ тесе, мана та аташтармалла-и?

Ну, сбились вы с дороги, а меня зачем сбивать?

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Манан сире хамӑн патӑмра курас килетчӗ — ҫав кӑна… — каланӑ хӗрарӑм айӑплӑ сасӑпа.

— Мне только хотелось видеть вас около себя… — сказала женщина просто и виноватым голосом.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Калӑттӑмччӗ сире!..

Но — сказал бы я вам!..

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ӑнланӑр — шеллетӗп эп сире! — шӑппӑнрах кӑшкӑрса каланӑ Софья Павловна.

— Поймите — мне жалко вас! — тихо воскликнула Софья Павловна.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома, ун ҫине пӑхса илнӗ те ассӑн сывласа: — Пӗлместӗп! Ӗненнӗ эп сире… — тесе хунӑ.

Фома посмотрел на нее и сказал, вздыхая: — Не знаю! Верил я…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл сире мӗнле калать, ҫавӑн пек пурӑнӑр.

Живите так, как оно вам подскажет.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аннӗр пек канаш паратӑп сире, ыйтатӑп, тархаслатӑп — хӑвӑр чӗрӗртен пуҫне никама та ан итлӗр!

Как мать, советую вам, прошу и умоляю вас — не слушайте никого, кроме вашего сердца!

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сире урӑхла юлташ кирлӗ, хӑвӑр пекех — ахалли, чун тӗлӗшӗнчен хӑвӑр пекех сывлӑхли…

Вам нужна иная подруга, такая же простая, здоровая душою, как сами вы…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эх, нарастаран тӗл пулнӑ эп сире!

Эх, напрасно я увидал вас!

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сире паян эп… пӗр аван сӑмах калама пултаратӑп…

Сегодня я могу сказать вам… что-то хорошее…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене ӑнӑҫу, сывлӑх, телей, ырлӑх сунатӑп.

Желаю успехов, здоровья, счастья, благополучия вам и вашим близким.

Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/02/glava- ... aet-s-dnem

Сире пире пурне те кирлӗ ӗҫӗршӗн, профессионализмшӑн, ырми-канми вӑй хунӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

От всей души благодарю вас за такой нужный всем нам труд, за профессионализм и самоотверженность.

Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/02/glava- ... aet-s-dnem

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Помоги переводом

Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/02/glava- ... aet-s-dnem

Сире умри тӗллевсене пурнӑҫлама ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-халпа хастарлӑх, Чӑваш Енпе унӑн ҫыннисен ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ӑнӑҫусем тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп.

Желаю вам крепкого здоровья, энергии и энтузиазма в достижении поставленных целей, благополучия и дальнейших успехов в работе на благо Чувашии и её жителей.

Профсоюз кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/07/glava- ... aet-s-dnem

Сире Чӑваш Республикинчи Профсоюз кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Поздравляю вас с Днем профсоюзов Чувашской Республики!

Профсоюз кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/07/glava- ... aet-s-dnem

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пурсӑра та тав тӑватӑп, сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, хастарлӑх, ҫемьере телейпе ырлӑх суна-тӑп!

Благодарю за добросовестный труд и желаю вам и вашим близким крепкого здоровья, оптимизма, семейного благополучия и счастья!

Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/08/glava- ... aet-s-dnem

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Помоги переводом

Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/08/glava- ... aet-s-dnem

— Акӑ сире, карчӑкӑрпа иксӗре, икӗ минтер.

— Вот две подушки для тебя и для твоей старухи.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней