Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе хӗрарӑм пӗшкӗнчӗ, ҫӗре малтан хатӗрленӗ ҫӑка хӑйӑсем чышса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑла тӑрӑх Ермолай чи малтан виҫӗ ҫулхи ҫӑкана касрӗ, унӑн пӗр енне вӗҫлетсе ҫӗре ҫапса лартрӗ, ҫӳл енне кӑштах ҫурса ҫав ҫурӑка укҫа хӗстерсе хучӗ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫтарса тӑван ҫӗре тавӑрмалла ывӑлсен чунӗсене, — сиксе тӑрса хӑйӗн планӗсем ҫинчен карчӑкне каласа пачӗ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асли, Ваҫлей, вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулӗнчех, Мускава хӳтӗлесе, вӑталӑххи — Ванюш вилмелле аманнӑ, Ленинград ҫывӑхӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлсен кӗнекисемпе тетрачӗсене ҫӗре сирпӗтрӗҫ, арчана кӗчӗҫ, вырӑнсене тустарчӗҫ, ҫав шутра пӗчӗк хӗрӗнне те.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тумне улӑштарчӗ те Нюҫҫапа пӗрле шкул патне, хӗрарӑмсен ула-чӑла ушкӑнӗ хумханнӑ ҫӗре кайрӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз председателӗ тухса кайсанах Малюҫ ларчӗ те кирлӗ ҫӗре ҫӑхав ҫырчӗ: «Сире ҫавна пӗлтересшӗн, Подоприхин Егор Силыч гражданин хӑйне чӑн-чӑн халӑх тӑшманӗ пек тыткалать. Фактсем ҫаксем…» — ҫырчӗ те шухӑша кайрӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каллех!? — тӑвӑлса кайса хутне ҫӗре ӳкерчӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачаллах йога меслечӗпе аппаланаканскер, пӗррехинче вӑл вӑйлӑ тренировка хыҫҫӑн халтан кайнӑ та, ҫӗре вилес пек йӑваннӑ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ ачасем пуҫтарнӑ курӑка ҫӗре тӑкрӗ, кӳмине тӑрантас ҫине хурса кайрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле фермӑран киле чупса ҫитнӗ ҫӗре амӑшӗ аран-аран сывлатчӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑҫаттисемпе ҫӗре тапа-тапа илчӗ — ҫул шырарӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑранипе лаша чӗвен тӑчӗ те утланнӑ ҫынна ҫӗре сирпӗтрӗ, лешӗ юр ҫине ӳксе йынӑшса ячӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ акӑ тепӗр тӑмсай — Гитлер — хӑйӗн кӳршин, Наполеонӑн шӑпи ҫинчен манса кайнӑ ахӑр, ҫав меслетпех пирӗн ҫӗре тытса илессишӗн талпӑнать.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ак вӑл яка пӑр ҫинче яри шуса ӳкрӗ, пуҫӗпе хытӑ ҫӗре пырса ҫапӑнчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем те каялла чакса пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса ларчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑр ами пӗр сухарине ҫӗре ӳкичченех сиксе тытрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хушнине пурнӑҫла, хӑв кирлӗ мар ҫӗре ан сӗкӗн.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кирлӗ ҫӗре ҫырса ярӗ те хама та ӑсатӗҫ», — ял пуҫлӑхӗ хӑйӗн ӑшӗнче ҫапларах шухӑшларӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней