Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ывӑлӑмӑра мӑрсапа калаҫма ячӗҫ пулсан, йӗркеллӗ ҫынсемех-тӑр-ха, инкек тени вӑл кирек камӑн та сиксе тухма пултарать, — кӗнӗ ҫынсен ҫӗлӗкӗсене хӑех йӑрхахсенчен ҫакса тухрӗ вӑл.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тата ун патне халь пырса кӗме те кӑсӑклӑ: ялта вырӑссем пур, вӗсем мана сан патна ячӗҫ тесен мӗн калать-ха, вӑрҫса тӑкать-и е вӗсене хӑй патне чӗнтерет.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах унта Сашӑна ячӗҫ, мана вӗренме хӑварчӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫапла вара, пилӗк салтака медфак военкомӗ аллине пачӗҫ, ыттисене улттӑмӗш полк чаҫӗсемпе пӗрле Хӗвеланӑҫ енчи фронта кӑларса ячӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Салтака илнисене пурне те барака илсе кайрӗҫ; унтан пӗр командӑна ҫав кунах Чӗмпӗре ӑсатрӗҫ, теприне — Мускав ҫар округне ячӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Университетра вӗренесси пулмарӗ — Хӗвелтухӑҫри фронта ячӗҫ; консерваторие кӗнӗччӗ — ӑна та халь…
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халь Хусана тухса кайрӗ, ӑна медицина факультетне вӗренсе пӗтерме ячӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӗҫ, хайхи, ура ҫине тӑчӗҫ, пӗр харӑс «браво!» кӑшкӑрса ячӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Итлесе тӑнисем харӑс ахӑлтатса ячӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Залра ларакансем, пӗр харӑс ал ҫупса, кӑшкӑрса ячӗҫ:
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Лайӑх ӗҫленӗшӗн виҫӗ юлташа ирхи поездпах Хусантан кӑларса ячӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чир хыҫҫӑн мана кунти запасри полка ячӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Митинга пухӑннӑ ҫынсем пӗр харӑс юрласа ячӗҫ:
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Залра ларакансем ура ҫине тӑрса пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ:
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Залра хӑшӗ-пӗри кулса ячӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шӳтле-шӳтле чей куркисене йӑвантара-йӑвантара ячӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сылтӑм аллӑма пуҫ купташки еннелле ҫӗкленӗччӗ ҫеҫ, экзамен пама кӗрсе ларнӑ студентсем сасӑпах кулса ячӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӑттине ҫисе пӗтернӗ хыҫҫӑн чӗлӗм чӗртсе ячӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗсене пурне те ӑшӑ тумтир тата типӗтнӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлемешкӗн виҫӗ куна киле ячӗҫ.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӗтӗм витӗр вӗсен армак-чармак кӗлеткесем чун-чӗрене ҫӳҫентерсе ячӗҫ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.