Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыврӗ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман шутпа вара… — Ромашов такӑнчӗ, ӑна пӑчӑ пула пуҫларӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл шӗлепкине хыврӗ те чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, — ку ун шухӑшӗ мар.

Но, по-моему… — Ромашов запнулся; должно быть, ему стало жарко, потому что он снял шляпу и положил её на колени, — это не его мнение.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дворник мар иккен вӑл, Ромашов пулчӗ, эп алӑк уҫсанах вӑл каялла чакса тӑчӗ те сӑмах хушмасӑрах шӗлепкине хыврӗ.

Но это был не дворник, это был Ромашов, который молча быстро отступил, когда я открыла дверь, и снял шляпу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫлӑхне хыврӗ вӑл, пит-куҫӗ салхуланчӗ.

Он снял очки, и у него стало грустное лицо.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл френчне хыврӗ, ҫемҫе кӗпин ҫухине ҫӗклетсе галстукне ҫыхма пуҫларӗ.

Я видел, как он снял френч и, подняв воротник мягкой рубахи, стал повязывать галстук.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хальхинче вӑл пирӗн паталла ҫывхарчӗ, чи малтанхи аслӑ вӗҫевсем ҫине вара пӗтӗм ҫӗршыв куҫ хыврӗ.

Теперь она стала близка нам и первые великие перелёты привлекли внимание всей страны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Николай Антоныч каллех калаҫма пуҫларӗ, Лихо вара манӑн сӑмаха илтмӗше хыврӗ.

Но Николай Антоныч уже снова заговорил, и Лихо сделал вид, что не слышит.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман еннелле савӑнӑҫлӑн куҫ хыврӗ, эпӗ те хӗрелсе кайса, ӑна хирӗҫ пуҫа сӗлтсе илтӗм.

Он весело поглядел на меня, и я, вся залившись краской, быстро закивала ему.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗчӗ, вӑрӑм хӑлхаллӑ тир ҫӗлӗкне хыврӗ

Он вошел, снял меховую шапку с длинными ластами наушников.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл, сывпуллашса, ман ҫине хӗрес хыврӗ, ҫаврӑнса тӑрса, мӑшлатса илчӗ.

Он крестит меня на прощанье и отворачивается, сопя.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Офицер тимӗр калпакне хыврӗ, сӑхсӑхас тесе аллине ҫӗклерӗ, анчах алли сывлӑшра сасартӑк калтах турӗ, вара вӑл мана пӳрнипе юнаса илчӗ.

Офицер снимает каску, поднимает руку и уже собирается перекреститься, как вдруг рука останавливается в воздухе, и, разжав щепоть, офицер грозит мне пальцем.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл тӗпелти пӗчӗк пӳлӗме темшӗн чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ, ҫутӑсӑр-мӗнсӗрех пальто хыврӗ, ҫӳҫеллӗ шел-тутӑрне салтрӗ, ҫанӑсӑр кӗпине хыврӗ, унтан тата тепӗр пӗчӗкрех шел-тутӑрне, явлӑкне салтрӗ.

Она вошла почему-то на цыпочках в маленькую переднюю и, не зажигая света, стала снимать салоп. Она сняла салоп, шаль с кистями, безрукавку, еще одну шаль, поменьше, платок и так далее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре, темле майпала казаксен пӗр чылай пысӑк ушкӑнне аркатса хӑваласа яма пултарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ хӑй юлташӗсенчен тӑрса юлнӑ казак ҫине ҫитсе тӑрӑнтӑм; эпӗ ӑна алӑри турок хӗҫӗпе пӗррех сулса касма хатӗрччӗ, вӑл сасартӑк ҫӗлӗкне хыврӗ те:

Однажды, когда удалось нам как-то рассеять и прогнать довольно густую толпу, наехал я на казака, отставшего от своих товарищей; я готов был уже ударить его своею турецкою саблею, как вдруг он снял шапку:

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗтӗм халӑх ҫӗлӗкӗсене хыврӗ.

Народ снял шапки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ватӑ комендант ун ҫине виҫӗ хут хӗрес хыврӗ; унтан тӑратрӗ, чуптурӗ те, улшӑннӑ сассипе:

Старый комендант перекрестил ее трижды; потом поднял и, поцеловав, сказал ей изменившимся голосом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан вӑл ҫӗлӗкне хыврӗ те юр ҫине печӗ.

Тогда он снял шапку и бросил ее на снег.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл папахине хыврӗ.

Он снял папаху.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан ҫӗлӗкне хыврӗ те ман еннелле ҫаврӑнчӗ: — Каялла таврӑнма хушмӑн-и, барин? — тет.

Затем, сняв шапку, оборотился ко мне и сказал: — Барин, не прикажешь ли воротиться?

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мересьев шлемне хыврӗ те, вӑрӑмтунасене кахаллӑн хӑвалакаласа, ирхи вӑрманти ырӑ шӑршӑпа киленсе, шухӑша кайса ларчӗ.

Мересьев снял шлем и, лениво отмахиваясь от комаров, сидел, задумавшись, наслаждаясь густым ароматом утреннего леса.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Лётчик хӑйӗн лутӑрканнӑ, хӗвелпе ҫунса сӑнсӑрланнӑ пилоткине хыврӗ те, сестра аллине тытса ӑна хӑюсӑртараххӑн хӑйӗн тутисем патне илсе пычӗ, лешӗ вара, унӑн пуҫне ик енчен те алтупанӗсемпе тытса, ӑна, ҫамкинчен чуптурӗ.

Летчик снял мятую, выгоревшую пилотку и неловко поднес к губам руку сестры, а та взяла ладонями его голову и поцеловала в лоб.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Майор ҫӑмлӑ перчеткине хыврӗ те, Алексей аллине одеял айӗнче хыпашласа тупса чӑмӑртарӗ: — Тӗлӗнтермӗш этем, сире питӗ нумайччен сыватас пулать, чӑннипех эмеллес пулать! — терӗ вӑл.

Майор снял меховую перчатку, нащупал под одеялом руку Алексея и пожал ее. — Чудак, вас же лечить надо серьезно, по-настоящему.

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней