Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах йыттисем хамӑрӑннисем иккен; эпир, чарӑнса, вӗсене кӗтсе тӑтӑмӑр; пире курсан, хӑйсем валли кунта кӑсӑкки нимӗн те ҫук терӗҫ пулас та, — хӳрисене выляткаласа малалла, шӑв-шавпа ура сассисем илтӗнекен ҫӗрелле, чупрӗҫ; эпир каллех вӗсем хыҫҫӑнах васкарӑмӑр, хӑма ҫуракан завод патне ҫитичченех ҫапла чупрӑмӑр, унтан кара пӑрӑнтӑмӑр та тӗмсем хушшипе манӑн кимӗ ларакан вырӑна тухрӑмӑр, ун ҫине ларса, пӗтӗм вӑйран юханшыв варнелле ишме тытӑнтӑмӑр, шавламасӑр ишме тӑрӑшрӑмӑр.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Том хӑлхине хушӑк тӗлне тытса итлерӗ, — чылайччен итлесе тӑчӗ вӑл, тулта ҫаплах утаҫҫӗ, анчах юлашкинчен вӑл пире чавсипе тӗртрӗ те, эпир сарайран хӑвӑрт тухрӑмӑр; сывламасӑр, пӗшкӗнсе, пӗр сас кӑлармасӑр, индеецсем пек умлӑн-хыҫлӑн хӳме патнелле йӑпшӑнса пытӑмӑр, унта чиперех ҫитрӗмӗр, Джимпа иксӗмӗр хӳме урлӑ та йӗркеллех каҫрӑмӑр.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хамӑр чавнӑ ҫулпа эпир чиперех тухрӑмӑр, хӑвӑрт, пӗр шавсӑр: малтан Джим тухрӗ, ун хыҫҫӑн эпӗ, ман хыҫҫӑн Том — вӑл хӑй ҫапла тума хушрӗ.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл краватьне кӑшт ҫӗклесе ун уринчен сӑнчӑра вӗҫертрӗ те ӑна мӑйӗ тавра авраса хучӗ: хӳшӗрен эпир хамӑр чавнӑ ҫӗр айӗнчи ҫулпа сарая тухрӑмӑр, унта Джимпа иксӗмӗр арман чулне тӗкрӗмӗр те, чул тӗк пек ҫӑп-ҫӑмӑллӑн кусма пуҫларӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ун хыҫҫӑн эпир те нӳхрепрен тухрӑмӑр.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫак савӑтӑн шӑтӑкӗсене сапласа, унпа кукӑль пӗҫерме шутларӑмӑр: нӳхрепе анса, таз тулли ҫӑнӑх илсе тухрӑмӑр, вара ирхи апата утрӑмӑр.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир малтан Джим кравачӗ айне шуса кӗтӗмӗр, унтан хӳшӗ варнех тухрӑмӑр.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пирӗн Томпа иксӗмӗрӗн пӗр пӳлӗмре, пӗр кравать ҫинче ҫывӑрмалла; эпир, ҫул ҫинче ывӑннӑскерсем, каҫхи апат хыҫҫӑн пурне те ырӑ каҫ сунса ҫывӑрма кайрӑмӑр, анчах хамӑр кантӑкран тухрӑмӑр та, ҫиҫӗмсирен тӑрӑх анса, хуланалла чупрӑмӑр.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗттӗмленсе ҫитсенех, эпир ҫула тухрӑмӑр.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах аттен телей пулмарӗ — пӗррехинче ҫӗрле суллӑн малти вӗҫӗ ҫине пӑрахут пырса кӗчӗ, эпир, пурте шыва сиксе, пӑрахут урапи айне чӑмрӑмӑр; Джимпа иксӗмӗр аптрамарӑмӑр — ишсе тухрӑмӑр, ӳсӗр аттепе Айк шӑллӑм иккӗшӗ те путрӗҫ, шӑллӑм тӑватӑ ҫулта кӑначчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗттӗмленсе ҫитсен, сулӑ ҫине ларсах ҫула тухрӑмӑр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир, кӑшт канас тесе, кунӗпех тӗмсем хушшинче ҫывӑртӑмӑр, кайран, ӗнтрӗк ансан, сулӑ патне тухрӑмӑр та — пирӗн кимӗ ҫук!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тул ҫутӑласпа эпир ҫыран хӗрне тухрӑмӑр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир кунӗпех ҫывӑртӑмӑр, каҫ пулсан тин ҫула тухрӑмӑр.Мы проспали почти целый день и тронулись в путь поздно вечером.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗҫех эпир ҫутӑ тухакан шӑтӑк тӗлне пырса тухрӑмӑр та малалла кайрӑмӑр: тепӗр утӑмран яри уҫӑ алӑк тӗлне ҫитсе тӑтӑмӑр, унтан — ак тамаша! — салонра ҫутӑ курӑнчӗ, ҫав самантрах ҫын сассисем те илтӗнчӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кимӗ ҫине ларса вӗсене ҫырана илсе тухрӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑкарнӑ кимме салтса, юханшыв тӑрӑх икӗ миля ҫурӑ анаталла антӑмӑр, ҫӳллӗ ҫыран ишӗлчӗкӗ тӗлӗнче тип ҫӗр ҫине тухрӑмӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах Том шикленесшӗн пулмарӗ; эпир вара кухньӑна кӗрсе виҫӗ ҫурта илтӗмӗр, Том, ҫуртасемшӗн тӳленӗ пек туса, виҫӗ цент хурса хӑварчӗ те, эпир тухрӑмӑр, манӑн хӑвӑртрах аяккалла шӑвӑнас килчӗ; Том, Джим патне упаленсе пырса, унпа пӗр-пӗр путиш тӑвасшӑн-мӗн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир — Буньков, Макака тата эпӗ — Вадьӑна ҫӗклесе тухрӑмӑр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир Эльба ҫине каятпӑр пуль тесе шухӑшланӑччӗ, чӑнах та, ун ҫыранӗ патнех тухрӑмӑр эпир, анчах понтон кӗпер патӗнче ӑнланмалла мар япала тӗл пултӑмӑр: пирӗн ҫарсем кӗпер урлӑ каялла каҫаҫҫӗ иккен — Риза хулинелле.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.