Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тусӗ (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ханте тусӗ хӑй вӑрманта мӗнле ҫӗр каҫни ҫинчен каласа панӑччӗ.

Говорил ему друг хантэ, как он ночует зимой в лесу.

Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.

Тепрехинче вырӑс сунарҫӑ хӑйӗн тусӗ патне хӗлле пырса кӗчӗ.

В медвежьей шкуре В другой раз городской охотник приехал к другу зимой.

Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.

Тепри вара вырӑс пулнӑ, вӑл хулара ӗҫленӗ, канмалли кунсенче анчах хӑйӗн тусӗ патне, тискер кайӑк тытма, киле-киле кайнӑ.

А другой служил в городе и только в свободные дни приезжал к другу в лес — пострелять птицу и зверя.

Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.

Чӑннипе, ҫут ҫанталӑк тусӗ вӑл.

Он друг природы.

Кентти пичче кӑвакалӗсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 10 с.

Ӑнна-кӑркӑр тусӗ вырӑнне хурса ҫапла чыс кӑтартрӗ ахӑр!

Наверняка сам Ритата велел оказать мне такие почести, потому что считает своим другом!

Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.

— Вӑл тусӗ мӗн те пулин калать пуль тесе тӑхтаса тӑчӗ, анчах Стерлядников чӗнмерӗ, вилӗме кӗтсе, сӑнӗпе кӑна шурса пычӗ.

— Он подождал ответа, но Стерлядников молчал и бледнел, ожидая смерти.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вакулин Фоминӑн службӑри тусӗ пулнӑ.

Вакулин был сослуживцем и другом Фомина.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья пӗлет — Григорий ӑшаланӑ хуран кукли питӗ юратать, ҫавӑнпа та, савнӑ тусӗ кӑнтӑрлахи апата хӑй патне килессе шанса, уяв апачӗ хатӗрлерӗ.

Аксинья знала — Григорий любит зажаренные вареники, и готовила праздничный обед в надежде, что возлюбленный будет обедать у нее.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, Прохорӑн вӑрҫӑ нушипе тем тӗрлӗ хӗн-асап ҫывӑхлатса тӑванлаштарнӑ тусӗ, темтепӗр тӳссе ирттернӗ служивӑй, хӑйне яланхи пекех лӑпкӑ тытать.

Он был спокоен, этот видавший виды служивый, с которым война и невзгоды сроднили Прохора.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор, пуҫӗпе сулса, мулаххайне ӗнси ҫинелле шутарчӗ те, Григорий ҫавӑн чухне тин тусӗ яланхи пек мар мӑртӑх сӑнлине асӑрхарӗ.

Прохор кивком головы сдвинул треух на затылок, и только тогда Григорий увидел необычайно мрачное лицо Друга.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Миша тинех портфельне пылчӑк ӑшӗнчен шыраса тупрӗ те тусӗ патне ҫитрӗ.

Наконец Миша нашел портфель в большой луже и присоединился к товарищу.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Унӑн тусӗ тем хулӑнӑш тултарнӑ портфельне йӑтса ун патнелле ҫывхарчӗ.

Его приятель подошел к нему с большим, туго набитым портфелем.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

— Ӑнлан-ха эсӗ, тусӗ тусла пултӑр та, принцип вара принциппа.

— Понимаешь, дружба дружбой, а принцип принципом.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Тусӗ патне кӗрет те, ӗнер ҫеҫ уйрӑлнӑ пек, лӑпкӑн каласа хурать: «Сывлӑх сунатӑп, Егорыч! Сана кӗрсе курас терӗм!»

Как он войдет к другу и совершенно спокойно, словно они только вчера расстались, скажет: «Здравствуй, Егорыч! Вот забежал навестить тебя!»

15 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Унпа пӗрле уйрӑлми тусӗ — Гусынов казакӗ, ташлама ӑста Пантелюшка вестовой та пӑчах ҫӗтет; чаплӑ утсем те, Персирен илсе тухнӑ хаклӑ япаласем те хуторта курӑнми пулаҫҫӗ.

Вместе с ним скрылся его неразлучный спутник — вестовой, гусыновский казак, плясун Пантелюшка; исчезли и лошади и все, что вывезено было из Персии.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Бунчук юратнӑ тусӗ хӑйне чунтан савса ачашланине ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗншӗн тӑван амӑшӗ пек ӑшшӑн, ырӑ кӑмӑллӑн тӑрӑшнине те ҫывӑхран туйса пурӑнчӗ.

И после этого Бунчук долго ощущал на себе не только ласку любимой, но и ее теплую, налитую вровень с краями материнскую заботливость.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмсине чӑртмаххӑн ҫӳлелле каҫӑртнӑ пулемет патӗнче номерсем саркаланса выртнӑ: наводчик Михалиди, прицела ытлашши ҫӳле илнӗ те, лентӑсене пӗр усӑсӑр пӗтерсе, ним чарӑнми шӑтӑртаттарать; ун ҫывӑхӗнчех хӑранипе кӑвакарса кайнӑ Степанов пашкаса выртать; хыҫалта, пуҫне ҫӗр ҫине чиксе, пӗвӗпе тимӗр шапа пек хутланса тата тӑсса хунӑ урисем ҫине кӑштах ҫӗкленсе, Крутогоров тусӗ — чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочи — выртать.

У пулемета, нелепо высоко задравшего нос, пластами лежали номера: наводчик грек Михалиди, взяв несуразно высокий прицел, жарил без передышки, растрачивая запас лент; около него квохтал перепуганный, позеленевший Степанов; позади, воткнув голову в землю, сгорбясь, как черепаха, чуть приподнявшись на вытянутых ногах, корячился железнодорожник, друг Крутогорова.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ефим ӗҫе питӗ пӗлекен ҫын иккен, Рагулин сайра хутра ҫеҫ кӗвӗҫме пултарнӑ ҫын, — хӑй чӗринче кӗвӗҫӳ туйӑмне сиссе илчӗ, хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗ ӑслӑ та питӗ аван ҫын тесе шухӑшларӗ…

У Ефима оказался такой богатый опыт, что Рагулин, редко кому завидуя, тут почувствовал зависть и про себя решил, что его новый приятель — человек и умный, и весьма положительный…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей, пуҫне ҫӗклесе, тусӗ ҫине сиввӗн пӑхрӗ.

Сергей поднял голову и холодно посмотрел на друга.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей тусӗ ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ.

Сергей искоса посмотрел на друга.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней