Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑйсем каҫса кайсан Илия Елисее каланӑ: мана хӑвӑнтан уйӑрса илсе кайиччен хӑвна мӗн кирлине ыйт манран, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам та пулин хӳме ҫавӑрнӑ хулара хӑйӗн пурӑнмалли кил-ҫуртне сутсассӑн, сутнӑ кунран пуҫласа ҫулталӑк иртиччен ӑна каялла тӳлесе илме юрать: ӑна ҫулталӑк хушшинче каялла тӳлесе илме юрать; 30. ӑна ҫулталӑк иртсе кайиччен каялла тӳлесе илеймесессӗн, хӳмеллӗ хулари ҫурт ӗмӗрлӗхех сутӑн илекене, унӑн йӑхне юлӗ, юбилей ҫулӗнче те каялла таврӑнмӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Турӑ тата каланӑ: акӑ Манӑн ҫывӑхӑма, ҫакӑ чул ҫине, тӑр; 22. Хамӑн мухтавлӑхӑм иртнӗ чухне Эпӗ сана чул ҫурӑкне тӑратӑп та Хам иртсе кайиччен сана аллӑмпа витсе тӑрӑп; 23. аллӑма илсессӗн, эсӗ Мана хыҫран курса юлӑн, Манӑн сӑнӑм [сана] курӑнмӗ, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗҫе тухса кайиччен тутлӑ ыйха путнӑ тӗпренчӗкӗсем ҫине ӑшшӑн пӑхса илет.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Совет Союзӗ саланса кайиччен пирӗн ентешсем ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗсенче кӑна мар, СССР, Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-ха, анчах вӗсене пӗр алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулатчӗ.
Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№