Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫсерен чи малтан ҫывӑрма выртрӗ, Наталья хӑйӗн хутне кӗрсе хӗрхенчӗклӗн пӑхнине хирӗҫ сивлеккӗн кулкаласа: «Юрӗ, пурӑнсан — курӑпӑр-ха» тенешкел, хулпуҫҫийӗсемпе куҫ харшийӗсене сиктеркелесе ҫеҫ илчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Дарья, Дуняшка патӗнчен чупса иртнӗ чух, хулпуҫҫийӗсене шӑнса кӳтнӗ пек чӗтрентерчӗ; хаяр сӑнлӑ, тин ҫеҫ макӑрнӑ пичӗ ҫинче пӗкече пек авӑнчӑк куҫ харшисем вӗттӗн сиккелесе чӗтреҫҫӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗлет тӑрринчи хӗҫ тимӗр автансем кивелсе кайса хуҫӑла-хуҫӑла ӳкнӗ, кӗлечӗ хӑй те хӑрах еннелле чалӑшнӑ: ҫапла вара тимлӗрех куҫ кунта та хӑш-пӗр йӗркесӗрлӗхсене асӑрхама пултарать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн хӑрах куҫ харшийӗ тан мар виҫ кӗтеслӗх пек пӗрӗнсе хутланчӗ, вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренсе илсе, каллех тӳрленчӗ.У него неровным треугольником изломалась бровь и, мелко подрожав, выпрямилась.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑннипех те ҫирӗп упрарӗ Григорий казак чысне, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартма май пур самантсенче хӑйне ним чухлӗ те шеллесе тӑмарӗ, хӑрушлӑха куҫ кӗрет курса тӑнӑ ҫӗртех вилӗм вучахне кӗчӗ.Крепко берег Григорий казачью честь, ловил случай выказать беззаветную храбрость, рисковал.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кирек ӑҫта та, ҫав вӑхӑтрах ҫемьере те, Григорий хӑй ҫине тӗлӗнсе, хисеплесе, ӗлӗкхи туртӑнкӑллӑ та хаваслӑ йӗкӗтрен халӗ ҫавӑн пек Григорий пулса тӑнине ӗненмен пек куҫ хӗррипе сӑнаса пӑхнине туйрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫ умне вӑхӑт шӑпӑрӗ шӑлса тӗссӗрлетнӗ Аксинйӑн вӗҫӗмсӗр ҫывӑх та, ҫав вӑхӑтрах ют сӑнӗ шӑвӑнса тухрӗ.Память вылепила неясные, стертые временем бесконечно дорогие и чуждые линии лица.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапнӑ тӳпене каҫсерен прожектор ҫутӑсем урлӑ-пирлӗ таткаласа ҫураҫҫӗ, ҫине-ҫинех тӗксӗм асамат ҫутипе ялтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрне куҫ хӗсмелле выляҫҫӗ, ҫав вырӑнтан вӑрҫӑ вут-хӗмӗпе унӑн авкаланса явӑнакан ҫулӑмне сӑнакан ҫынсен чунӗсене акӑш-макӑш шиклентерсе пӑлхатаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн вилес умӗн темскер кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ тути-ҫӑварӗ тӗлӗнче йӑм хура мӑйӑхӗ хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ; вилӗм кӑвакартса янӑ пичӗ ҫинче сарлака куҫ харшисем чӑрсӑррӑн шӑртланса тӑраҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, шыв кӳлленсе тӑракан ланкашкасем ҫине кӗрсе каяс мар тесе, ура айне куҫ вӗҫертмесӗр пӑхать.Он тщательно смотрел под ноги, норовя переступать колдобины лужиц.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑс салтакӗсене йӗплӗ пралук картасем патне ҫывхартас мар тесе, нимӗҫсем куҫ уҫма памасӑр персе тӑраҫҫӗ.Били, не подпуская русских солдат к проволочным заграждениям.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тепӗр хут позицие кӗрес пирки сӑмах-мӗн пулсанах, казаксен пичӗ-куҫӗсем улшӑнса тӗксӗмленеҫҫӗ, усӑк куҫ харшийӗсем айӗнчен тарӑхупа курайманлӑхӑн сивӗ ҫутисем ҫиҫсе илеҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн хура мӑйӑхлӑ хӑмӑр пичӗ ҫинче ыйхӑсӑр аптранипе кӑвакарса тухнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ (вӑл виҫӗ ҫӗр пӗр чӗптӗм куҫ хупмасӑр картла ҫапнӑ).На смуглом черноусом лице его синели следы, оставленные бессонницей (три ночи резался в карты).
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Халӑхсен ҫиллипе тарӑхӑвӗ ниҫта шӑнӑҫайми капланса ҫитрӗ пулсан, революцилле ситуаци куҫ умне тухса тӑчӗ пулсан, ҫӗнӗ организацисем тума хатӗрлен, вилӗмпе аркатӑвӑн ҫавнашкал усӑллӑ хатӗрӗсене хӑвӑн правительствӑна хирӗҫ, хӑвӑн буржуазие хирӗҫ ӗҫе яма хатӗрлен…»
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
«Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха, массӑсен ӑс-тӑнне хускатса яма, вӗсен активлӑхне ӳстерме условисем ҫук; паян сан аллуна суйлав бюллетенӗ тыттараҫҫӗ пулсан — ил ӑна; ҫав бюллетеньпе, тӗрмене лекесрен хӑраса, ҫемҫе пуканран ярса тытакан ҫынсене парламентри ӑшӑ вырӑнсене ӑсатас тесе мар, хӑвӑн тӑшманусене пырса ҫапма лайӑх йӗркеленсе хатӗрленес тесе усӑ кур.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха…»
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук шӗвӗр пӳрнипе ҫӑмламас ҫӑра куҫ харшийӗ ҫинчи шыв тумламӗсене шӑлса илчӗ, пуҫне ҫӗклесе пӑхмасӑр, хуллен чӗнчӗ:
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей трибуна умне тухнӑ, малти ретре йӑл кулса ларакан Саввӑна, кӗтесре — ашшӗн кӑвакарнӑ мӑйӑхне, алӑкра — Артамашова курчӗ, — куҫ тӗлне пулни пурте палланӑ ҫынсем пек, анчах сӑмах калама йывӑр ӑна.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Ҫук, ҫук, — шухӑшларӗ Сергей, — кунти ҫынсем — хӑнасем мар, вӗсем Мускавӑн аслӑ урамне мӗн куҫ курнӑ таранах тӑрса тухнӑ пурлӑхӑн хуҫисем, вӗсем хӑйсем тунӑ хӗҫпӑшала тепӗр хут пӑхма тата ҫав хӗҫпӑшалпа хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулне утса тухнӑ ҫынсене курма килнӗ…»
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Урам питӗ пысӑк завод конвейерӗ пек курӑннӑ, куҫ курнӑ таран урам тӑршшӗпех виҫӗ рет машинӑсем вӗҫе-вӗҫӗн тӑрса тухнӑ: шултра танксем, вӑтам танксем, хӑвӑрт ҫӳрекен транспортерсем ҫинче пулеметчиксем ларса пынӑ, хӑйсем тӗллӗн ҫӳрекен зениткӑсем, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен пысӑк кӗпҫеллӗ йывӑр артиллери, мотопехотӑллӑ автомашинӑсем, мотоциклетсем тата симӗс брезент витнӗ «катюшӑсем»…
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.