Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑйӗн (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Морг хӑйӗн пӗтӗм йышӗпе уявшӑн кӑштах сивлекрех пулатчӗ ахӑр, — евитлерӗ Галуэй.

— Морг в полном составе был бы немного мрачен для торжества, — объявил Галуэй.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл ҫухалакан стенасемлӗ тата ытти пуҫ ватмӑш вӑрттӑнлӑхсемлӗ ҫурт пирки пӗлнӗ-пӗлменех пурнӑҫ уншӑн хӑйӗн хакне йӳнетнӗ имӗш.

Жизнь потеряла для нее цену с того дня, когда она узнала, что есть дом с исчезающими стенами и другими головоломными тайнами.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эсир, паллах, сӑлтавсене тӗшмӗртетӗр, — терӗ Поп, — енчен те Ганувер хӑйӗн сӑмахне яланах тытнине шута илсен — пушшех те.

— Вы можете, конечно, догадаться о причинах, — сказал Поп, — если примете во внимание, что Ганувер всегда верен своему слову.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вара Дюрок хӑратнӑран пусӑрӑннӑ, хӑйне юратакан, ӑнтӑлуллӑ тата хуйхӑллӑ ҫак хӗре хӑйӗн чунӗн вӑй-хавалне пама пуҫларӗ.

Тогда Дюрок стал передавать силу своей души этой запуганной, стремительной, самолюбивой и угнетенной девушке.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хӑйӗн хӑтланӑвӗсемпе хӑйӗн пирки япӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратнине ҫын асӑрхамасть, — тӑтӑшах тейӗпӗр, ҫав вӑхӑтрах вӑл нимӗн япӑххи те тума шухӑшламан иккен.

Человек часто не замечает, как своими поступками он производит невыгодное для себя впечатление, не желая в то же время сделать ничего дурного.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл хӑйӗн ятне пӗтерчӗ, калаҫма чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтрӗ те пире мӗнле тупнине евитлерӗ.

Он назвал себя, выразил сожаление, что помешал разговаривать, и объяснил, как нашел нас.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл хӑйӗн пӗтмӗшне-вӗҫленӗвне ӳсӗр тӗтрепе, ҫӗрлехи пурнӑҫпа ҫавӑрса ункӑланӑ.

Он окружил свой конец пьяным туманом, ночной жизнью.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тете, ухмах ӑсӗпе, мана хӑйӗн тӗллевӗсене уҫса пачӗ, мана хӑй майлӑ ҫавӑрса Моллие Лемарена парас ӗҫе явӑҫтарасса шанчӗ ахӑр.

Брат сдуру открыл мне свои намерения, надеясь меня привлечь: отдать Молли Лемарену.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Мусӑкҫӑ хӑйӗн йӑваш кӗввине каласа пӗтерчӗ те урӑххине пуҫларӗ: малтан чӗтренчӗк ҫинҫе сасӑпа, кӗҫех хулӑн мӑкӑртатупа, унтан каллех — ылмашӑнса — питӗ хӑвӑрт.

Музыкант кончил играть свой кроткий мотив и начал переливать звуки от заостренной трели к глухому бормотанию басом, потом обратно, все очень быстро.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Чухламарӑм, илтрӗм, — терӗ сарлака янах шӑммиллӗ ҫак хӗр (вӑл: «Молли — эпӗ, сире мӗнне пулӑшайӑп?» — тесен тунсӑха пула эпӗ мӗкӗрсе ямах хатӗрччӗ ӗнтӗ); эрешмен картине тытнӑн — аллисемпе хӑйӗн умӗнче хӑлаҫланать.

— Я не угадала, я слышала, — сказала эта скуластая барышня (уже я был готов взреветь от тоски, что она скажет: «Это — я, к вашим услугам»), двигая перед собой руками, как будто ловила паутину.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пысӑк алӑ чӳрече каррине ҫӗклерӗ те ют икӗ ҫынна — пире — хӑйӗн ыйхӑллӑ хупанкине сарса пӑхакан вӑкӑрӑннилле мӑнтӑр куҫа куратӑп.

Огромная рука приподняла занавеску, и я увидел толстый, как у быка, глаз, расширивший сонные веки свои при виде двух чужих.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав тери лӑпкӑ сӑнлӑскер эпӗ ӑна тавӑрса панӑ шӑрпӑка чиксе хучӗ, куҫ хӗссе те илмерӗ, маларах вара майлӑ кашни самантрах ӗлкӗркелетчӗ; пӗтӗмӗшпе — вӑл халӗ хӑйӗн чӗмӗ-кӑмӑлӗшӗн май пур таран шухӑшлӑ.

Он с самым спокойным видом взял спички, которые я ему вернул, даже не подмигнул, как делал при всяком удобном случае; вообще он был так серьезен, как только возможно для его характера.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сигнал Хирӗнче — чи йӑрӑ, чи хӑрушӑ вӑрӑсем, унтах тем те пӗр чечекленет: ӗҫкӗ-ҫикӗ, контрабанда, хурах эшкерӗ — мӑн йӗкӗтсен чӑн-чӑн юлташлӑхӗсем, кашнин — хӑйӗн ҫул пуҫӗ.

Самые ловкие и опасные воры водились на Сигнальном Пустыре, там же процветали пьянство, контрабанда и шайки — целые товарищества взрослых парней, имевших каждое своего предводителя.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пурин куҫӗсем те Дигэ ҫине тӗмсӗлеҫҫӗ, вара вӑл хӑйӗн автоматла, ансӑр аллипе тока сыпӑнтарать.

Все глаза будут обращены на нее, и она своей автоматической, узкой рукой соединит ток.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хальхи вӑхӑтра Сигнал Хирӗ — халӑх самаях йышлӑ пурӑнакан вырӑн, хӑйӗн таможнипе, почтине, ҫавнашкал ытти тытӑмпа.

Ныне Сигнальный Пустырь был довольно населенное место со своей таможней, почтой и другими подобными учреждениями.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Санди хӑйӗн пайне тупнӑ, пулма пултарайман ӑш хыппине кантарнӑ.

Санди получил свою порцию; он утолил жажду необычайного.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӗсем тухрӗҫ, стена анчӗ те хӑйӗн малтанхи йӑвине вырнаҫрӗ, — ӑна нихӑҫан та тӗкӗнсе канӑҫсӑрлантарман пекех.

Они вышли, стена опустилась и стала на свое место, как если бы никогда не была потревожена.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл манӑн ылтӑна таҫта та тӑкрӗ-вырнаҫтарчӗ — хӑйӗн кӑмӑлӗпе: нефть, ҫӗр кӑмрӑкӗ, биржӑри тар, карап тӑвас ӗҫ тата… тата ӑҫта — халӗ ас тумастӑп та.

Он вывалял мое золото, где хотел — в нефти, каменном угле, биржевом поту, судостроении и… я уже забыл где.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл тем пек кӗске самант пӑхрӗ пулин те — пӑхни Дигэ сӑнарлӑвӗнче унӑн ал тупанӗ курӑнми вӑрттӑн хӗлӗхрен чӑнласах перӗннӗн янӑрарӗ; ҫакна ҫийӗнчех ярса тытса Дигэ хӑйӗн аллине Ганувер ҫаннинчен вӗҫертрӗ, ал тупанне ҫӳлелле тӑсрӗ те уҫӑмлӑ та витӗмлӗ сасӑпа каласа хучӗ:

Как ни был краток этот взгляд, он немедленно отозвался в воображении Дигэ физическим прикосновением ее ладони к таинственной невидимой струне: разом поймав такт, она сняла с рукава Ганувера свою руку и, протянув ее вверх ладонью, сказала ясным убедительным голосом:

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ганувер хӑйӗн чӗмсӗрлӗхӗнче ҫав нумай-нумай алла паҫӑр каланӑ пекех курать, куҫӗсем чӑмӑртав курӑмӗпе пӗрле Дигэн шурӑ алли ҫинче чарӑнса тӑрсан вӑл пӗтӗмӗшле алӑсем пирки шухӑшлать.

Ганувер молча продолжал видеть то множество рук, о котором только что говорил, и думал о руках вообще, когда его взгляд остановился на белой руке Дигэ с представлением пожатия.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней