Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Иван пичче, — терӗ Левентей, унпа никам ҫук чухне калаҫма тӗл килнӗшӗн хӗпӗртесе, — сана икӗ ҫӗрте выльӑх пӑхма ӗлкӗреймест, теҫҫӗ.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗн икӗ алла пӗр ӗҫ: вӑл килте те, колхозра та выльӑх пӑхать, килте ун пӗр качака пур, колхозра вунӑ лаша пӑхмалла.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ кимӗ ҫинчи ҫамрӑксем те пӗр-пӗрин кӗсменӗсенчен, кимӗ хӗррисенчен пӗр харӑсах ярса тытрӗҫ, ҫавна пула хӑйсене шыва путассинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кимӗсем ҫыранран хускалса кайнӑ чухне Атӑл ҫинче нимле пароход та курӑнмастчӗ, ҫамрӑксем хӑйсене «Мӗн парохочӗ пултӑр халӗ пӑр ларас ӳмӗн?» тесе те лӑплантарчӗҫ, тепӗр ҫырана ҫитеспе вара ҫӳлти кӳкӑртан кӗтмен ҫӗртен икӗ баржа кӑкарса янӑ буксир персе тухрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Садыков хӑй ташласа ывӑннӑ хыҫҫӑн икӗ ҫамрӑка туртса кӑларчӗ, вара пӗр ҫын юлми ташличчен Карачӑма канма та памарӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ ачана кимӗсем сыхлама хӑварса, колхозниксем темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлакан илемлӗ хӑвалӑха кӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, икӗ председатель ӗнтӗ халь пирӗн, Сахрун.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата икӗ сехетрен, ӗнесене суса килсен, пӑхрӗ те Кӗтерне, Сехре каллех ҫывӑрса выртать.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта кӑна ӗҫлемен пулӗ Гариф ҫак вунӑ-вунпилӗк ҫул хушшинче: ялӑн счетовочӗ пулнӑ, кооператив лавкинче тавар сутакан пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн икӗ ҫул ял Совет председателӗнче тӑчӗ, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн хӑйсен колхозӗнче кладовщикра ӗҫлетчӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫав икӗ ват ҫын пур ӗнтӗ, ыттисем пурте ҫамрӑк…

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ ура ыратнӑран вӗҫӗмсӗр тулӑ шӗкӗлчетӗп, ҫапла икӗ кӗсье шӗкӗлчесе тултартӑм.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ҫапах та паян икӗ колхозне те ҫитсе курас пулать, — тет хӑйне Ятман.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, маҫтӑрсем вӑрҫа кайса пӗтрӗҫ, маҫтӑрсемсӗр ӗҫлеме те май ҫук! — икӗ аллипе те хӑлаҫланчӗ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Район центрӗнче вӗсем, лашине колхоз хваттерне хӑварса, иккӗш икӗ еннелле уйрӑлса кайрӗҫ — агрономӑн райисполкома хӑпармалла пулчӗ, Ятман Атӑл хӗррипе райком ҫурчӗ патнелле ҫул тытрӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулӑн икӗ енӗпе лартса тухнӑ йывӑҫсем район центрнех кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм Анушкана ҫывӑхранах курать, икӗ утӑм ҫеҫ вӗсен хушши, вӗсене уйӑрса тӑраканни хупӑ кантӑк ҫеҫ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫе кайнӑ ытти колхозниксем те учӗсене килсе панӑ курӑнать, мӗншӗн тесен тислӗк купи патӗнче икӗ лаша хыҫкаланса тӑраҫҫӗ, ҫывӑхра тата тепӗр лаши клевер ани патне тухмалли алӑка уҫма хӑтланать.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак икӗ ҫул хушшинче унӑн ҫӳҫӗ палӑрмаллах кӑвакарнӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл халь аякран кӑтра пек те мар, сухалӗ тата пысӑкланнӑн туйӑнать, вӑл старикӗн тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткине илем кӳрсе тӑрать.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйне те вара пӗр орден та икӗ медаль панӑ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку таранччен пурӗ вӑтӑр икӗ фашиста леш тӗнчене ӑсатнӑ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней