Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сцена туртнипе, чун ыйтнипе калӑплаҫҫӗ вӗсем сӑнарсене.
Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728
Вӗсене курсан чун мӗнле савӑнмӗ!
Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/
Пенсире Пуканкассинче тӗпленнӗ те чун юратнӑ ӗҫне кӳлӗннӗ: тӗрлет, ҫыхать.
Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n
Чӗркуҫҫи таран пылчӑк, юр ашса чун киленӗҫ ӗнисем патне утнӑ.
Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/
Ҫак ӗҫе те Тамара чун ыйтнипе пурнӑҫлама пултарнӑ.
Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/
Ҫапла пулмалла та: чӑвашсен пултарулӑхӗнче чун илемӗпе халӑх ӑслӑхӗ-ҫке.
Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/
Эпӗ ӑна юратмастӑп — пурпӗрех ун патне чун туртать…
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Вӑл мӗнпур чун хавалне хурса ӗҫлерӗ, музыка унӑн пурнӑҫӗ пулса тӑчӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Калама ҫук анлӑ та ирӗк тӗнчен пӗр пӗчӗк вӑрттӑн кӗтессинче ҫапла икӗ ҫамрӑк чун тӳпе шупкаличчен, ҫӑлтӑрсем вӗтеличчен ларчӗҫ, ӳпӗнтернӗ пысӑк хуран пек ҫаврака тӳпе ҫӗр каҫиччен хӑйӗн вырнаҫӑвне епле улӑштарса, ҫаврӑнса пынине те асӑрхамарӗҫ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пурнӑҫ пирӗн тулӑх, ырӑ, Пурнӑҫ пирӗн — чун уҫҫи.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ярӑмланса ярӑн, юрӑ, Эсӗ пур ҫӗре те ҫит, Пурнӑҫ пирӗн тулӑх, ырӑ, Пурнӑҫ пирӗн — чун уҫҫи.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Иртрӗ хурлӑх, хӗн асаплӑх — Ҫитрӗ ҫутӑ ҫуркунне, Эп мухтатӑп та саватӑп Ҫак ҫӗн пурнӑҫ хӗвелне, Ярӑмланса ярӑн, юрӑ, Эсӗ пур ҫӗре те ҫит, Пурнӑҫ пирӗн тулӑх, ырӑ, Пурнӑҫ пирӗн — чун уҫҫи.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Эпир пӗлетпӗр — сӗр-шывра каллех ырӑ пурнӑҫ тума, хӑйне телей кӳме совет ҫынни вӑрҫӑ кӳнӗ сурансене хӑвӑрт тӳрлетрӗ, уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ чухне пулнӑ инкек-синкеке те пӗтерчӗ, халӗ вара, пӗтӗм чун хавалӗпе, Коммунистсен партийӗн аслӑ Программи тӑрӑх ҫӗршывра чи телейлӗ те ҫутӑ самана — Коммунизм тӑвас ҫулпа паттӑррӑн утать.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн, ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑнсан, ҫынсем пӗтӗм чун хавалӗпе, иксӗлми хастарлӑхпа ӗҫе тытӑннине курса, поэт ҫапла калать:
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн вара поэт-салтак хӑйӗн пӗтӗм вӑйне, чун хавалне, пултарулӑхӗпе талантне тӑван литературӑна парса ӗҫлеме тытӑннӑ».
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Унта чӑваш тӗрриллӗ утиял ҫивӗтти, простынь, минтер ҫивӗтти, тӗрӗллӗ шурӑ алшӑлли, ун ҫине «Сывлӑх, чун илемӗ» тесе ҫырнӑ, 18 чӑваш юмахӗнчен тӑракан кӗнеки, паллах, тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн салам ҫырӑвӗ кӗрет.
Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 19:00 сехетре, Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) драмине кӑтартӗҫ, 29-мӗшӗнче — Ухсай Яккӑвӗ пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чурине».
Чӑваш спектаклӗсене Мускавра кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34825.html
Сирӗн ӗҫӗр – професси кӑна мар, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшма хистекен чун туртӑмӗ те.Ваша работа – это не только профессия, но и призвание помогать людям в трудных жизненных ситуациях.
Олег Николаев Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/19/poz ... i-s-dnem-s
Кӗленчесем ташлаҫҫӗ пулсан мӗнле чун ташламасӑр тӳстӗр?
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Район центрӗ, авалхи пӗчӗк хула, юлашки ҫулсенче нумай хутлӑ чул ҫуртсемпе капӑрланса пыраканскер, мана килӗшет-ха, анчах чун урӑх ҫӗрелле талпӑнать: область хаҫатне ӗҫе вырнаҫас килет.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.