Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвать (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ларса килнӗ ҫын ӑна куншӑн пӗр ҫӗклем ешӗл утӑ парса тав тӑвать, хӑй, тусанланнӑ костюмне тасаткаласа, рӑйком алӑкӗ патнелле утать.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун меслечӗ ҫавӑн пек иккен: Укахви машинапа вырнӑ ыраша кӗлте пысӑкӑш купасем туса пырать, иккӗмӗш хӗрӗ кӗлте ҫыххи тӑвать, ӑна ҫыхмалли купа айне хурать, тепри ӑна ҫыхать, тата тепри йӑтса каять.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗтӗм халӑх станци тӑвать, эпир ҫав кок-сагыза апат паратпӑр.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине радиопа ҫӗнӗ хуласем илни ҫинчен приказ парсан, Людмила ӑна ҫав каҫах хӑйӗн картти ҫинче паллӑ тӑвать.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та вӑл ывӑннине палӑртасшӑн мар — ҫӑварӗпе темле ташӑ кӗвви калать, сылтӑм урипе ҫак кӗвӗ тӑрӑх ташлам пекки тӑвать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн хӗрхенес ӑна? — касса пӑрахнӑ чечеке утӑ айне тӑвать Марине.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр ҫын хӗрӳллӗ сӑмах калама та пӗлмест, ытлашши шарламасӑртарах кӑна ҫӳрет, анчах хӑйӗн ӗҫне яланах тӗплӗ тӑвать, кун пек ҫын сӑмахӗпе мар, ӗҫӗпе хитре.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне малтан упӑшки шӳт тӑвать пулӗ тесе шутларӗ, вӑл ӑна пӗрре те ӗненмерӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сахал калаҫать, ӗҫне тӗплӗн тӑвать.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ыраш акса тӑвать, тулӑ акса тӑвать, ҫӗрулми лартать.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑратӑн-им? — кулать Укахви, ҫавӑнтах ӑна йӑпатам пекки тӑвать.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн ӗҫне лайӑх тӑвать пулсан та, мӗнпур колхозшӑн чӗререн ҫунман ҫын халь начар колхозник.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа калаҫать, кулать, шӳт тӑвать, ушкӑнра та, иккӗн чухне те хӑйне нихҫан та чӗмсӗр тытмасть, ҫапах та чӗре туйӑмӗсем ҫинчен калаҫма тытӑнсан, шӑпӑртах пулать, ҫӑварне шыв сыпать тейӗн.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь пӑхатӑп та, чун савӑнать: Левентей тепӗр чухне ҫӗрӗпе килне каймасть, тумалли ӗҫе пурпӗрех тӑвать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, Анушкапа калаҫма сӑмах тупаймасӑр, ҫав-ҫавах купӑсне юсам пек тӑвать.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та вӑл ӗҫчен ҫын та мар, темле васкавлӑ ӗҫе те хыпӑнса укмесӗр, ытлашши хавхаланмасӑр тӑвать, ҫавӑнпа хӑй колхозра ӗҫленӗ чух хӗрсем унран кулма та пӑхатчӗҫ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сан бригаду мӗн тӑвать?

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Халӑх сурать — кӳлӗ тӑвать», «Пӗрлӗх чул хӳмерен ҫирӗпрех» тенисем пушӑ вырӑнтан илнӗ каларӑшсем мар.

Помоги переводом

Халӑх пӗрлӗхӗ – пысӑк хӑват // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %b0%d1%82/

Ӳлӗмрен пире валли ҫӑмарта тӑвать.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тин ҫулҫӑ сарса сар хӗр пек тирпейленнӗ ҫамрӑк хурӑн ҫине ӑсан пырса ларать, хӑйӗн мӑшӑрне кӗтсе илеймесӗр ешӗл кӑчкӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫӑтса ирхи апат тӑвать.

Помоги переводом

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней