Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

типӗ сăмах пирĕн базăра пур.
типӗ (тĕпĕ: типӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпелте пилӗк кӗленче шурри, ҫичӗ кӗленче хӗрли, пӗр кӗленче «типӗ эрех» текенни ларнине хам куртӑм, — хавхалантарчӗ юлташӗсене хӗрлӗ сӑмсалли, — ун пек кулаксен вӗсен хӑйсен юхтарни те пулаканччӗ-ха…

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Паян лавккана типӗ пулӑ килнӗччӗ, ача илме садике кайнипе черете тӑраймарӑм.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Хуранти пӑрака, типӗ хурӑн вутти хӗрӳ ҫуннипе, хӑвӑртах вӗреме кӗчӗ.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Пӗррехинче, аслӑ типӗ эрнинче, Кирук чиркӳ старости валли пӳртлӗх пӗрене кӑларма кайрӗ.

Помоги переводом

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ура айӗнче типӗ ҫулҫӑ чӑштӑртатать, чие тӗмӗсем хушшинче хаваслӑ ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ, — вӗсем турат ҫинчех типсе хуралнӑ ҫырласене яра куна шӗкӗлчесе ӳсӗрӗлнӗ те халӗ пӗр-пӗрне пӳлсех чимлетеҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗске хушӑрах, нушаллӑ тепӗр 1972-мӗш ҫулта, типӗ шӑрӑх ҫанталӑк тата нумай асаплантарчӗ юмансене.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унтан питӗ шӑрӑх та типӗ 1972 ҫул нумай хурлӑх кӑтартрӗ вӗсене.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, час-часах ҫу уйӑхӗнче те, калчасем шӑтса аталаннӑ вӑхӑтра, уяр типӗ кунсем пуҫлансан, щитсене илсе калчасене каҫхине шӑвармаллаччӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Урайӗнче — типӗ утӑ ҫӗклемӗ, кӗтесре — илсе кайса пӗтереймен мунчала купи.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тарантасӗ ҫине тем ҫӳллӗшех типӗ утӑ хунӑ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑла лаши типӗ вутӑ лавне сисмен пекех ҫӑмӑллӑн туртать, пуҫне уха-уха утать.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Анӑҫ тӗксӗмленчӗ, хушӑран-хушӑ ҫеҫ пӗтӗм таврана ҫутатса типӗ ҫиҫӗм вылять.

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Пӑчкӑ кӗрпипе хурсан ҫемҫелекенччӗ, кӑҫал типӗ турпас ҫине пуҫтарса хутӑм та…

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Сӳрине салтса илчӗ те йӑмран типӗ туратӗнчен ҫакса хучӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫывӑрма каятӑп, — терӗ те Сергей, амӑшӗнчен пӑрӑнса, вите ҫине улӑхса кайрӗ, чаппанпа витӗнсе, типӗ улӑм ҫине выртрӗ.

Помоги переводом

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытах хытӑ тесен, типӗ улӑм пур, — мӑкӑртатрӗ старик.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен сӑмахне итлесе, эсӗр типӗ тытатӑр, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах аш-пӑш, сӗт-ҫу апачӗсем ҫиеҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ырашӗ типӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шултрараххисене, ҫӗр ҫине хурса, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыхрӗҫ, ҫиеле ҫӳп-ҫап, ҫӗрӗк ҫӑпатасем, типӗ тислӗк, унтан татах ҫавӑн пек тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр купаларӗҫ те ӑна тивертсе ячӗҫ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней