Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ятарлӑ тӗшмӗшлӗхпе — Ева хӑйӗн лашисемпе тата автомобильпе сайра усӑ курать.По специальному предрассудку, Ева редко пользовалась своими лошадьми и автомобилем.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Унччен сайра марччӗ, анчах кунашкалли пирки тахҫанах сас-хура ҫук, — наянччен.— Случались раньше, но долго не было ничего слышно такого, — до сегодня.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Шултра ахахлӑ сулӑсем, сайра тӗл пулакан хаклӑ сакӑр ҫӳҫ тыттаркӑҫ, бриллиант эгретсем, антиквар сайралӑхӗ шутланакан чӗнтӗрлӗ авалхи, ҫавӑн пекех Гамонпа Куаньен ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ варкӑшсем бриллиантран нимӗнпе те кая мар.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак пахалӑхсем чӑннипех пур тӑк нӗрсӗрлӗх чакать, якалать, тикӗсленет; вӗсем ҫук тӑк — йӗри-таврари ҫынсем суккӑрлӑхшӑн салхуллӑн хӗрхенни сайра мар е кӗретӗнех кулянтараҫҫӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл ытла та сайра, чаплӑ хӗрарӑм!».
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси шлепки ҫухалса тупӑнни Ева хӑнисене сахалтан та ҫур сехет калаҫтарчӗ; сайра тӗл пулакан пӗр килнӗлӗх пурне те тӗлӗнтерет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑнни йышши ҫӳхе туталлӑ, чирлӗ пекрех ҫӑварлӑ, сарлака шӑмӑллӑ, лаптак питлӗ сӑнсем преступниксен эшкерӗнче ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ; куҫ харшисем сайра пирки вӑл пӑхнӑ чух усал та хевтесӗр вӑйӑм сисӗнет.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑна авалхи стенасем, вӗсен таврашӗнчи урсемпе йывӑҫсем хумхантараҫҫӗ; ҫавӑн пекех — вилнӗ самана пушӑлӑхӗ хушшинчи чечекленекен мӗнле те пулин кӗтессем е тап-таса, вӗр-ҫӗнӗ ҫуртсем — мӗн пур пайӗн пӗр шайлӑхри ӑнланмаллах мар тӑлппанлӑхӗпе; кунашкалли сайра…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӑкӑрлӑкри сайра иртен-ҫӳрен пирӗн ҫине пӑхкалать, куҫӗсенче сӑпайсӑр пӗлме юратаслӑхӑн вӑрттӑн ҫуртисем хӗмленеҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унашкал хӑюлӑх манӑн — сайра…
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Халӗ вӑл тӑчӗ, ыйтусем кӗтет; комиссар та ҫӗкленчӗ, унӑн сӑнӗнченех курӑнать: вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче кунашкал тӗслӗхпе сайра тӗл пулать.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӗнтӗ пӗр тесен, ҫавнашкал сайра тӗл пулакан япалана (сайрах-ши!) лавккара шырани айванланнӑ пек те туйӑнчӗ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кур-ха, ятлӑ-сумлӑ, тӗрлӗ наградӑллӑ тава тивӗҫлӗ художник ун кӑмӑлне ҫырлахтармасть-мӗн; ӗҫе сайра ҫӳрет, килес тесен килет, килес мар тесен — килӗнчен те тухмасть, ҫамрӑксене ӳсме пулӑшас вырӑнне ура хурать.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хуларан сайра хутра килсе ҫӳрекен ачисем илкелесе каяҫҫӗ-ха сӗт-тӑварукне, анчах мӑнукӗсем тата кӗҫӗн мӑнукӗсем хӑнана килсен ял сӗтне ӗҫесшӗнех те мар.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Пӗр сӑмахпа каламалла: парӑслӑ карап ҫинчи хӗрарӑм — питех те сайра пулӑм.Одним словом, надо сказать, что женщина на парусном судне — исключительное явление.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Финеас Проктор шкипер — вӑлах шхуна капитанӗ — командинче ултӑ ҫын; вӗсенчен улттӑмӗшӗ — Проктор пулӑшуҫи Нэд Тоббоган, калаҫма юратманскер, — унашкалли сайра ахӑр, вӑл вӑтӑралла ҫывхарать, хитре, кӗре.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӑна шӑрпӑк панӑ тата хунар ҫутатасса кӗтнӗ самантсенчи пек хумханни манӑн сайра пулнӑ.Редко я так волновался, как в ту минуту, когда, подав ей спички, ждал света.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Кунашкал сайра киленӗҫшӗн пуҫӑмпа тӳлеме те хатӗр.— За такое редкое удовольствие я согласен заплатить головой.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тепӗр енчен — йышӑнмаллах: Сениэль хӗрӗн, питӗ хитре те сайра тӗл пулакан кӑмӑллӑскерӗн, портречӗ кунта ахаль упранмастех, ахӑртнех, ку Гез туйӑмӗсемпе ҫыхӑннӑ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӗсен тӗшши тӗрлӗ: истори, математика, философи, тӗлӗнтермӗш ҫул ҫӳревсене, тинӗс ҫапӑҫӑвӗсене сӑнлакан сайра кӑларӑмсем, тинӗс ҫӳревӗн кӗнекисемпе справочниксем, анчах уйрӑмах романсем — унта Теккерейпе тата Мопассанпа юнашарах — Парижра вырӑн ҫинче вуламалли хут-хӑмӑрӑн намӑссӑр чӑпар хуплашкисем те.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.