Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна пула «харсӑр» фашистсен ирӗксӗрех аллисемпе йӗмӗсене ярса тытса ҫамрӑк партизансем мӗн хушнисене туса пыма тивнӗ.

В результате «отважные» фашисты были вынуждены поддерживать руками штаны и выполнять поручения юных партизан.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Аллинчи хӗрачи пӗчӗкҫӗ кӑна-ха, нимӗн те ӑнланаймасть, ҫапах та, амӑшне кура, вӑл та пӗчӗкҫӗ аллисемпе куҫӗсене шӑлкалать.

Девочка маленькая ещё, ничего не понимает, а тоже кулачком глазки трёт, глядя на мать.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Серёжа хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне хыврӗ те, ӑна аллисемпе тӗркелесе тенкел вӗҫне ларчӗ.

Серёжа снял ушанку и, комкая её в руках, уселся на кончик стула.

Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Стариксем ҫаплах чупаҫҫӗ, аллисемпе сулласа, хирелле кӑтартаҫҫӗ: нимӗҫсем наступлени тӑваҫҫӗ имӗш.

Они бегут, руками машут, показывают в поле: немцы, мол, наступают.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл тенкел ҫинче ларать, хӑй, пуҫне аллисемпе тытнӑ та, пуҫӗ ыратнӑ пек, сулланса ларать.

Он сидел на лавочке, сжав голову руками и раскачиваясь, словно от боли.

Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег ӗҫлеме юрататчӗ, ӗҫлессе вара ӗшениччен ӗҫлетчӗ; кайран хӑй аллисемпе тунӑ ӗҫ ҫине киленсе пӑхса тӑратчӗ.

Олег любил работать, работал до изнеможения, а потом с удовольствием смотрел на то, что делал своими руками.

Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кӗсменсем патне куҫса ларнӑ чух Лена такӑнса ӳкнӗ те, аллисемпе кимӗ хӗрринчен ярса тытнӑ.

Переходя к вёслам, Лена споткнулась, вцепилась руками в борт лодки…

«Шыв хӗрринче пурӑнатӑр – ишме пӗлместӗр!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл Остапа ҫав тери хаяррӑн асаплантарать, тискеррӗн муритлет — ку асапа площаде пухӑннӑ ҫынсем те пӑхса тӑма пултараймаҫҫӗ, вӗсем, каялла ҫаврӑнса, куҫӗсене аллисемпе хуплаҫҫӗ.

И так он Остапа пытал и мучил, что все, кто стоял на площади, не в силах были смотреть, отворачивались и закрывали глаза.

«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ачасем хӑйсем вылямалли кӗреҫисемпе те аллисемпе ҫӗр ҫырлисене чава-чава кӑларнӑ та, вӗсене кунтӑк ӑшне тултарнӑ.

Детскими лопатками и руками они выкапывали клубнику и складывали её в корзинку.

Икӗ пахчаҫӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл унта хӑюллӑн каятчӗ те, урай тӑрӑх аллисемпе хыпашласа ҫӳресе, теттине тупатчӗ-тупатчех.

Он доверчиво и смело идёт туда, шарит ручками по полу и обязательно найдёт игрушку.

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эвтибида, йынӑшса, аллисемпе гладиаторсене хӑваласа яма хӑтланнӑ.

Из губ Эвтибиды вырвался мучительный стон, и она сделала руками знак гладиаторам, чтобы они ушли от нее.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эвтибида, питне аллисемпе хупласа, тухса кайма хӑтлансан, Эномай унӑн ҫулне пӳлсе хучӗ.

Когда Эвтибида, закрыв лицо руками, направилась к выходу, он, подбежав к дверям, сказал заискивающим голосом:

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах Арторикс, кинжалне шӑлпа ҫыртса, Метробие хӑваласа ҫитнӗ те вӑйлӑ аллисемпе мӑйран пырса тытнӑ.

Но не успел он окончить призыв о помощи, как Аргорикс, держа кинжал в зубах, догнал Метробия и схватил своими сильными руками за горло.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ҫав шухӑш санӑн мимӳне ҫунтармӗ, санӑн ӑс-хакӑлна тӗттӗмлетмӗ, эсӗ римлянин, ҫинчен тата патриций иккенне манса кайма памӗ; пире тытса тӑракан олигархие сирпӗтмелле пулсан, ӑна варвар-чурасем пулӑшнипе мар, ирӗклӗ граждансен аллисемпе тата римлянсен хӗҫ-пӑшалӗпе сирпӗтмеллине мантармӗ.

— Не воспламенит твоего мозга, не помрачит твоего разума до того чтобы забыть, что ты — римлянин, что ты родился патрицием и что если требуется свергнуть олигархию, властвующую над нами, то следует раздавить ее руками свободных и римским оружием, а не с преступной помощью врагов-рабов.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Арторикс, ҫынсем ҫавӑн пек пулса кайнишӗн вӑтанса, хӑйӗн питне аллисемпе хупланӑ.

Арторикс закрыл лицо руками от охватившего его чувства стыда, что он — человек.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Вара… — Рим патрицийӗ хӑюсӑртарах, аллисемпе тога аркисене хыпалакаласа, ҫӗрелле пӑхса каларӗ.

— Тогда… — медленно и нерешительно сказал римский патриций, опустив голову и теребя руками край тоги.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Сывӑ пул! — терӗ Спартак, ӑна аллисемпе хӗстеререх тытса.

— Прощай, — ответил Спартак, сжимая ее в объятиях.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Матвей Иванович мана йӑтрӗ те хӳме ҫине тӑратрӗ, ӳкесрен вӑл мана аллисемпе тытса тӑчӗ.

Матвей Иванович поднял меня, поставил на заборчик и держал, чтобы я стоял.

Сыснасем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӑй вара аллисемпе туса кӑтартрӗ.

И руками показал.

Эпӗ баштан курма кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл тилхепене пушатрӗ те, панулмине аллисемпе хытӑ ярса тытса, ҫурмаран ҫурчӗ.

Он пустил вожжи и захватил руками яблоко крепко-крепко. А оно — крак!.. — и поломалось.

Эпӗ поезд тесе, поезд та мар иккен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней