Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлашши ан васка эсӗ, сан лашуна илетӗп-и-ха…

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Ара, ытлашши илес пирки мар-ха эп…

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

— Эсӗ, Эчан, — тет, — юлашки вӑхӑтра актсемпе ытлашши аташма пуҫларӑн.

Помоги переводом

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

— Сӑмах парар паянтан, аташар мар ытлашши.

Помоги переводом

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Юлать чуста ытлашши.

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Эпир те, ытлашши чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтса, урамалла тухрӑмӑр.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Унӑн ҫӳҫӗ хӗвелпе ытлашши типсе сарӑхнӑ ыраш хӑмӑлӗ тӗслӗ, тирпейсӗр купаланӑ улӑм лавӗ пек вӗҫкелесе тӑрать.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Эс ӑна хуш, вӗрент: ҫынпа ҫын пекрех пултӑр вӑл, капла… ытлашши кӑра.

Помоги переводом

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Вӗсем сӑмах хушшине ытлашши сасӑ хушса калаҫакан пулчӗҫ.

Помоги переводом

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Анчах вӗсене час-часах ытлашши, виҫесӗр эрех, этем ӗренкинчен сулӑнтарса, тӗрӗс-тӗкел пурнӑҫ ҫулӗнчен латсӑр сулӑнчӑкалла супӑнтарса ярать-ҫке…

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Шултӑрканӑ сӗтел тавра ӗҫ ҫи-пуҫӗпе «катемпиленнӗ» ҫынсем йӑввӑн ларса тухнӑ та темле ыйтӑва, ытлашши сӗрӗлтетмесӗр, сӑмаха шӑлтӑр-шалтӑрах авӑрттармасӑр, чӑнласа, апла та капла ҫавӑркаласа, шӗкӗлчесе тӗшӗлеҫҫӗ, пиҫсе ҫитнӗ шухӑшӗсене, килӗшсе татнӑ сӑмаха хут ҫине куҫарса ҫыракан та пур.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак хашакӑн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче — мучин иккӗмӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Иван (пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ Лисук сӑнӳкерчӗкӗ кунта ҫук, мӗншӗн тесен паксӑр упӑшки пӗр-ик хут алӑ ҫӗклесенех хӑйӗн этем хакне-чысне ҫӗре таптама паман хӗрарӑм ҫулталӑкри ачи-мӗнӗпех Ҫтаппанран уйрӑлса кайнӑ та урӑх арҫынна качча тухнӑ; Иванӑн ашшӗ енчен те, амӑшӗ енчен те тӑван йӑмӑкӗн Зинӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук: хӗр ача виҫӗ ҫул тултарсанах Ҫтаппан ӑна, ҫемьере «ытлашши карланкӑ» тесе, аякри ялти Турӑ ача пӳрмен пӗр ҫемьене усрава панӑ).

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑйне ытлашши ӑсла хурать-ха вӑл, мӑнтӑрпа асаканскер…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Юлашки вӑхӑтра ытлашши иртӗхме пуҫларӗ те…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофим пек ырӑ ӑс тыттарнӑ качака такине кашни ялтах «паспортласан» та ытлашши пулмӗччӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчах качака таки нихҫанхинчен те ытлашши хаярланнӑ курӑнать.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Автобус алӑкӗсем шалт! туса уҫӑлчӗҫ те — пассажирсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, ытлашши шӑв-шавланмасӑр, анчах хыпалансах салонран тулалла йӑшӑр-йӑшӑр йӑшма, йӑкӑр-йӑкӑр юхма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнисен йышӗ ытлашши ӳссе кайсан, атте каланӑ тӑрӑх, вӗсене те ҫӳлтисем ят тивертме, ҫӗмӗрттерме, ӗҫрен хӑтарма та пултараҫҫӗ иккен…

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мана кам та пулин сыхлани, хӑй хӳттине илни вара халӗ маншӑн, ют хулара курман-илтмен ҫынсен хушшинче тӑр пӗччен (ватӑ Абхаз ҫыннине шута илмесен ӗнтӗ) туяканшӑн, пӗртте ытлашши мар.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ытлашши чӑрик-чарик сас ан тухтӑр тесе, ҫак тенкел патне йӑпшӑнса, ура вӗҫҫӗнтерех йӑпӑшлатса пытӑм та тирпейленсе, канӑҫлӑн вырнаҫса лартӑм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней