Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хальхинче сăмах пирĕн базăра пур.
Хальхинче (тĕпĕ: хальхинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыру сӗтелӗн уҫҫине Масперо почта хучӗсен курупкине хураканччӗ; хальхинче те ҫаплах.

Ключ от письменного стола Масперо клал в коробку с почтовой бумагой; так было и на этот раз.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Енчен те Даниопа пач кӗтмен инкек пулса иртмен тӗк Шамполион хальхинче те тарса ҫухалатчӗ-тӗр.

И Шамполион скрылся бы, не приключись с Данио непредвиденного несчастия.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Смит хальхинче те чунӗнчи йӳҫек кӑмӑлпа тухса утрӗ.

Снова Смит ушел с горьким стыдом в душе.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Мард чӗмсӗрлӗхе хӑнӑхман, вӑрттӑн япаласене чӑтма пултараймасть, анчах хальхинче яланхилле хӗрсе каймарӗ: шӑплӑх, сӗмлӗх, тунсӑхпа тата пысӑк ҫӑлтӑрсемпе тулнӑ тавралӑх, — ҫаксем пурте капитана шӑртланасран хӑйсен тӗлӗнмелле вӑйӗпе — тавлашусӑр пӑхӑнтаракан хаяр хушулла — чарса тӑраҫҫӗ.

Мард не привык к молчанию и не выносил загадок, но, против обыкновения, не вспыхивал: тихий мрак, полный грусти и крупных звезд, остановил его вспышку странной властью, осязательной, как резкое приказание.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Зурбагана лексен Пьер яланах ун патне каять, эрех ӗҫсе унпа ҫӗр ирттерет; хальхинче те ҫаплах тума хатӗрленнӗччӗ; вахта вӗҫленсен кубрике анчӗ, хырӑнчӗ, укҫа енчӗкӗпе ҫӗҫҫине чикрӗ те Синдикат урамне, Пакута ҫурчӗ патне, ҫитсе тӑчӗ.

Пьер всегда, попадая в Зурбаган, бывал у нее, и с ней, пьянствуя, проводил ночь; на этот раз он собрался сделать то же; когда вахта окончилась, он спустился в кубрик, побрился, захватил кошелек и нож и пришел на улицу Синдиката, к дому Пакуты.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Гелли макӑрса ярасран, ҫакӑнпа вара унра — яланлӑхах — йӗрӗнекен вӑйлӑ арҫыннӑн чаплӑ позицине пӗтересрен шикленнипе Нок хӗр хирӗҫленине халех, «татӑклӑн та ҫирӗппӗн» ҫапса хуҫма кирлине ӑнланчӗ; ҫитменнине, мӗне те пулин хальтерех кӑна ҫирӗп ӗненнӗ ытти чылай ҫын пекех, урӑхла шухӑшлаканскер умӗнче унӑн паҫӑрах чунне уҫса калаҫас, шухӑшӗсене чӑннипех уҫӑмлӑн пӗлтерес килет; хальхинче ансатрах: Гелли шӑпах хӗрарӑм пулни Нокӑн кулленхи пурнӑҫӗн тӗнче курӑмне хирӗҫлет.

Боясь, что Гелли расплачется, отняв у него тем самым — и безвозвратно — превосходную позицию сильного презрительного мужчины, Нок понял необходимость придать этому препирательству «серьезную и глубокую» подкладку — немедленно; к тому же, он хотел, наконец, высказаться, как хочет этого большинство искренно, но недавно убежденных в чем-либо людей, ища слушателя, убежденного в противном; здесь дело обстояло проще: самый пол Гелли был отрицанием житейского мировоззрения Нока.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Фук нимӗн те ӑнланмасть, анчах повар хальхинче те самаях ҫивӗч тӗшмӗртекен ҫын пулни палӑрчӗ.

Фук не понимал решительно ничего, но повар был человек с более тонким соображением.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Стой! — илтӗнчӗ хыҫалта каллех, хальхинче урӑх ҫын сасси.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхинче — Сидора.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кучан, халӑх сана ӗҫ хушать, — терӗ ӑна Калюков, хальхинче хӑй тепӗр ҫур стакан эрех ярса парса.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тен, хальхинче пирӗн пата кайӑпӑр? — сӗнчӗ Кучан.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхинче кӑнтӑрла мӑн ҫулпа ҫӳреме шикленчӗҫ вӗсем, ҫула, уҫӑ ҫӗрте кукӑрта-кукӑрта, нумай тӑсрӗҫ, пӗр уҫланкӑри утӑ капанӗ патӗнче лаша ҫитерме те чарӑнса тӑма тиврӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Салам, Дмитрий Николайч! — терӗ вӑл хальхинче чӑвашлах, сасӑсене вырӑсларах кӑларса.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех кашкӑр ами йӑваран сӑмсине кӑна мар, пуҫне кӑларчӗ те хальхинче ҫӳлелле вӗлт пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах хальхинче Телегин ҫав вырӑна пӗлмеллех, мӗншӗн тесен вӑл халӗ хӑй те хурахсемпе пӗрле ҫӳрет.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхинче, темшӗн, вӑл пуҫне уснӑ, никампа сӑмахламасӑр, никама тимлемесӗр тенӗн шӑпӑрт тӑрать…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах хальхинче ку пӑлхану унчченхисенчен урӑхларах пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

…Тӗттӗмленсен Калюков — хальхинче урам урлах мар, тавраран ҫаврӑнсах — Кӑтра Машук патне каҫрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫапах та хальхинче эпир унпа хытах хирӗҫсе кайрӑмӑр пулас, — Минӑна тарӑхса шухӑшларӗ Калюков.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхинче шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ: Урапа Ваньккине шыраҫҫӗ-мӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней