Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пусӑн малти стенине, тӗрме енчине, — терӗ Дан Тергенс — катмакне аллинчен вӗҫертменскер, — чӑнкӑ ҫӗртен тан туса тикӗслемелле, сулахай стенана та ҫавнашкалах, ҫав тӗлтен вара ҫул — малалла!
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хапхасен хушшинчи ҫулӑн сулахай енче пуҫлӑхпа унӑн пулӑшуҫин хваттерӗсем, сылтӑмра вара, урӑхла каласан, пирӗн еннелле, ҫул патнелле, цейхгауз тӑсӑлса ларать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ытлашши ҫӗкленсе кайнӑран ахӑр — унӑн сулахай пит ҫӑмарти ҫине ҫап-ҫутӑ хӗрлӗ пӑнчӑ тухса ларчӗ, вӑл куҫ кӗтесӗне тӑнлавне ҫитиех сарӑлчӗ; пит ҫӑмарти чӗтренсе ҫӳҫенет тейӗн — ӑна хӑй сисмесӗрех хыттӑн сӑтӑрать:
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах та эпӗ шӳтлетӗп! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл Ван-Конетӑн сулахай куҫ харши майӗпен тата хӗрӳ туйӑмлӑн ҫӗкленнине курсан.Но я пошутила! — крикнула она, заметив, что левая бровь Ван-Конета медленно и патетически поднялась.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Манран сулахай енче пысӑк чемодан ҫинче пӗр аллипе ременсемпе туртса ҫыхнӑ вырӑн таврашне тытса, тепӗр аллипе попугайлӑ читлӗх тытса темӗнле карчӑк ларать: вӑл кинора кӑтартакан ватӑ графиньӑсенчен пӗрин евӗрле туйӑнать.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сулахай енчен, Аглаковсен хӳми темӗн ҫӳлӗшӗ, ӑна тимӗр пӑтасем ҫапса тухнӑ, сылтӑм енчен юрӗччӗ, анчах унта кашкӑр пекех усал йытти выртать.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Давенантӑн кӗҫех тӑвӑн сулахай тайлӑмӗпе иртмелле, унта аялта, ӗшнесен хушшинче, уйрӑммӑн ларакан шурӑ ҫуртсем пытаннӑ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Йӑнӑшнине туйса Давенант чӗме варринчи пӑнчӑн сулахай йӗрӗ ҫине куҫарчӗ те каллех йӑнӑшрӗ, мӗншӗн тесен халӗ пулькӑ 500 цифрӑллӑ унка шӑтарса кӗме тивӗҫлӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӑшала черетпе сылтӑм тата сулахай аллипе тыта-тыта Тортон хӑйӗн пульлисене мишень еннелле ывӑтрӗ те — рампа умӗнчи актер пек пур еннелле те пуҫ тайрӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл пӑшала сулахай аллипе ярса тытрӗ, ӑна пистолет пек ҫӗклерӗ, урӑхла каласан — хул пуҫҫинчен ҫирӗплетмесӗрех, аллине тӑснӑ хальлӗнех перет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Куллине пусарса вӗтӗ-вӗтӗ ҫырнӑ паллашу хутне асӑрхануллӑн кӑларчӗ, ӑна сулахай аллипе хӑйӗн умӗнче тытса яшкаллӑ кашӑкне тути патне ҫывхартрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Татӑкӑн-татӑкӑн тухакан сасси вӗҫлет ҫак сӑн-сӑпата, тата, паллах, эпир асӑнман сӑрӑ костюмпа жилет тӳмине сулахай аллипе хутран-ситрен турткалас манер.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сулахай куҫӗ чапрас, сылтӑмми хаяррӑн та хурлӑхлӑн пӑхать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— «Сулахай» сукмаксене эпӗ уҫман, — Мордкин енне хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса кӑрӑссӑн хирӗҫлерӗ Афанасьев.— «Левые» тропинки, — возразил Афанасьев, резко поворачиваясь к Мордкину, — открыты не мною.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Кусем пурте — Афанасьевӑн сулахай сукмакӗсем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Афанасьев ҫурӑмӗнчен ҫирӗп чӗн хӑюпа Бельги фирмин штуцерне ҫакса янӑ — вӑл пӑта ҫапса ҫирӗплетнӗн сулланмасть; Благодатский вара винтовкине малалла кӑнтарнӑ, кӗлетки халь-халь персе яма хатӗр евӗр, — вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хавхаланчӑк сунарҫӑ; Мордкин, никама та шанман ҫын, шомпол пӑшалне хул айӗпе сӗтӗрсе пырать, тӗмсене ҫине-ҫинех лекнӗрен кӗпҫи ума кансӗрлет; тӑваттӑшӗнчен юлашкин питӗнче ҫур сӑмах каласанах аптӑраса ӳкекен ҫын сӑнӗ яланлӑхах йӗрленсе юлнӑ тейӗн — хайхискер хӑйӗн пӑшалне пачах та канӑҫ памасть: пӗрре пеме хатӗрленет, тепре ҫӗрелле усать, унтан хул пуҫҫи ҫине хурать, хӑйӑвӗнчен йӑтса сӗтӗрет, сулахай аллинчен сылтӑммине куҫарать те каллех ылмаштарать; вӑл — Гадаутов — чи хыҫалта, шӑхӑра-шахӑра кӗвӗ ӗнӗрлет, чӗлӗмне ҫине-ҫинех паклаттарать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Пенкаль тимӗрҫӗ лаҫҫин урати ҫинче тӑрать, сулахай аллинче — йывӑр хурҫӑ тӑрӑх; ҫывхаракан Брайда курсан сӑнне кӑмӑллӑ кулӑ витрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Нӑйӑлти Салтак пасарӗпе пырать; сӗм-тӗттӗм пирки — чалӑшнӑ, лутра пӗчӗк лавккасенчен такӑнать, кӗрхи кӳлленчӗксен пылчӑкне ҫатлаттара-ҫатлаттара утать, ҫав хушӑрах пиншак кӗсйинчи вак укҫине сулахай аллипе ҫине-ҫинех шутлать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.
Бурлӗн сулахай пит ҫӑмарти сиккелеме пикенчӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Вӑл тӑсӑлчӗ те сулахай аллипе ҫӳхе туратран уртӑнчӗ, ӑна пӗтӗм йывӑрлӑхне парсан сылтӑм аллине вӗҫертрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.