Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ирхине сăмах пирĕн базăра пур.
Ирхине (тĕпĕ: ирхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине кӑна ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларнӑ пулас та, тӗпелти сак ҫинче пит шӑллипе витсе хунӑ ҫаврака ҫӑкӑрсем палӑраҫҫӗ.

Видимо, хлеб только что вынули из печи, вон они, круглые караваи, в самом деле лежат на лавке, покрытые полотенцем.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— «Ыран ирхине, Вася!

«Завтра утром, Вася!

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем тӗттӗм пулас умӗн тухса карӗҫ те кӗтӳ хӑваланӑ вӑхӑтра ирхине каялла таврӑнчӗҫ.

Вернулись они утром, когда уже стадо выгоняли.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине хӑть кӑнтӑрлаччен ҫывӑр.

Хочешь — можно спать до обеда.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун ирхине Михапар тӑрса питне ҫунӑччӗ ҫеҫ, Укка хашкаса килсе кӗчӗ.

Утром Михабар уже умылся, когда в дом вбежала запыхавшаяся Укка.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине вӑл вӑраннӑ ҫӗре Укка килте ҫукчӗ ӗнтӗ.

Однако утром, проснувшись, он не обнаружил жены в доме.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эс, паллах, пыратӑн ӗнтӗ ирхине, ҫапла-и?

— Так ты придешь утром-то?

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тӑрса утиччен, тен, халех пырӑн, Укка? — Михапар ыйтнине хӑлхине чикмесӗр ун арӑмӗпе калаҫрӗ Микулай.

— Чем вставать до рассвета, может, прямо сейчас со мной и пойдешь, Укка? — словно не слыша вопроса Михабара, предложил Мигулай.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку вӑл ирхине пулчӗ-ха.

Это было утром.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яка Илле усламҫӑ Шупашкарта ҫамрӑк манашкӑсем хушшинче Савтепие курса палланӑ пулать те, Ухтиван паян ирхине ҫавӑнта тухса чупнӑ.

Ухтиван рано утром умчался в Чебоксары: Яга Илле сообщил ему, будто видел там Савдеби среди монашек.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине те пӗр пус пулман.

Утром тоже не было ни копейки.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине хӑй пӗр ялтан тухса тарнине Ильмук-Янтул тахҫан иртсе кайнӑ пурнӑҫра курнӑ тейӗн, ҫав тери аякка тӑрса юлнӑ вӑл ун асӗнче.

То, что он сбежал утром из одной деревни, Яндул помнил, но ему казалось, что это было очень давно.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине Шупашкартан тухнӑ вӑл.

Утром он вышел из Чебоксар.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун ирхине Янтул хӑйне укҫа пама пулнӑ ҫын патне кайрӗ.

На другой день рано утром Яндул направился в дом, где вчера ему обещали собрать деньги.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун ирхине Янтул ӗнерхи ватӑ патне пуҫтарӑннисене, — паян вӗсем темшӗн виҫҫӗн ҫеҫ пынӑ, — хӑй мӗн ҫырса килнисене чӑвашла каласа пачӗ.

Утром Яндул явился в дом вчерашнего хозяина и по-чувашски пересказал собравшимся (их почему-то было совсем немного, всего трое) то, что написал.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине ӑна ӗнерхи тӗреклӗ старик патне чӗнсе кайрӗҫ.

Наутро его позвали к вчерашнему крепкому старику.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине вӑл хунькассинелле ҫул тытрӗ.

Наутро он держал путь в сторону деревни отца Ендебек.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микки пек, ирхине ан ӗҫ эс, каҫхине — тархасшӑн.

Утром не пей, как Микки, а вечером — пожалуйста.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине каллех Янтула чӗнме пычӗҫ.

Утром за Яндулом прибежали посыльные

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиванпа ҫармӑс ачи Шуркассине пырса кайнине тепӗр кун ирхине тин пӗлнӗ Савтепи.

О том, что Ухтиван с марийским другом побывали в Шургасах, Савдеби узнала лишь на другой день.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней