Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, пит-куҫне хӑрушла пӗркелесе, хӑма стена ҫине кӑтартнӑ, лере кил хуҫи арӑмӗ — турра ӗненекен ватӑ хӗрарӑм — ҫилленсе, кушак пек, вӗчӗхсе чашкӑрнӑ, упӑшкипе Давыдов валли каҫхи апат хатӗрлесе, чашӑк-тирӗке кӗмсӗртеттернӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хваттер хуҫи арӑмӗ ун патне апат пырса пачӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хуа Да-ма ҫак хӗрарӑм апат хунӑ тӑватӑ турилккипе рис чашӑкне мӗнле вырнаҫтарнине, йӗре-йӗре парне укҫине ҫунтарнине пӑхса ларчӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Апат патакне тытатӑп та сасартӑк пиччене аса илетӗп: пӗлетӗп, пӗчӗк йӑмӑкӑн вилӗмӗшӗн пӗр вӑл кӑна айӑплӑ.
XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Кунне икӗ хут апат ҫитереҫҫӗ.
XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.