Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Симон ҫавӑн чухне Трифон Иудея ҫӗрне кайса тустарса тухмашкӑн пысӑк ҫар пухни ҫинчен илтнӗ, 2. вара, халӑх хӑраса-сехӗрленсе тӑнине курса, вӑл Иерусалима хӑпарнӑ та халӑха пуҫтарнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫав хушӑра Трифон Ази патши пулма, патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнма, Антиох патшана вӗлерме шут тытнӑ, 40. анчах вӑл Ионафан вӑрҫӑпа хирӗҫ тӑрса хӑйне чӑрмантарасран шикленнӗ; ҫавӑнпа ӑна мӗнле те пулсан ярса илсе вӗлерме май шыранӑ, ҫапла вара ҫар пухнӑ та Вефсан хулине кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий ҫарпуҫӗсем унчченхинчен нумайрах ҫар пухса хӑйпе вӑрҫма таврӑннӑ тенине илтнӗ те, 25. Иерусалимран тухса, вӗсене Амафит ҫӗршывӗнче кӗтсе илнӗ, ҫапла вӗсене хӑйӗн ҫӗрне кӗме май паман.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Халӗ вара эсӗ, вӑрҫӑра пулӑшма мана ҫынсем ярса парсассӑн, питӗ тӗрӗс тунӑ пулӑттӑн, мӗншӗн тесессӗн хамӑн ҫар манран сивӗнчӗ, тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑй кӗнӗ кашни хуларах Птоломей хурала ҫар хӑварса пынӑ.3. Когда же Птоломей входил в города, то оставлял войско для стражи в каждом городе.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Египет патши тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ карап хатӗрленӗ, вӑл ӗнтӗ, чееленсе, Александр патшалӑхне хӑй патшалӑхӗ ҫумне хушма ӗмӗтленнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Ҫавӑн умӗн Аполлоний пӗр пин юланутҫине Израиль ҫыннисем хыҫне улах вырӑна тӑратса хӑварнӑ; 80. анчах Ионафан хӑй хыҫӗнче пытанса тӑнӑ ҫар пуррине сиссе илнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70. «пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн?
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Александр патша пысӑк ҫар пухнӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ.48. Царь Александр собрал большое войско и ополчился против Димитрия.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ҫӗр утмӑлмӗш ҫулӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗнче, Ионафан священник тумӗ тӑхӑннӑ; вӑл ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ кӑрал хатӗрленӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ионафан Иерусалима пынӑ та ҫав ҫырӑва пӗтӗм халӑх тата керемри ҫынсем илтмелле сасӑпа вуласа панӑ; 8. патша ӑна ҫар пухма ирӗк пани ҫинчен илтсессӗн, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; 9. керемре пурӑнакансем саклата илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларса Ионафана панӑ, вӑл вара вӗсене ашшӗ-амӑшӗ патне килӗсене янӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйпе пӗр канашлӑ пултӑр тесе, Димитрий Ионафана ҫар пухма, кӑрал хатӗрлеме ирӗк панӑ тата саклата илсе кереме хупнӑ ҫынсене ирӗке кӑларса ӑна пама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Димитрий патша, питӗ йышлӑ ҫар пухса, ӑна хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Вара Симонпа унӑн юлташӗсем те, хуларан тухса, хӳмене ҫӗмӗрекен сӑпрайсене ҫунтарса янӑ, 68. Вакхида хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна ҫапса аркатнӑ; ҫапла вӗсем ӑна хуйха ӳкернӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗмӗчӗ, ҫар пухса вӑрҫа тухни пӗтӗмпе харама кайнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Вӑл вара йышлӑ ҫар пухса кайма шухӑшланӑ, хӑйӗн Иудейӑра пурӑнакан тусӗсем патне, вӗсем Ионафанпа унӑн ҫыннисене ярса илччӗр тесе, вӑрттӑн ҫырусем янӑ, анчах кусем ҫак ӗҫе тӑвайман, мӗншӗн тесессӗн Ионафан ҫыннисем вӗсем мӗн шухӑш тытнине пӗлсе ӗлкӗрнӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вакхид хӑй сылтӑм енче пынӑ, ҫар ҫапла, трупа кӑшкӑртса, икӗ енчен хӗссе ҫывӑхарнӑ.12. Вакхид же находился на правом крыле, и приближались отряды с обеих сторон и трубили трубами.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Никанор вӑрҫӑра ҫарӗ-мӗнӗпех тӗп пулни ҫинчен илтсессӗн, Димитрий ӗнтӗ Вакхидпа Алкима иккӗмӗш хут Иудея ҫӗрне янӑ, вӗсене сылтӑм енче тӑракан ҫар ушкӑнне те панӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫар ҫыннисем ӗнтӗ вӗсене вӗлернӗ те, Димитрий хӑйӗн патшалӑхӗнче патшанӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ.4. Тогда воины убили их, и воссел Димитрий на престоле царства своего.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44. Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45. ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46. вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакна илтсессӗн, патша ҫилленсе кайнӑ та хӑйӗн пӗтӗм тусне, ҫарпуҫсене, утлӑ ҫар пуҫлӑхӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.