Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫухалса кайнӑ сехетре Матагорда заливӗ енчен вӗрекен ҫил чечексен тутлӑ шӑршине илсе килнӗ чух, аялалла пӑхӑр, пӑхӑр та, эсир вара тӗрлӗрен кӗлеткесем, тӗссем, костюмсем ҫав тери нумай тӗл пулакан, ҫав ула-чӑла та ялтӑра картинӑна курӑр, — ӑна ҫырса кӑтартма та май килмест теме пулать.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ун хыҫҫӑн ҫавӑнтах выльӑх-чӗрлӗх сассисем хутшӑнса кайрӗҫ, Фелим О`Нил ҫухӑрнисем вара часах сасӑсен тискер хорӗнче путса, ҫухалса кайрӗҫ, — ҫав тискер хорта йытӑ вӗрнӗ сасӑ лашасем хартлатнипе, кӗҫеннипе пӗрлесше кайрӗ.
VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Июлӗн 12-мӗшӗнче вӑл Маврикия утравӗ патнелле караппа ишнӗ, декабрӗн 22-мӗшӗнче вунултӑ ҫул ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Англие таврӑннӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӑхӑр эрне ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн экспедицие кирлӗ япаласене хатӗрлеме Линьянтие таврӑннӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Виталий, Никандр капла хӑюлланасса кӗтменскер, малтан ҫухалса кайнӑ, пек пулчӗ, унтан, хӗремесленсе, тилӗрме тапратрӗ:
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Дина, Нинӑна курнипе тӑрук ҫухалса кайнӑскер, малтанласа нимӗнех те калама пӗлмерӗ.Дина, растерявшаяся от встречи с Ниной, не знала вначале, что сказать.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗр, пӗр саманта йӗкӗт сӗмсӗрӗпе ҫухалса кайма, унран кӳллӗнчӗк урлӑ йӑтса каҫарасса кӗтменскер, ҫил хуйхатас ҫулҫӑлла, пӑркӑч ытамра шӑпӑрт хытса тӑчӗ, унтан, ӑн пырса кӗрсен, вирлӗн вӗҫерӗнсе тухса, тӗк татнӑ пек килнелле вӗҫтерчӗ, ҫийӗнчен тата ҫаврӑнса «ухмах» тесе юнаса хӑварчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пысӑк Мускавра ҫухалса пуранмалла пулнӑ, полици куҫне лекес мар, пурте чӑтаймасӑр кӗтекен кӗнекене кӑларас ӗҫе пӑсса хурас мар тесе, ҫынсемпе сахалрах тӗл пулма лекнӗ.
Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Кӑлӑхах кайрӗ анне, — терӗ Анна Ильинична, куҫран ҫухалса пыракан поезд ҫинелле пӑхса.— Мамочка совершенно напрасно поехала, — сказала Анна Ильинична, глядя на удаляющийся поезд.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Шӑпах сирӗн профессионализм, чӑтӑмлӑх, кирек епле кӑткӑс лару-тӑрура та ҫухалса кайманни пирӗн ҫӗрышвра пурӑнакан миллион-миллион ҫынна хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерет, Конституци тытӑмне сыхлать, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлет.
Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/12/20/glava- ... aet-s-dnem
Пӗчӗк «Остер» сывлӑшра енчен енне ывтӑнчӗ, анчах хӑраса ӳкнӗ ача ҫапах та пуҫӗпех ҫухалса каймарӗ, ҫине тӑрсах хытӑ канфет ӗмсе, приборсем, компас, сиккелекен авиагоризонт ҫине пӑхрӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
— Эсӗ ӑҫта ҫухалса ҫӳретӗн? — тесе ыйтнӑ унтан амӑшӗ.
8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Е вӑл ӑҫта та пулсан урамра ҫухалса ҫӳренӗ, е чердакран кӗрсе пӳрт тӑррине сиксе тухнӑ, е санитари постинче дежурствӑра пулнӑ.
8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ҫук вӑл пӗчӗккӗ, ҫичӗ ҫулта кӑна пулнӑ, ҫапах та вӑл паркра е урамсенче, е зоологи садӗнче кунӗпех ҫухалса ҫӳренӗ.
8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Хуть мӗнле пулсан та, пирӗн карап вӗҫсӗр-хӗрсӗр Лӑпкӑ океанта ҫухалса кайман.По крайней мере теперь наш корабль не затерян в беспредельном Тихом океане.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вара ҫак пӑнчӑ, куҫа курӑнмалла калӑпӑшӗ ҫукран, картта ҫинче, океанӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхӗнче ҫухалса кайнӑ «Пилигрим» пекех, пӗччен пӑнчӑ ҫеҫ пулатчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Халл капитан хӑйӗн рулевойпе пӗтӗмпех шанма юранине пӗлнӗ: татӑклӑ самантра вӑл ҫухалса каймӗ, кирлӗ маневра хӑвӑрт та тӗрӗс тӑвӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ывӑлӗ унӑн комсомолец, халӗ таҫта ҫухалса ҫӳрет пулас, партизансен заданине пурнӑҫлать, теҫҫӗ.Сын у него комсомолец, где-то пропадает, говорят, выполняет партизанское задание.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗррехинче акӑ, Витюшка нумай вӑхӑт хушши ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн киле ҫурӑк пальтопа тата ҫара пуҫӑн таврӑнсан, амӑшӗ ӑна хытӑ тӗпчерӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Килтен мӗншӗн тӑтӑшах таҫта кайса ҫухалса ҫӳренине амӑшӗ чухлама пуҫларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.