Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ултатти мӗн калать, ҫийӗнчех тӑвать, — тӗрӗс-и, кирлӗ-и, кайран мӗнле килсе тухать — шухӑшласа нихҫан та пуҫа ватмасть.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.
Мӗншӗн ӗнерех тӗплӗн шухӑшласа хумарӑм-ха ҫакӑн ҫинчен?
Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.
Туссем пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫывӑрма выртрӗҫ, ҫӗрӗпех хӑйсен йывӑр шӑпи ҫинчен шухӑшласа асапланчӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Асап килсен, хӗн килсен Шухӑшласа ларатӑп: Ҫамрӑк вӑхӑт, ыр вӑхӑт, Ӑҫта эсӗ ҫухалтӑн?
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл паян питӗ сахал та питӗ шухӑшласа калаҫрӗ, хӑй ӗнер ытлашширех сыпнӑшӑн та ӳкӗннӗ пекрех туйӑнчӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Анчах туссем, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр, кашни хӑйӗнне шухӑшласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ассӑн сывласа выртрӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Халӑх ҫилли йӳҫнӗҫем йӳҫсе хӑпарать, — терӗ Пазухин шухӑшласа.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл, халӗ ҫеҫ курнӑ асамлӑ тӗрӗҫӗ ҫинчен шухӑшласа, хӳме ҫумне пырса тӑчӗ, решетке витӗр урамалла пӑхрӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Анчах ӑҫтан пӗр харӑс ун чухлӗ укҫа тупас?» — шухӑшласа илчӗ вӑл ӑшӗнче, ҫапах хӑй пӑшӑрханнине палӑртмарӗ, Натюш ҫине пӑхса илчӗ кӑна.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑрансанах вӑл пӗр хушӑ ҫак ӗҫ пирки шухӑшласа выртрӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫав каҫхине Лавр, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса, хӑйӗн тахӑш вӑхӑтра ним уссӑр, сисӗнмесӗр иртнӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен шухӑшласа хурланчӗ.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Мӗнле улшӑнма пултарать иккен ҫын сӑнӗ! — шухӑшласа илчӗ Макар, ют хӗрарӑма художник куҫӗпе сӑнаса.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавруш, каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑмасӑр, хулана тухса вӗҫтерчӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пӗр шухӑшласа кайсан, пуҫ ҫаврӑнма тытӑнать, ӑш-чик ҫулӑмсӑр вутпа ҫунать, тӗтӗм тухни ҫеҫ курӑнмасть.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Халӗ гибереллин ятлӑ вӑйлӑ препарат шухӑшласа кӑларнӑ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
«Пур колхозра та ҫакӑн пек йӗрке пулсанччӗ! — шухӑшласа илтӗм эпӗ ирӗксӗрех.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Шухӑшласа кӑларӑн, барометр туянса памастӑр та…
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Михал Кондратч пирӗн питӗ маттур, чисти изобретатель, темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларать, — шӳтлеме пуҫланӑччӗ председатель — ӑна хаяр старик пӳлчӗ:
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ирхи тӗлӗк ялан ытарлӑ пӗлтерӗшлӗ пулаканччӗ, мӗне пӗлтерчӗ-ши вара ку тӗлӗк? — тесе, ҫур сехет шухӑшласа выртрӑм ҫав…
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Е тепӗр чух тата материала тӗплӗ тӗпчесе пӗлмесӗрех хӑйсем шухӑшласа кӑларса, фактсене «пӳрнерен ӗмсе» ҫыраҫҫӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.