Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туй сăмах пирĕн базăра пур.
туй (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехасин туй туса качча илесшӗнччӗ, патшалӑхра пӑтӑрмах пуҫланнипе хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен уйлаймасть-ха.

Помоги переводом

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Качча пар мана, туй ту!

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Туй юррисем, авалхи кӗвӗсемпе ташӑсем, тӗрлӗ тӗш-мӗш сӑмахӗсем эп чылай пӗлетӗп, тен, кирлӗ пулӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӗрме купӑспа кӗсле каласа юрлаттарнӑ туй халӑхне, хуткупӑспа ташлаттарнӑ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пире чыс турӑр, Павлуш, — терӗ вӑл, — сирӗн хӑвӑрӑн хӑҫан пулӗ туй?

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ялта тӑвансемпе пӗрле туса ирттерӗпӗр тет туй ӗҫкине, чӑвашла…

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сирӗн туй хӑҫан пулмалла ҫак, Иван? — пӗлмӗш пулчӗ Павӑл.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫурхи вӑйӑ-кулӑсем, кӗрхи юрӑ-ташӑсем, туй ӗҫкисем — ҫав сценӑсене пурне те ялта туса ирттермеллеччӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр туй та хӗр йӗррисӗр иртмен.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кӑмӑла каймасть мана ку ӗҫ: туй музыкҫи пулма вӗрентмен пире музучилищӗре, — сӳрӗкленчӗ Эльгеев.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унсӑр пуҫне, ҫӗнӗ хуҫасен час-часах ӗҫкӗсем пулаҫҫӗ — менелник е туй тавраш: унта кайса ташӑ кӗввисем калаймӑпӑр-им?

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Туй халӑхне Селис ҫак хурлӑхлӑ кӗвӗпе мӑкӑртнӑ, тет, вара.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗҫекенсене юратмастчӗ пулин те, туй ячӗпе виҫ черкке ӗҫрӗ те Якур савнине халалласа сӑвӑсем каларӗ, — ҫӗкленӳллӗн калаҫрӗ Мишин.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫӑварни уйӑхӗнче туй пекки туса ирттертӗмӗр хамӑр хушӑра.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эх, пӑхса тӑранаймаҫҫӗ ака туй каччисем хӑйсен урхамахне! — юриех хыттӑн, пусма патӗнчи Альпи те илтмелле сасӑ пачӗ Ятламас.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чураппа лаҫри пысӑк хурансем айне вут чӗртсе яма, пӗр тарҫине така тытса пусма, хӗрарӑм тарҫӑсене малти пӳрте тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме йӑтма хушрӗ, хӑй ҫӳпҫине уҫса ака туй хыҫҫӑн ҫеҫ хывнӑ кӗмӗл мӑй ҫыххине, пурҫӑн кӗпипе сарӑ ичегине ҫӗнӗрен кӑларчӗ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ака туй кунӗсем хӑйсем хыҫҫӑн ял ҫинче нумай сӑмах-юмах хӑварчӗҫ пулин те, ҫурхи шыв пек хӑвӑрт шавласа иртрӗҫ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ каччӑ: чи хисеплӗ вырӑнта саркаланса ларакан Тукайпа арӑмӗ умне ака туй пуҫлӑхӗсем — кӗреҫе сухаллӑ икӗ старик — темӗн чухлӗ хаклӑ парне пырса тӑкрӗҫ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ака туй пуҫланасси темиҫе кун юлсан, Тукай хӑйӗн виҫӗ урхамахне те уя илсе тухрӗ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫӗ лашана ака туй валли ҫӳретме тытӑнмалла, виҫӗ урхамахшӑн унӑн, тарҫӑ вырӑнӗнче шутланакан ахаль тӗкӗрҫӗн, явап тытмалла.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней