Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте сивӗ сывлӑш шурӑ путек кӗтӗвӗ пек капланса тулчӗ, урай тӑрӑх саланса кайрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Юрӑ мана сывлӑш пек кирлӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Садра сулхӑн, сывлӑш уҫӑ, пыл шӑрши кӗрет.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин фисгармони умне ларчӗ те, урисемпе пускӑч ҫине пусса, вӗркӗчсене сывлӑш тултарчӗ, вара хура та шурӑ шӑмӑ клавишсене пӳрнисемпе путара-путара, илемлӗ кӗвӗ калама тытӑнчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Анчах шӑпӑр калама сывлӑш ҫитеймест ман.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Унтан, пысӑк пӳлӗме кӑшт уҫӑлтарас тесе, форточка уҫрӗ — тултан сивӗ сывлӑш шурӑ тӗтӗм пек палкаса кӗчӗ, пӑчӑ пӳлӗме хӑвӑрт уҫӑлтарса ячӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хӑлхана хуплакан шӑв-шавлӑ, тусанлӑ, бензин шӑршиллӗ хула урамӗсенчен ҫакӑнта килсе кӗрсен, чуна ирӗк, кӑкӑр тулли сывлама сывлӑш уҫӑ, сулхӑн.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тӳпе тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ, таса; уй-хир урлӑ инҫетри-инҫетри курӑнать; сывлӑш уҫӑ, кӑкӑр туллин сывлас килет; ҫуллахи пек тусан мӑкӑрланмасть, шӑна-пӑван та аптӑратмасть.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сывлӑш лӗп ӑшӑ, хӗвел питӗнче шӑрӑх та — ирӗксӗрех хӗллехи тума хыватӑн.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ирхи вӑрманта сулхӑн, сывлӑш уҫӑ, чӗрӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Чукило сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те йӑваш сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Таня сывлӑш ҫавӑрса илчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӑрман — халӑх пуянлӑхӗ, ҫынсен юратнӑ вырӑнӗ, ҫут ҫанталӑкӑн таса сывлӑш ӳпки.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Лару залӗнчен мунчари пекех ӑшӑ та пӑчӑх сывлӑш коридоралла тухать.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӗри сывлӑш пите ҫапнипе эпӗ хыттӑн кӑшкӑрса вӑранса кайрӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫав ӗҫе вӗҫлесе кӑштах сывлӑш ҫавӑрсанах патшалӑх валли утӑ ҫулмалла.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Кулсан-кулсан, кӑштах сывлӑш ҫавӑрсан, Тимафи ҫапла каларӗ:
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Таврара уҫӑ сывлӑш, ырӑ шӑршӑ сӑмсана кӑтӑклантарать, кӑкӑра ҫӗклентернӗн туйӑнать, утнӑҫемӗн утас килет.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫанталӑк кӗр енне кайнӑ пулсан та вӑрманти сывлӑш таса, уҫӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫилсӗр ир йывӑҫ айӗнче ҫак шӑршӑ пушшех лайӑх сисӗнет, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм сывлӑш унпа тулса ларнӑн туйӑнать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.