Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Летчиксем мана аллисемпе сӗлтеҫҫӗ, эпӗ, таврана тимлӗн сӑнаса, тылри аэродром еннелле ҫул тытрӑм.

Ребята машут мне руками, и я, внимательно осматривая воздушное пространство, беру курс на ближайший тыловой аэродром.

30. Каллех Мускава // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каласса вӑл хӑвӑрт калать, хумханакан ҫын пек аллисемпе хӑлаҫланса илет.

Говорил он быстро, нервно жестикулируя, проглатывая слова от волнения:

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аллисемпе савӑнӑҫлӑн хӑлаҫланса, Мухин эпӗ тӑшман самолетне мӗнле персе ӳкерни тата хӑй «мессера» ман хыҫран мӗнле хӑваласа яни ҫинчен каласа парать.

Мухин, возбуждённо жестикулируя, рассказывал о том, как я зажёг самолёт и как он отбил атаку «мессера».

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл аллисемпе ҫӗре хыттӑн ҫапса илет те аллисене ҫӗклесе ман паталла утать.

Он сильно ударяет ладонями об пол и потом с поднятыми вверх руками идёт на меня.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Мимус тӑкнӑ чее шӑршласа пӑхать, ӑна тутипе тӗртсе илет, аллисемпе хыпашлам пек туса йӗпеннӗ пӳрнисемпе ҫӑварне чиксе пӑхать.

Мимус нюхает пролитый чай, тычется в него губами, трогает руками, лижет мокрые пальцы.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл йынӑшса кӑшкӑрать, ман паталла хӑйӗн вӑрӑм аллисемпе кармашать.

Он кричал, визжал и протягивал ко мне длинные руки.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл кӗске урисене сулласа тата пӗчӗк аллисемпе ҫапкаланса кӑшкӑрма тытӑнать.

Он кричит и болтает коротенькими ручками и ножками.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Арена ҫинче сыснана курсанах, ачасем савӑнса аллисемпе ҫупма пуҫларӗҫ.

Дети, увидев свинью на арене, весело захлопали.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Атте аллисемпе сулса илчӗ те, хуллен пукан ҫине ларчӗ.

Отец всплеснул руками и медленно опустился на стул.

18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Начартарах вӗреннӗ ача вӗҫсе хӑпарсан е хӑшпӗр ачан мӗн те пулин тухмасан, вӑл пӑлханма тытӑнать, перчаткисене хывса ҫӗрелле ывӑтать, вӗҫме вӗренекен ачана самолета тытса пыма вӗрентнӗ чухнехи пек аллисемпе хӑлаҫланма пуҫлать, урисемпе тапӑртатса кӑшкӑрать:

Если вылетал слабый учлёт или если что-нибудь у учлёта не ладилось, он швырял на землю перчатки, делал руками такие движения, словно хотел помочь учлёту управлять самолётом, топал ногами и кричал:

15. Хамӑр инструкторпа тӗплӗрех паллашатпӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Атте аллисемпе кӑна сулса илчӗ:

Отец даже руками замахал:

13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Атте питне аллисемпе хупласа тӑрать.

Отец стоял, закрыв лицо руками.

3. Xуйxӑ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл клуб сцени ҫинче аллисемпе йывӑр япала ҫӗклесе, шӑлӗпе кире пуканӗсем йӑтса кӑтартрӗ — хӑй тӗлӗнмелле вӑйлӑскер вара.

Он выступал на клубной сцене: выжимал руками штангу, поднимал зубами гирю — был удивительно силен.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӑхатӑп, тӗттӗм ҫӗртен ман паталла темле ҫӳллӗ те пысӑк япала килет, хай шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланса ман паталла ҫывхарать.

Смотрю, из темноты идёт кто-то высокий, большой, в белом, длинной рукой помахивает, на меня надвигается.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Чулланнӑ аллисемпе вӑл ҫӗҫҫе турилкке ҫине хучӗ, пуҫ тайрӗ те чашӑксемпе турилккесене сӗтел ҫинчен пуҫтара пуҫларӗ.

Одервенелыми руками он положил нож на тарелку, поклонился и стал собирать со стола миски и тарелки.

Саид философ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне урисемпе те аллисемпе перӗнкелеҫҫӗ, пӗр-пӗрне питрен пӑхмаҫҫӗ.

Они задевают друг друга руками и ногами, не обращая никакого внимания на соседей.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӑл хӑйӗн аллисемпе хырӑмне ҫапкала-ҫапкала кулчӗ, куҫӗсенчен куҫҫуль юхса тухрӗ.

Он смеялся и хлопал себя п0 бокам и по впалому животу, из глаз его текли слезы.

«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Хуралса кайнӑ турат пек вӑрӑм аллисемпе вӑл хӑйӗн ҫӗтӗк-ҫурӑк япалисене пӗчӗк кӑвайт ҫинче пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑркалать.

Длинными, похожими на почернелые ветви руками он держал над маленьким костерчиком свои лохмотья, поворачивая их из стороны в сторону.

«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Унтан пӗр пысӑк та хура куҫлӑ хӗрарӑм аллисемпе ҫав пӳртсем ҫине кӑтартса: — Кусем коммунистсен ҫурчӗсем, — терӗ, — вӗсен тарса пурӑнмалла: полици канӑҫ памасть, шырать.

Потом одна женщина с хорошим, открытым взглядом больших черных глаз сказала медленно, показывая рукой на эти конуры: — Это жилища коммунистов, которые должны были уйти в подполье, их преследует полиция.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Генерал арӑмӗ хӑйӗн пӗчӗк те ҫемҫе аллисене сарса хунӑ, аллисемпе сулкаласа ҫинҫе те лӑпкӑ сасӑпа тем калакан ултавҫӑ ҫине шӑтарас пек пӑхать.

Жена генерала сложила свои маленькие пухлые ручки, и ее узкие глазки впились в шарлатана, размахивавшего рукой и что-то говорившего тонким и тихим голосом.

«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней