Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайри сăмах пирĕн базăра пур.
Кайри (тĕпĕ: кайри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайри, хыҫа татӑлса юлни, учӗн мӑйӗ ҫине лӑпчӑнса, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, сулахай аллипе кепкине ярса тытрӗ.

Последний, отставший, припадая к шее лошади, оглядывался, держал левой рукой кепи.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ӑна чӗрӗлле тытасшӑн пулчӗҫ, анчах вӑл лашине кайри урисем ҫине чӗввӗн тӑратрӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе авкаланса, аллинчи хӗҫне ҫапса ӳкеричченех вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗ.

Его хотели взять живьем, но он, подняв на дыбы коня, вихляясь всем телом, отбивался шашкой до тех пор, пока ее не выбили.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков учӗ кайри ури ҫине тӑчӗ, хуҫине ҫӗре туртса ӳкерчӗ.

Лошадь Иванкова стала в дыбки, повалила хозяина.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗ унӑн, каялла чакса пырса, кайри урипе ҫул хӗрринчи канава кӗрсе ӳкрӗ.

Лошадь его оступилась и сорвалась задними ногами в придорожную канаву.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн учӗ кайри сулахай урипе уксахласа пырать.

Конь его улегал на левую заднюю.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кайри рота ефрейторӗ, пӗчӗк, анчах та пуҫтах этем, Григорие пылчӑкпа печӗ.

Ефрейтор последней роты, маленький, но бедовый, кинул в Григория комком грязи.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаша сӗткенлӗн кӑмпӑртаттарса утӑ ҫисе тӑрать, хӗҫпе касма вӗреннӗ чух мӑкӑлтанӑ кайри урине хӗссе, хуҫи ҫине хӑйӗн кӗрен куҫӗпе чалӑшса пӑхрӗ.

Конь мокро хрустел сеном, косил на хозяина розовый глаз, поджимая заднюю, ушибленную на рубке ногу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вилес умӗн юлашки хут шӑлӗсене сайран шартлаттарса, чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен пӗр пайӑрка кӑвак тӗкне тӑпӑлтарса кӑларнӑ кайри урине ҫӳлелле тӑратса выртакан кашкӑр ҫине тӗллесе кӑтартрӗ пан.

— Пан указал ногой на волка, в агонии редко клацавшего зубами, поднимавшего кверху выпрямленную заднюю ногу с бурым свалявшимся клоком шерсти на лодыжке.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрсе кайнӑскер, вӑл хӑйӗнчен хӑпман йытта кайри урипе тапса хӑварма хӑтланать, анчах та лешӗ, кашни хутрах тӑра-тӑра юлса, каялла ҫаврӑнса пӑхакан Григорий ҫине хӑйӗн ват карчӑкӑнни пек салхуллӑ куҫӗсемпе пӑха-пӑха илет.

Горячась, он хотел лягнуть назойливую суку, но та приотставала, тоскующим старушечьим взглядом ловила взгляд оглядывавшегося Григория.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑйӑрӑн кайри урисене таканламан, ҫавӑнпа та вӑл пӑр ҫине пырса пусса шӑва-шӑва каять, пӗтӗм урисемпе тапӑлтатса илет.

Он был не кован на задние и, попадая на гладкий ледок, оскользался, приседая, наддавал на все ноги.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тимӗрленӗ ҫуна пуҫӗнчен пӳрнисемпе ярсах тытнӑччӗ вӑл, — анчах ҫак самантра юхӑма парӑнасшӑн мар пулса тапкаланакан тур лаша кайри урипе мӗнпур вӑйпа тапса ячӗ.

Он уже схватил было пальцами окованный конец барка, — в этот миг Гнедой, сопротивлявшийся течению, с силой ударил его задней ногой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗненинчен тармасть вӑл, чӑрсӑррӑн кӑна мӗкӗркелет, таҫта сиксе ӳкме хатӗрленнӗн, кайри урисемпе тапӑртатса тӑрать.

Он не бежал от побоев, лишь глухо взмыкивал, перебирал задними ногами, как перед прыжком.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаши, хураларах кайнӑ шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, ыратнипеле кайри урисем ҫине тӗренсе кукленчӗ, хӑлхисене лӑпчӑтрӗ.

Конь прижимал уши, ощеряя коричневый навес зубов, приседал от боли на задние ноги.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йытӑсем салхуллӑн йынӑшкаласа илчӗҫ, витӗр касакан ҫилтен хӳтӗленсе, хӳрисене хӗстерчӗҫ, курпунӗсене кӑларчӗҫ, кайри урисем ҫине ларчӗҫ.

Собаки жалобно повизгивали, поджимали хвосты, горбились, приседали, спасаясь от жгучей поземки.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Иккӗмӗш машинӑра, кӑсӑруклӑ ҫӗлӗк тата сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын кайри ларкӑч ҫинче майӗпен силленкелесе пырать: унӑн уссийӗ кӗске, сӑнӗ ывӑннине палӑртать, куҫхаршисем шиклӗн сиккелесе илеҫҫӗ, куҫӗ хӑвӑрттӑн вылянать…

Во второй по счету машине, на заднем сиденье, легко покачивало человека в шапочке с козырьком и в меховом пальто; у него было усталое лицо с маленькими усиками под носом и быстрыми, тревожными в глубине зрачков глазами…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Йытӑ хутланса кайри урисем ҫине ларчӗ.

Собака съежилась и присела на задние лапы.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем ҫаплах кузовӑн кайри хӳми ҫинче, михӗсенчен аякра, ларса пынӑ.

Они так и остались сидеть на заднем борту, держась подальше от мешков.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл, Быковпа тата Голубьпа пӗрле кайри машина патне чупса пынӑ та, васкасах кузов ҫине хӑпарса ларнӑ.

Они с Быковым и Голубем поползли к задней машине и быстро влезли в нее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Аниканов, малтан килӗшсе татӑлнӑ пек, вӗҫен кайӑкла кӑшкӑрса разведчиксене чарнӑ та, кайри грузовик патне шуса пырса шофер кабинине пуҫне чиксе пӑхнӑ.

Аниканов, остановив разведчиков условным птичьим криком, подполз к заднему грузовику и заглянул в шоферскую кабину.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Эпӗ ӑна кайри уринчен ярса тытрӑм та, вӑл пӑспа ӗҫлекен сирена пекех ҫухӑрма тытӑнчӗ.

Я взял ее за заднюю ногу, она завизжала, как паровой орган в цирке.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней