Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑштах сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑштах (тĕпĕ: кӑштах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑла ан хӑвар, кӑштах хӑналасшӑн-ха эпӗ сана, э?

Не откажи в милости, хочу угостить тебя, а?

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑштах, пӗр ҫухрӑм ҫурӑ, тавралларах килтӗм-ха.

Чудок, верст полтораста, кругу дал.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куллинче вӑл Григорий мӗн те пулин каласса кӗтни, кӑштах пӑлханни сисӗнчӗ.

Улыбка ее была выжидающей и тревожной.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий ун чухне ҫулса тиенӗ тырӑ лавӗпе хиртен таврӑнатчӗ, кӑштах каҫа юлнӑччӗ.

Григорий ехал с поля с возом хлеба, припозднился.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Христоньӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн Григорий кӑштах шухӑшлакаласа ларчӗ те ҫапла шут турӗ:

Проводив Христоню, Григорий после короткого размышления решил:

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна шеллесе сӑмахлани кирлӗ маррине кӑштах тавҫӑрма Христоня ӑс ҫитерчӗ-ҫитерчех, вара Балашова мӗнле илни, хӑй суранланни ҫинчен питӗ майӗпен, еккине ярсах каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Христоня проявил некоторую сообразительность, догадавшись, что в его сочувствии Григорий не нуждается, и стал охотно, но медлительно рассказывать о взятии Балашова, о своем ранении.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑштах сивӗ тивнӗ те, ҫавах та — япӑхах мар, пӗр вӑтӑр пилӗк, хӗрӗх пӑтсем тухмалла.

Трошки прихваченная, а так — ничего, пудов на тридцать пять, на сорок.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл иккӗмӗш стакана шалтах ӗҫсе ячӗ те типӗтнӗ пулӑ татӑкне вӑрахчен чӑмласа ларчӗ, эрех хӑпа пӗлми шухӑшсене пуҫран кӑштах та пулин сирессе кӗтрӗ.

Он выпил второй стакан залпом, долго жевал кусок вяленой рыбы, все ждал, когда хмель ударит в голову, заглушит неотвязные мысли.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шӑрӑх ҫанталӑка пӑхмасӑр вӑл лашине е ашӑпа е сиккипе хӑваларӗ, хутран-ситрен ҫеҫ ӑна кӑштах уттаркаласа илчӗ.

Несмотря на жару, он пускал своего коня то крупной рысью, то наметом и лишь изредка переводил его на шаг.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фельдшер вӗсем патӗнче ҫур сехете яхӑн пулчӗ, пӗр хушӑ крыльцара сӗнксе ларчӗ, хӗрелсе тухакан хӗвел пайӑркисем айӗнче кӑштах тӗлӗрсе илчӗ те, сӑмавар вӗресе тухсан, тепӗр хут курницӑна кӗчӗ.

Фельдшер пробыл еще с полчаса, посидел на крыльце, подремал под лучами восходившего солнца, потом, когда вскипел самовар, снова пошел в горницу.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушӑран вӑл, темле ӑнлантарса пама ҫук туртӑма пӑхӑнса, кӑвакрах хӑрпӑкӗсене кӑштах ҫӗклерӗ те, самантлӑха Ильинична ҫинче чарӑнса, курница тӑрӑх йӗрлесе пӑхрӗ.

Она изредка, повинуясь какой-то необъяснимой потребности, приподнимала синеватые веки и обводила глазами горницу, на секунду останавливая их на Ильиничне…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Кӑштах пуҫна пӑр-ха кунталла, чӗппӗм.

«Повернись, чадунюшка мой, трошки.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвелпе типнӗ, кӑшт тӗкӗннипех саланса каякан хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ тӑпра муклашкисене катмакпа тикӗссӗн ватса аппаланнӑ май, вӑл халӗ сахалтарах шухӑшларӗ, кӑштах канма, пичӗ ҫинчи тарне шӑлса илме тата шыв ӗҫме тесе ҫеҫ теплерен пӗрре кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ.

Она меньше думала, равномерно опуская мотыгу на высушенные солнцем, рассыпающиеся в прах комки песчаного суглинка, изредка выпрямляясь, чтобы отдохнуть, вытереть пот с лица и напиться.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӳршӗллӗ пурӑннӑ май, вӗсем юлашки ҫулсенче час-часах тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрне нимӗн чӗнмесӗр пуҫ тайса иртрӗҫ, хушӑран кӑштах калаҫкаларӗҫ те.

Живя по соседству, они за последние годы часто встречались, молча кланялись друг дружке, иногда перебрасывались несколькими фразами.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Чим, кан кӑштах, тупӑнӗ-ха.

— Постой, отдохни трошки, найдется.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрхенӗр кӑштах!

Явите такую милость!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан Дарья, хӑр-хартарах сӑмахне кӑштах ҫемҫетес тесе, шӳтленӗ пекрех каларӗ:

Тогда Дарья, чтобы сгладить грубоватый отказ, полушутливо сказала:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвелпе пиҫсе хуралман шурӑ питҫӑмартийӗсем кӑштах хӗстернӗ ясар куҫӗсене уйрӑмах палӑртаҫҫӗ, сӑрламан куҫ харшийӗсен вӗҫкӗнле кӗтеслентернӗ пӗкечисемпе уҫӑмсӑр кулӑ ирӗлтернӗ тути хӗррисенче вара темскерле чӑрсӑрлӑхпа намӑса пӗлми аскӑнчӑклӑх паллисем пур.

Не тронутые загаром бледные щеки резче оттеняли жаркий блеск прищуренных ищущих глаз, а в своевольном изгибе накрашенных бровей и в складке улыбающихся губ таилось что-то вызывающее и нечистое.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйӗн хушаматне илтсен вӑл, хӗрарӑмсене сиркелесе, хӑюллӑн малалла хӗсӗнсе иртрӗ, утнӑ ҫӗртех чӗнтӗрлӗ шурӑ тутӑрне майласа тӳрлетрӗ, куҫӗсене хӗстерсе, кӑштах именнӗ евӗр ейӗлсе кулчӗ.

Как только она услышала свою фамилию, растолкала баб и смело пошла вперед, на ходу поправляя белый, с кружевной каемкой, платок, щуря глаза и слегка смущенно улыбаясь.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Офицер малти пуҫелӗк ҫинче кӑштах ҫӗкленсе тӑчӗ те хыҫалалла кӑшкӑрчӗ:

Офицер приподнялся на передке, обернулся назад, крикнул:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней