Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те чирлесе ӳкнӗ Яриле, те пуҫӗ патне сӑра пынӑ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ та урисене ҫӗрелле усса вырӑн ҫинче хӑяккӑн выртать.

Яриле — то ли расхворался, то ли пиво ударило ему в голову, — весь раскрасневшись, неловко привалился на топчане, свесив ноги на пол.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Картиш урлӑ вӑрӑм мӗлке ӳкнӗ.

Через двор протянулась длинная тень от вяза.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аптраса ӳкнӗ Ивук сасартӑк ни ҫилленме, ни тарӑхма пӗлмест.

Растерявшийся Ивук не знает, что ему делать — обижаться на Ухтивана или повиноваться ему?

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Сирӗн патра…» — тет кӑшт шикленсе ӳкнӗ Ивук.

— У вас… — заметно струсив, отвечает Ивук.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анне хӑраса ӳкнӗ, атте кускалать.

Мать перепугалась, отец забегал.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑраса ӳкнӗ старик лашине тилхепепе туртса ҫапнӑ та ял еннелле ҫил пек вӗҫтернӗ.

Перепуганный старик хлестнул лошадь вожжами, и та изо всех сил понесла его к деревне.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Киле весемпе пӗрле таврӑнмалла пулассинчен хӑраса ӳкнӗ Ухтиван аяккалла утать.

Ухтиван шагает прочь от телеги, не желает он возвращаться в родную деревню вместе с Илле.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Каларӗҫ, эп шыва-мӗн ӳкнӗ, Тӳрех ҫухалнӑ тет путса.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗрарӑмсем ӑна ӳкнӗ ҫӗртенех тытса е ҫӗртен илсе пуҫтарса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем патне «Динамо» ҫыннисем хушшинчен пӗр старик чупса пычӗ, тутаркассем хушшинчен Назиб тухрӗ, кӗрешӳ пӗтнине пӗлтерсе, Мӗтрие епле ӳкнӗ ҫаплипех пусса лартрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗчӗк ача евӗр хӗпӗртесе ӳкнӗ Петӗр ӗнтӗ машини патӗнчен хӑпа пӗлмест, паян ҫеҫ машинӑпа ҫӳреме ирӗк илнӗ пек, ӑна тӑла татӑкӗпе шӑлкаласа кӑна тӑрать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Леонтий Петрович, ун пекех ан тӑрӑш, ҫуркуннерен чӳречене хаҫатпа карса хӑтӑлаймастӑн, — юриех хӗвел ҫути ӳкнӗ ҫӗре ларать агроном.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хыпӑнса ӳкнӗ Сехре ҫавӑнтах тепӗр ещӗкне уҫнӑ — унтан та ҫӗрӗк шӑршӑ ҫеҫ кӗнӗ, виҫҫӗмӗш ещӗкӗ те, тӑваттӑмӑшӗ те, пиллӗкмӗшӗ те йӑлтах пӑсӑлнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала тӗлӗнче вӗсен умне пӗлӗт ҫинчен лапах ӳкнӗ пекех Людмила тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне вӑрмана каякансен вунпилӗк лавран тӑракан обозӗ, Кӑтра Михала ертсе пынипе, тин ҫеҫ ӳкнӗ ҫуна ҫулӗпе инҫе ҫула тухса кайрӗ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала патӗнчен тухсан, Ятман, эртел пирки пуҫ ҫине ӳкнӗ йышлӑ ыйтусене хӑй тӗллӗн мӗн чухлӗ те пулин татса пама тӑрӑшса, Левентейсен ҫурчӗ еннелле пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ кутник сакки ҫине шапа пек сарӑлса ӳкнӗ те харлаттарсах ҫывӑрать.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑйне тытса хупасран сехӗрленсе ӳкнӗ мӗскӗн чун.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Илсе тухса кайрӗҫ-ши вара эсрелсем? — терӗ сехӗрленсе ӳкнӗ Ахтупай.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хытӑ килнӗрен чӑм шыва ӳкнӗ учӗсене картишне кӗртсе ярса тата тӗл пулнӑ тарҫа вӗсене сӗлӗ ытларах пама хушса ҫап-ҫамрӑк йӗкӗтсем (йӗкӗтсем теме те ҫук — ачасем) хӑйсем камне каламасӑр тӳрех пӳрте чупса кӗчӗҫ те мӑрсана, ыйхӑпа суптӑрканӑскерне, тӗрткелесе тенӗ пек вырӑн ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗҫ.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней