Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта ӑна пурте юратаҫҫӗ, ачашлаҫҫӗ, ялти чи хастар, ҫирӗп, тӗрӗс сывӑ пурнӑҫ сыхлавҫи, «пакунсӑр милиционер» тесе, унпа тяппине тытса калаҫакан та пур», — пӗлтерчӗ вӑл.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лукери карчӑкӑн, ялти «халӑх академикӗн», тавҫӑрулӑхӗ пулас мар-тӑк, сыхлӑх хуралҫи, ӗҫӗ ӑнманнине кура, туртине каялла та ҫавӑрнӑ пулӗччӗ-и.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Пӗлетӗн-и, Лена, пирӗн ялти чараксӑр чӗлхесем пӗр-пӗрне шӳтлӗ, мӑшкӑллӑ хушма ятсем парса ҫилӗмлетесшӗн хыпӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

– Мӗнле пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхне пӗлетӗн эс, каласа пар-ха, – ыйтнӑ ялти ҫынсем Эрнукран.

– Какой такой секрет жизни ты знаешь, расскажи, – просили Эрнук деревенские.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Халӑха «Социаллӑ контракт», «Ялти ипотека» программӑсем те пысӑк тӗрев параҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Пӗррехинче вара ялти мухмӑр-сухмӑрсем, ӗҫ патне алли пыман усӑнчӑксем, услапсем, каснӑ хӳресем хурал пӳртӗнче мана эрех ӗҫтерсе ӳсӗртрӗҫ те… эй… калама та намӑс.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах эсир ун чух ман ҫинчен пурне те, уйрӑмах ялти ҫапкаланчӑксемпе ерӗшсе, асса-тӗссе пурӑннине, пӗлмерӗр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫын ҫине те тухкаларӗ; халӑх йӑли-йӗркисене уяса ирттерекен тӗрлӗ уяв-вӑйӑ-тапӑсенче ял йышӗпе, пӗлӗш-тантӑшпа явӑҫни те, общество ӗҫне хутшӑнни те ӑна тӑнтанланмах памарӗ (район шайӗнче ирттернӗ ӑмӑртура вӑл пӗчӗк калибрлӑ винтовкаран персе район чемпионӗ ятне илчӗ; ялти каччӑ-тӗрӗшпе волейболла вылярӗ; колхозра футбол командине йӗркелес ӗҫе те ухатланчӗ).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку хӑйӗнчен пӑртак аслӑрах, шкулта пӗрле, анчах тепӗр класра вӗреннӗ, Ула Тимӗр пурӑнакан ялпа юнашарах кӳршӗ ялти Иванов Кӗҫтук (шахматпа шашка турнирӗсенче яланах малти вырӑна тухатчӗ) пулчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр кунне Полинӑна шырама ялти пур вӑйпитти арҫынпа хӗрарӑм, ҫамрӑксем хыпӑнса, пӑлханса тухрӗҫ — усси пулмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак кунсенчен пӗринче шкулта пӗрле ӗҫлекен учительница, Манефа Сергеевна, ӗҫтешӗсене хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлама юнашар ялти килне хӑнана йыхравларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина мунчана пахчара, карта ҫумӗнчи кашни ҫулах вӗлтрен пусса илекен лапам вырӑнта лартма сӗнчӗ, анчах ҫакна Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ кӑна мар, ялти ватӑсем те хирӗҫлерӗҫ: вӑл вырӑнта ӗмӗрсем-ӗмӗрсем каяллах Христос тӗнне йышӑннӑ ял ҫыннисен часавайӗ ҫуталса — шуралса, пӗлӗтелле, Турӑ ытамне кармашса ларнӑ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ялти сас-хурана ӗненес пулсан, ҫак сиен-суранӑн тӗп сӑлтавӗ килӗнчи сад пахчинче ҫӗкленӗ мунча пулнӑ имӗш.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина ятлӑ юратнӑ мӑшӑрӗпе, хӑйпе пӗрлех ялти шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентнӗ учительницӑпа, виҫӗ ача — икӗ хӗр тата пӗр ывӑл — ҫуратса ӳстерчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пенсие тухиччен вӑл ялти шкулта химипе биологи учителӗ пулса ӗҫленӗ, пӗр хушӑ тата, эрех кӳлленчӗкне палтах шуҫса ӳкнине пула учительтен кӑларсан, колхозра та тӑрмашкаланӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, чӑна хурса, мая килтермеллехчӗ пуль ялти ватӑсем каланипе…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Дмитрий Ермаков тата Людмила Петрова фельдшерсем хӑйсен хатӗр-хӗтӗрне тата ванна илнӗ те ялти тепӗр икӗ ҫынпа уй урлӑ 2 ҫухрӑм ҫуран кайнӑ.

Фельдшеры Дмитрий Ермаков и Людмила Петрова взяли свое снаряжение, волокушу и с двумя другими деревенскими жителями прошли к больному 2 км пешком через поле.

Тухтӑрсем Мӑн Вылӑ арҫыннине 2 ҫухрӑм ваннӑпа сӗтӗрнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34454.html

Чӗрине уҫсах калаҫасшӑнччӗ Сима Тамарӑпа, анчах тем чарса тӑчӗ ӑна, тантӑшӗ ялти пурнӑҫӗ ҫинчен каланине те итлесе пӗтермесӗр, Ларисӑпа пӗрле тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Кунта каҫсем пӗрре те ялти пек мар, шавлӑ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тата ӗнер ялти шӑллӑм пӗр машина вутӑ тиесе килчӗ те, ҫаплипех сапаланса выртать-ха.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней