Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чун савнӑ Атӑл хӗрринче, Ӗҫчен чӑваш ҫӗршывӗнче Ҫӗнӗ завод куллен ӳсет, Ҫунат сарать, вӑй-хал илет.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Халь апла шутламастӑп ӗнтӗ, ун ҫумӗнче чун ирӗклех маррине текех туймастӑп.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Вӑл та пиччӗшӗ пекех вӑрҫӑра пулнӑ, киле такам валли те ҫитмелӗх чун ӑшшипе, темле йывӑрлӑха та ҫӗнмелӗх, темле ӗҫре те вӑй ҫитермелӗх хастарлӑхпа таврӑннӑ», — терӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хаяр вӑрҫӑран та вӑл мирлӗ саманара илемлӗ пурнӑҫ тумалӑх чун ӑшшипе таврӑннӑ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Эпир кашниех, хӗрӗ-хӗрарӑмӗ, ҫамрӑкки-ватти, чӗре кӑмӑллакан, чун туртакан ӗҫре ӗҫлеме пултарнишӗн савӑнас вырӑнне!
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Ара, чун чӑтайман енне калатӑп!
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
…Совхоз дирекцийӗнчи пӗртен-пӗр ҫын — арифмометр умӗнче хӑяккӑнрах ларакан тапчам кӗлеткеллӗ, тулли пит-куҫлӑ, шӑрт сухаллӑ экономист (ун тӗлӗнче, стена ҫумӗнче, «Экономист» тесе ҫырнӑ кантӑк ҫакӑнса тӑрать) пире чун сиснинех пӗлтерчӗ:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ Ҫтаппан, «хама пулӑшакан пӗр чун пултӑр хӑть» тесе, иккӗмӗш хут авланать, анчах ку хӗрарӑмпа та «пурнӑҫ ҫыпҫӑнса пӗтмест» унӑн: хӗрарӑмӗн «тавҫӑрулӑхӗ пачах ҫук» иккен, «пӗр ӗҫе те хӑй тӗллӗн пуҫӑнма пӗлмест, кӑшт каласанах кӳренме пӑхать».
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫак чӳречесенчен хула ҫинелле пӑхса илетӗп те вара варринче — пурте ҫутӑ сӳнтернӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун тутлӑ ыйӑхра, эп пур ҫаплах салтӑнса выртаймастӑп, ҫаплах пушанаймастӑп.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ача чухне те чун туртмӑш ҫын пулман вӑл маншӑн, халь пушшех те ютшӑнас килет унран.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кунта тӗрлӗ йышши хӑватлӑ техникӑна «чун» кӗртмелле.
Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/
Кровать ҫине сармалли хатӗр, «Сывлӑх чун илемӗ» ҫырнӑ ал шӑлли, «Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем» кӗнеке, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗнчен ача ҫуралнӑ ятпа саламлӑ ҫыру – «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» парне пуххине ҫаксем кӗреҫҫӗ.
Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc
«Асам» фестивале хутшӑнакан Ирина Макарова ку пирӗншӗн чун киленӗҫӗ тесе палӑртать.
Ҫӗмӗрлере - «Асам» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xc2QVX-ZFLQ
«Суту-илӳ ӗҫӗ маншӑн ытларах чун киленӗҫӗ. Ҫынсемпе калаҫса кун иртни те сисӗнмест», – тет вӑл.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8
Чун хавалне пуянлатакан парнене ҫитес вӑхӑтра Донецк Республикин Киров ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшне илсе ҫитерӗҫ.
«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk
Чун хушнипе тӑвакан пӗтӗм ӗҫ вара усӑллӑ ҫеҫ мар, сӑваплӑ та.
Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/
А.В.Волковӑн тепӗр чун туртӑмӗ — спорт.
Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/
Чылай техника ҫӗнӗрен «строя» Тӑрӑмри Николай Енедеров, «Прогресс» АХО ӗҫченӗсем «ҫӗнӗ чун» кӗртнӗрен тӑнӑ.
Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/
Эрешмен картине лекнисен пурин те ҫав ҫылӑхлӑ йывӑр сереперен хӑтӑлас килет пуль, анчах ниепле те вӑй ҫитереймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑш-чикӗнче кашнийӗнех ӳпке-пӗвер тата ытти ӑпӑр-тапӑр кӑна, чун тени вара ҫук.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Инесса тӑхлачӑ та ҫавна ӑнланса илнӗ халь: «Укҫа пуррипе мар, чун пуррипе мухтанмалла иккен», — текелет.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.