Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ферфас чӳречинчен икӗ пуля вӗҫсе кӗчӗ; пӗри унӑн аллинчи соус савӑтне лексе ӳкерчӗ, тепри хырӑмӗнчен пӑраласа тухрӗ те — Ферфас хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан грек генералӗн портретне куҫсӑрлатрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
«Стеллӑна» эсӗ, манӑн шухӑшӑмпа, асӑрхаман, вӑл нефть пристанӗ хыҫӗнче, завода хирӗҫ тӑрать.«Стеллу» ты, надо думать, не заметил, она стала за нефтяной пристанью, напротив завода.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Вӗсен умӗнче, ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн купаланса пухӑннӑ кварцӑн пысӑк катрамӗсемпе ту хысакӗсен хӳми хыҫӗнче, — ӗмӗрхи юрпа хупланнӑ ту капламӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Шӑналӑк хыҫӗнче нимӗн те курӑнмасть, анчах Спринга пӗчӗк пуҫелӗк ҫинчи хӗрлӗ ҫӳҫе уйӑрса илнӗн туйӑнать.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Вӑрманта уҫӑлса ҫӳренин ӳкерчӗкӗ акӑ мӗнле: малта хура ҫӳҫлӗ, ҫӳллех мар хӗр утать — кӑштах кахалрах, пӳрне хушшипе кулнине аса илтерекен, хитре сӑнлӑ; ун хыҫӗнче, хул пуҫҫисене кӑнттаммӑн пӑркаласа, куҫ харшисене пӗрсе, ҫула питӗ тӗплӗн сӑнаса тата мӗн пур чӑрмав пирки тимлӗн асӑрхаттарса ҫӳллӗ йӗкӗт пырать.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Вӗсен хыҫӗнче крейсерӑн кӑмрӑкла хура башнисенчен Лисс хысакӗсем ҫине капмар кӑвак пайӑрка ӳкнӗ.Позади них от угольно-черных башен крейсера падал на скалы Лисса огромный голубой луч.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Кунта тӗлӗнмеллерех япала пулса иртрӗ: унӑн хул пуҫҫисен хыҫӗнче сасӑсӑр кӑшкӑру евӗр темӗн янӑрарӗ.Здесь произошло нечто странное: за его плечами раздался как бы беззвучный окрик.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Роз, Гнор хыҫӗнче тӑраканскер, ӑна хул пуҫҫинчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ, унтан кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ те хӑлхана ҫурасла шӑнкарчӗ; вӑл хавасланса кайрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кимӗ чул хысак хыҫӗнче ишет ӗнтӗ, хӳри пӗр хушӑ мӗлтлетрӗ те — кӗҫех пӗтӗмпех ҫухалчӗ.Лодка ползла за камнем, некоторое время еще виднелась уползающая корма, потом все исчезло.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Хатер, — Стерс сӗтеле тапса сирпӗтрӗ, кӗтеселле ыткӑнчӗ; унта, шкап хыҫӗнче, ешчӗксен хушшинче хаҫат хучӗпе чӗркенӗ темӗскер выртать; капитан вӑрттӑн япалана ҫатӑрласа тытрӗ, палуба ҫине ыткӑнса та кӑшкӑрса хӑпарчӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Унӑн хул пуҫҫисен хыҫӗнче тӑракан вахта офицерӗ паллӑ мар карап пирки ҫурма сасӑпа хӑйӗн шухӑшне евитлерӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
— Эсир ҫывӑратӑр-и? — ыйтрӗ Нок кимӗ хыҫӗнче сирпӗнсе юлакан шывалла тинкерсе.— Вы спите? — спросил Нок, вглядываясь в темный оплыв кормы.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Савӑннипе ури айӗнчи ҫӗре туймасӑр Гелли тӗм хыҫӗнче ҫухалчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Дюк Бильдерӑн кашни кӑтартӑвне ҫураҫнӑ хӗр чуп тунинчен те ҫывӑхарах илетчӗ чӗри ҫумне; Вӑл — Дюк — икӗ хут хӑрушӑ инкек тӳснине, шлюпка ҫине чи юлашкинчен аннине пӗлекен Бильдер, ҫак Бильдер… куҫран пӑхса мар, хыҫӗнче, пӗтӗм гаване ахӑртмалӑх, ҫапла тӑрӑхласа кулнӑ иккен унран!
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Унта ҫӳллӗ хӑйӑр хысакне асӑрхатӑр, старик шӑпах ун хыҫӗнче пурӑнать.Там заметите высокий песчаный гребень, за ним-то и живет старик.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
— Ӑхӑ, ҫавӑнти, халӗ доксен хыҫӗнче.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Шӑп-шӑпӑрт; карап хыҫӗнче лаг пӑшӑлтатӑвӗ уҫӑмлӑн илтӗнет.Было так тихо, что ясно слышался бегущий с кормы шепот лага.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Тухнӑ май вӑл хӑйӗн хыҫӗнче фитилӗн ҫӳхе тӗтӗмне хӑварса пычӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫӗрле вӑхӑт сиккипе чупать; каҫ ӑнтӑлса васкать; унӑн тӗрлӗ тӗслӗ плащӗ, чупнӑ чух ҫурӑлнӑскер, чакӑл тусен хыҫӗнче кӑвакпа тытса ҫавӑрнӑ хӗрлӗ татӑксемпе витӗр ҫапса вӗрет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пурте виле йӗри-тавра кӗпӗрленчӗҫ; Пэд халӗ туйӑмсен сирпӗнӗвӗ ҫине нихӑҫанхинчен те лӑпкӑрах пӑхать, унӑн командинче нумайӑшӗ вара, револьверне ҫурӑм хыҫӗнче тытса, ушкӑн варринелле хӗсӗнсе кӗресшӗн; кӑшкӑрусенче тимӗр пек янӑракан тембр илтӗнет — эппин, команда хӗрмеллипех хӗрсе ҫитнӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.